Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑван сăмах пирĕн базăра пур.
тӑван (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшне историри паллӑ кунсен календарӗнче Тӑван ҫӗршыв тулашӗнче пуҫ хунисене асӑнмалли кун тесе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Унтанпа 33 ҫул иртрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d1%83%d0% ... 82%d1%80e/

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче кӗпер калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата тӑшман авиацийӗшӗн атакӑламалли тӗллевлӗ объект шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей тележурналисчӗсем Мӑкӑр кӗперӗпе паллашрӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d1%80%d0% ... %bf%d0%b0/

«Ку музей патриот воспитанийӗ парас ӗҫре пысӑк пулӑшу кӳрет. Тӑван ҫӗршыва юратас туйӑмсене вӑйлатать. Николай Федорович пек ҫынсен паттӑрлӑхӗ историе кӗрсе юлнӑ. Вӗсене пурин те, уйрӑмах ҫамрӑксен, асра тытмалла», — тенӗ Олег Алексеевич.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Николай Гаврилов музейӗ уҫӑлнӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d1%88%d1% ... 3ca%d0%bb/

Ҫак тапхӑрта ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степень орденӗсемпе иккӗмӗш хут наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсӗр пуҫне «За боевые заслуги», «За оборону Сталинграда» медальсемпе, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степень орденӗпе наградӑларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Михаил Яковлевич пӗтӗм пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ, совет ҫар пуҫӗ Михаил Яковлев генерал-лейтенант ҫуралнӑранпа кӑҫалхи июнӗн 5-мӗшӗнче 101 ҫул ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи кунӗ тӗлне районти культура ӗҫченӗсем кашни ҫулах мӗнле те пулин интереслӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисем, хӑюллисем ӑмӑртрӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%b2a%d0 ... 2%d1%80ec/

Асли — Андрей, хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн 2005 ҫултанпа контракт мелӗпе Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлет.

Куҫарса пулӑш

Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

Унта виҫӗ ҫул вӑй хунӑ хыҫҫӑн тӑван «Правда» хуҫалӑха ӗҫлеме килчӗ, инженер пулса тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

Амӑшӗ — Анна Васильевна, мӑшӑрӗ пекех тӑван хуҫалӑхра тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшать // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87a%d0 ... %81%d0%b8/

Сӑмахӗсем те питӗ килӗшӳллӗ: «Ӗмӗртен тӗреклӗ пултӑн Тӑван ялӑм, Мӑкӑр ен.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшать // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87a%d0 ... %81%d0%b8/

Пысӑк предприятисем ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма пултарчӗҫ, оперативлӑ ӗҫлесе ҫӗнӗ проектсем пуҫарчӗҫ, ҫӗнӗ техника, импорта улӑштаракан продукци туса кӑлараҫҫӗ, хӑйсен комплектлакан производствисене локализацилерӗҫ, ҫапла майпа тӑван республика аталанӑвӗн ҫул-йӗрне палӑртрӗ, экономикӑпа потребитель рынокӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ отраслӗсен ӗҫне тивӗҫтерчӗҫ.

Крупные предприятия смогли проявить гибкость и адаптивность, оперативно создав новые проекты и технику, импортозамещающую продукцию, локализовали собственные производства комплектующих, в целом задав вектор развития нашей республики и обеспечивая работу жизненно важных отраслей экономики и потребительского рынка.

Олег Николаев Машинӑсем тӑвакансен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/25/ole ... ostroitely

Асӑннӑ парка Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалланӑ иккен.

Данный парк в свое время был возведен и посвящен 40-летию Победы в Великой Отечественной войне.

Мӑн Сӗнтӗрти парка юсаса пӗтермен // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32970.html

Вӑрман отраслӗн специалисчӗсене, общественноҫа, волонтерсене, тӑван тавралӑх пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханакансене, йывӑҫ лартассипе иртекен акцисене хутшӑнакансене, вӑрмана чӗртсе тӑратас тӗлӗшпе тӑрӑшакансене пурне те тав тӑватӑп.

Выражаю признательность специалистам лесной отрасли, общественникам, волонтерам, всем тем, кто не остается равнодушным к судьбе окружающей среды, ежегодно участвует в массовых акциях по посадке новых деревьев, восстановлению леса и уходу за ним.

Олег Николаев Вӑрман ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2022/09/18/glava ... et-s-dnyom

Ӗҫе хӑварасчӗ, ҫула кӗскетесчӗ, Ҫитесчӗ тӑван ялӑма.

Оставить бы работу, сократить бы путь, Доехать бы до родной деревни.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Вырӑна ҫитнӗ ОМОН взрывотехникӗсем тупнӑ япалана пӑхса илнӗ те вӗсен умӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче усӑ курнӑ 82 миллиметрлӑ миномет мини выртнине ӑнланнӑ.

Прибывшие на место взрывотехники ОМОН обследовали находку и установили, что перед ними боевая 82-миллиметровая мина от миномёта времён Великой Отечественной войны.

Улатӑрта миномет минине тӗп тунӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32890.html

Унта «Тӑван ҫӗршыв-Анне чӗнет!» тесе ҫырнӑ.

На ней использовался плакат «Родина-Мать зовет!».

Лавкка паллӑ плакатри сӑмахсемпе усӑ курнӑшӑн явап тытма пултарӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32865.html

Ҫӗнӗ Шупашкарӑн кашни ҫитӗнӗвӗнчех кунта пурӑнакансен пӗрлехи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗ тата вӗсем тӑван хулана чунтан юратни, ӑна хӑтлӑрах та илемлӗрех, хальхи вӑхӑта тивӗҫтермелле тума ӑнтӑлни витӗмлӗн палӑрса тӑрать.

За каждым из достижений Новочебоксарска — огромный труд жителей и их любовь к родному городу, стремление сделать его более уютным, современным и красивым.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2022/08/27/glava ... aet-s-dnem

Списокра ҫаксем: Ял (ял территорийӗсен аталанӑвӗн) ҫулталӑкӗ, Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ, Инноваци (технологи) аталанӑвӗн ҫулталӑкӗ, Тарават Чӑваш Ен (туризма аталантарас) ҫулталӑкӗ, Культура тата ӑс-хакӑл эткерлӗхӗн ҫулталӑкӗ, Сывлӑх ҫулталӑкӗ, Хӑрушсӑрлӑх ҫулталӑкӗ, Наукӑпа технологи ҫулталӑкӗ, Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен (патриотизм) ҫулталӑкӗ, Медицина ӗҫченӗсен паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкӗ, Космос ҫитӗнӗвӗсен ҫулталӑкӗ.

В списке следующие наименования: Год села (развития сельских территорий), Год счастливого детства, Год инновационного (технологического) развития, Год гостеприимной Чувашии (развития туризма), Год культурного и духовного наследия, Год здоровья, Год безопасности, Год науки и технологий, Год дружбы народов, Год патриотизма, защитников Отечества, Год подвига и мужества медицинских работников, Год космических достижений.

Килес ҫул епле ҫулталӑк пулӗ? // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32732.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех