Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытти сăмах пирĕн базăра пур.
ытти (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана кирлӗ ытти вак-тӗвек япаласемпе пӗрле эпӗ вӑрттӑн кӗсьере куҫлӑх чиксе ҫӳреттӗмччӗ.

Среди других необходимых мне мелочей у меня сохранились очки, которые я держал в секретном кармане.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсенче ултӑ пин уйӑх хушшинче мӗн пулнисене пурне те ҫырса хунӑ, анчах унта икӗ аслӑ империрен – Лилипутипе Блефускуран пуҫне ытти мӗнле те пулин государствӑсем пурри ҫинчен пӗрре те асӑнман.

Они заключают в себе описание событий за время в шесть тысяч лун, но ни разу не упоминают ни о каких других странах, кроме двух великих империй — Лилипутии и Блефуску.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӗнчере сирӗн пек пысӑк ҫынсем пурӑнакан ытти королевствӑсемпе патшалӑхсем пур тетӗр-ха эсир.

Вы утверждаете, правда, что на свете существуют другие королевства и государства, где живут такие же гиганты, как вы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавӑншӑн Ту-Этем кунсерен пире пӑхӑнса тӑракан ҫынсенчен 1728 ҫын тӑранмаллӑх чухлӗ апат-ҫимӗҫ илсе тӑрӗ, пирӗн таса патша патне ирӗклӗн кӗрсе тухма пултарӗ, тата ӑна пиртен ытти ырлӑхсем те пулӗҫ.

За это Человек-Гора будет получать ежедневно еду и питье в количестве, достаточном для прокормления 1728 наших подданных, и пользоваться свободным доступом к нашей августейшей особе и другими знаками нашего благоволения.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ытти улпучӗсем те хӑйсем ҫивӗччипе пӗр-пӗринчен нумаях уйрӑм мар.

Остальные сановники по своей ловкости мало отличаются друг от друга.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хытӑ карӑнтарнӑ канат ҫинче вӑл ҫав империри ытти улпутсенчен пуринчен те сахалран та пӗр дюйм ҫӳлӗрех сикме пултарнӑ.

Ему удалось подпрыгнуть на туго натянутом канате по крайней мере на дюйм выше, чем всем другим сановникам империи.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унта куҫлӑх, кӗсьене чиксе ҫӳремелли аякран кӑтартакан труба тата ытти вӗт-шак япала пурччӗ.

В нем лежали очки, карманная подзорная труба и несколько других мелочей.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ытти япаласене император мана каялла тавӑрса пама хушрӗ.

Остальные вещи император приказал возвратить мне.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ҫавӑнтах хӗҫе йӗннипе тата ытти хатӗрӗсем-мӗнӗпех салтса илтӗм.

Я тотчас же снял ее вместе с ножнами и всеми принадлежностями.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вара император ҫийӗнчех приказ кӑларса, таврари тӑхӑрҫӗр ярдри ялсен пурин те ман валли апат хатӗрлеме ирсерен ултшар вӑкӑр, хӗрӗхшер така тата килти ытти вак-тӗвек чӗрчун, кирлӗ таран ҫӑкӑрпа эрех тӑратма хушнӑ.

Император немедленно издал приказ, который обязывал все деревни, находящиеся в пределах девятисот ярдов от столицы, доставлять каждое утро шесть быков, сорок баранов и другую провизию для моего стола вместе с соответствующим количеством хлеба и вина.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла ик эрнене яхӑн, император ятарласа приказ парса мана тӳшекпе ытти ҫывӑрмалли хатӗрсем тутарса паричченех ҫывӑрса пурӑнтӑм.

Так я проводил ночи около двух недель, пока по специальному приказанию императора для меня изготовляли матрац и другие постельные принадлежности.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кашни урапи ҫинчи апата эпӗ ик-виҫ ҫӑвар туса хыпа-хыпа ятӑм, эрехне вара вунӑ кӑкшӑм ҫинчен пӗр лав ҫине пухса ятӑм та ӑна пӗр тӑрук ӗҫсе ятӑм; ытти эрехне те эпӗ ҫаплах туса ӗҫрӗм.

Каждая тележка с провизией уничтожалась мной в два или три глотка, а что касается вина, то я вылил содержимое десяти глиняных фляжек в одну повозочку и разом осушил ее; так же я поступил и с остальным вином.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак монархӑн пӗренесем тата ытти йывӑр япаласем турттармалли урапаллӑ тӗрлӗ машинӑсем пур.

В распоряжении этого монарха имеются разные машины на колесах для перевозки бревен и других больших тяжестей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсенчен пӗри, — ман вӑта пӳрнерен кӑшт пысӑкрахскер, улпучӗн пажӗ пулас, — ун шлейфне тытса тӑрать, ытти иккӗшӗ икӗ енче тӑраҫҫӗ.

Один из них — чуть побольше моего среднего пальца, повидимому паж, — держал его шлейф, а двое других стояли по сторонам.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хам атте, Джонс ятлӑ кукка тата ытти хурӑнташсем пулӑшнипе эпӗ хӗрӗх кӗренке укҫа пухкаласа капаштартӑм та малалла вӗренме Лейден хулине кайрӑм.

При поддержке отца, дяди Джонса и других родственников мне удалось собрать сорок фунтов, и я решил отправиться для продолжения образования в Лейден.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Нина дезинфекциленӗ тӗрлӗ ҫӗҫӗ-хачӑсемпе хӗскӗч-хыпкӑчсене тата ытти инструментсене алӑран алла хӑвӑрттӑн тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Паллах ӗнтӗ, транспортсемпе пӑрахутсем тата ытти ҫар карапӗсем иртсе ҫӳрекен вырӑнта вилӗм кӳрекен минӑна пӑрахса хӑварма юраман.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Ҫавӑнпа вӑл куҫне ытти чухнехинчен ытларах хупса тӑчӗ, аллипе те хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Дежурнӑй санитарка туфлипе ҫӑмӑллӑн шаклаттарса утса кайни часах илтӗнми пулчӗ: тинӗс ҫар госпиталӗнче ӗҫлекен ытти сестрасене вӑратма хыпаланчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Кукӑр-макӑрсем туса, вӑл самантрах ытти карапсем хушшине кӗрсе ҫухалчӗ, ҫыран оборонин броненосецӗ ҫумӗнче вӑл шӑна пысӑкӑш ҫеҫ курӑнса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех