Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑк сăмах пирĕн базăра пур.
алӑк (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил хуҫи Тухтара пысӑк пӳлӗме кӗрес алӑк патӗнчех кӗтсе илчӗ.

Хозяин дома встретил гостя у входа в большую комнату.

XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Балкои айӗнче пысӑк та ҫӳллӗ алӑк.

Под балконом большая парадная дверь.

XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сӳхе кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ пит чипер хӗр алӑк умне тухрӗ тӑчӗ.

И со двора вышла симпатичная девушка в тонком синем платьице.

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унччен те пулмарӗ, кӗҫӗн алӑк уҫӑлчӗ.

В это время отворилась калитка.

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӗсӗ кайнӑ тӑлӑпне алли ҫине илнӗччӗ, ӑна алӑк патӗнчи пӑтаран ҫакса ячӗ, тӑлаварпа сӑрнӑ алсине, хывса, юртан тасатам пек турӗ, маларах иртрӗ.

Через руку у него был перекинут выцветший от времени и непогоды тулуп, его он повесил на гвоздь возле двери, затем снял рукавицы и похлопал друг о дружку — отряхнул снег — и деловито прошел вперед.

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫав вӑхӑтра алӑк яри уҫӑлчӗ, пӳрте вӗрентекенпе Палля килсе кӗчӗҫ.

В это время распахнулась дверь, и в комнату вошли учитель с дедом Паллей.

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тимрук сиссе ӗлкӗриччен вӑл ӑна, алӑк уҫса, пӗр кивӗ хӳме урлӑ мӑшӑрӗпех вӑркӑнтарчӗ.

Он раскрутил лапти и, распахнув дверь, закинул их через забор, Тимрук и сообразить не успел.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тухтар хӑй те хывӑнчӗ, текех чӑрманса тӑмасӑр, алӑк патӗнчи кӗтесре, улахрах ҫӗрте, вырӑн йышӑнчӗ.

Тухтар тоже разделся и, не мешкая, направился к свободному столику в углу, возле двери.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Алӑк уҫсанах, шалтан техӗмлӗ апат-ҫимӗҫ шӑрши ҫапрӗ.

Они вошли, и в нос ударил вкусный запах снеди.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хуҫа хӑй самахне каласа пӗтериччен алӑк патнелле ҫул тытрӗ.

Так он, не дожидаясь, когда хозяин закончит речь, направился к выходу.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӗнӗ ҫынсем алӑк патӗнче урисене юртан шӑлса васкамасӑр тасатрӗҫ, кил-ҫурт йышне сывлӑх сунчӗҫ.

Вошедшие поздоровались с обитателями дома, отряхнули от снега ноги.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Алӑк ирӗккӗн тайӑлчӗ.

Дверь широко распахнулась.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кунта, вӗсем килессе кӗтсе тӑнӑ пек, кӗреҫепе юр хырса, ҫул уҫнӑ, сарлака сукмак алӑк патне ҫитиех такӑр.

Здесь, словно нарочно к их приходу, была расчищена широкая тропинка до самой двери.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӗрарӑм алӑк уҫрӗ.

Женщина открыла дверь.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Каллех алӑк хупӑнчӗ.

Дверь однако уже закрылась.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗр хӗрарӑм алӑк патне тухрӗ.

Дверь открыла пожилая женщина.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Часах темле сӑнчӑр чӑнкӑртатни илтӗнчӗ, алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ.

Зазвенела цепочка, дверь со скрипом отворилась.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Алӑк тӑрринчи хӑма ҫинче ҫӑкӑр евӗрлӗ ӳкерчӗк пур.

И увидел над входом нарисованную на вывеске румяную булку.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Алӑк патӗнче вырӑну ӑнсан, тӗпелелле иртесшӗн ан сӗкӗн.

Отвели тебе место у порога — ты не рвись вперед.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хальхинче алӑк уҫмашкӑн пӗр вӑтам пӳ-силӗ хытанкарах ҫын, хӗрӗхелле ҫитнӗскер, тухрӗ.

На сей раз дверь Шерккею открыл среднего роста худощавый мужчина лет сорока.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех