Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эсӗ сăмах пирĕн базăра пур.
эсӗ (тĕпĕ: эсӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
22. Соломон патша хӑйӗн амӑшне ҫапла хуравласа каланӑ: мӗншӗн-ха эсӗ Адония валли Сунам хули хӗрне Ависагӑна ыйтатӑн? ун валли патшалӑх та ыйт: вӑл — манӑн пичче, тата унпа Авиафар священник та, Саруия ывӑлӗ Иоав [ҫарпуҫ та туслӑ], тенӗ.

22. И отвечал царь Соломон и сказал матери своей: а зачем ты просишь Ависагу Сунамитянку для Адонии? проси ему также и царства; ибо он мой старший брат, и ему священник Авиафар и Иоав, сын Саруин, [военачальник, друг].

3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Адония каланӑ: эсӗ пӗлетӗн, патшалӑх ман аллӑмраччӗ, пӗтӗм Израиль ман ҫине пулас патша тесе пӑхса тӑратчӗ; анчах патшалӑх, манран куҫса, ман шӑллӑма тиврӗ: Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ пулчӗ ӗнтӗ ку; 16. халӗ эпӗ санран пӗр ӗҫ тума ыйтатӑп, кӑмӑл тусамччӗ мана, тенӗ.

15. И сказал он: ты знаешь, что царство принадлежало мне, и весь Израиль обращал на меня взоры свои, как на будущего царя; но царство отошло от меня и досталось брату моему, ибо от Господа это было ему; 16. теперь я прошу тебя об одном, не откажи мне.

3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вирсавия ӑна: ырӑ кӑмӑлпа килтӗн-и эсӗ? тенӗ.

Она сказала: с миром ли приход твой?

3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Тата: Иоав, Саруия ывӑлӗ, мана мӗн тунине пӗлетӗн, вӑл Израиль ҫарӗн икӗ ҫулпуҫне — Нир ывӑлне Авенира тата Иефер ывӑлне Амессая — мӗн кӑтартнине те, вӗсене лӑпкӑ самана тӑнӑ вӑхӑтрах вӗлернине, вӑрҫӑ юнӗ тӑкса хӑй пилӗкӗнчи пиҫиххипе хӑй уринчи ура сыррине вӑрҫӑ юнӗпе хӗретнине пӗлетӗн эсӗ; 6. унӑн ватӑлса шуралнӑ пуҫне тамӑка ахаллӗн ярас мар тесессӗн, хӑвӑн ӑсу хушнӑ пек ту.

5. Еще: ты знаешь, что сделал мне Иоав, сын Саруин, как поступил он с двумя вождями войска Израильского, с Авениром, сыном Нировым, и Амессаем, сыном Иеферовым, как он умертвил их и пролил кровь бранную во время мира, обагрив кровью бранною пояс на чреслах своих и обувь на ногах своих: 6. поступи по мудрости твоей, чтобы не отпустить седины его мирно в преисподнюю.

3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Адония ӑна каланӑ: кӗр; эсӗ — тӳрӗ ҫын, ырӑ хыпарпа ҫӳретӗн, тенӗ.

И сказал Адония: войди; ты - честный человек и несешь добрую весть.

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Патша хуҫамӑм ирӗкӗпе пулчӗ-ши ку? мӗншӗн эсӗ мана, хӑвӑн чуруна, патша хуҫамӑм хыҫҫӑн унӑн аслӑ пуканӗ ҫине кам ларассине пӗлтермерӗн? тенӗ Нафан.

27. Не сталось ли это по воле господина моего царя, и для чего ты не открыл рабу твоему, кто сядет на престоле господина моего царя после него?

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Ман хыҫҫӑн Адония патша пулӗ, манӑн аслӑ пуканӑм ҫине вӑл ларӗ» тесе каланӑ-и эсӗ?

сказал ли ты: «Адония будет царствовать после меня и он сядет на престоле моем»?

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Халӗ акӑ Адония патшана ларчӗ; эсӗ, патша хуҫамӑм, пӗлместӗн те ҫавӑн ҫинчен.

18. А теперь, вот, Адония воцарился, и ты, господин мой царь, не знаешь о том.

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вирсавия ӑна каланӑ: эй патша хуҫамӑм! эсӗ мана, хӑвӑн хӑрхӑмна, Ҫӳлхуҫа Турруна асӑнса тупа тунӑччӗ: «санӑн Соломон ывӑлу ман хыҫҫӑн патша пулӗ, манӑн аслӑ пуканӑм ҫине вӑл ларӗ» тенӗччӗ.

17. Она сказала ему: господин мой царь! ты клялся рабе твоей Господом Богом твоим: «сын твой Соломон будет царствовать после меня и он сядет на престоле моем».

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вара, эсӗ унта патшапа калаҫса тӑнӑ чухнех, эпӗ сан хыҫҫӑн кӗрӗп те сан сӑмахусем ҫумне хамӑнне хушса калӑп, тенӗ.

14. И вот, когда ты еще будешь говорить там с царем, войду и я вслед за тобою и дополню слова твои.

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Кай та Давид патша патне кӗрсе кала ӑна: эй патша хуҫамӑм, эсӗ мана, хӑвӑн чуруна: «санӑн Соломон ывӑлу ман хыҫҫӑн патша пулӗ, манӑн аслӑ пуканӑм ҫине вӑл ларӗ» тесе тупа туманччӗ-и вара?

13. Иди и войди к царю Давиду и скажи ему: не клялся ли ты, господин мой царь, рабе твоей, говоря: «сын твой Соломон будет царем после меня и он сядет на престоле моем»?

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Нафан ҫавӑн чухне Вирсавияна — Соломон амӑшне — каланӑ: илтнӗ-и эсӗ, Аггифа ывӑлӗ Адония патша пулса тӑнӑ, пирӗн Давид хуҫамӑр вара ҫавӑн ҫинчен пӗлмест те.

11. Тогда Нафан сказал Вирсавии, матери Соломона, говоря: слышала ли ты, что Адония, сын Аггифин, сделался царем, а господин наш Давид не знает о том?

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ашшӗ унран нихӑҫан та: эсӗ мӗншӗн ҫапла тӑватӑн? тесе ыйтман, кӳрентермен.

6. Отец же никогда не стеснял его вопросом: для чего ты это делаешь?

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

50. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫавӑнпа Сана ют халӑхсем хушшинче мухтавлӑп, Санӑн ятна аслӑласа юрлӑп: 51. Эсӗ — Хӑвӑн патшуна хӑватлӑн ҫӑлаканӗ, Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна Давида, унӑн йӑхне ӗмӗр-ӗмӗр ырӑлӑх кӑтартаканӗ!

50. За то я буду славить Тебя, Господи, между иноплеменниками и буду петь имени Твоему, 51. величественно спасающий царя Своего и творящий милость помазаннику Своему Давиду и потомству его во веки!

2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ мана хама хирӗҫ тӑракансенчен ҫӳле ҫӗклерӗн, мана хаяр ҫынран хӑтартӑн.

Над восстающими против меня Ты возвысил меня; от человека жестокого Ты избавил меня.

2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Эсӗ мана халӑхӑм пӑлхавӗнчен хӑтартӑн, мана ют ӑрусен пуҫлӑхӗ пулма сыхласа хӑвартӑн; хам пӗлмен халӑхсемех мана ӗҫлесе тӑраҫҫӗ; 45. ман ҫинчен илтнипех мана пӑхӑнаҫҫӗ; ют ӑру ҫыннисем ман умра йӑпӑлтатаҫҫӗ; 46. ют халӑх ҫыннисем хӑйсен хӳтлӗхӗсенчех сӑнран кайса чӗтресе тӑраҫҫӗ.

44. Ты избавил меня от мятежа народа моего; Ты сохранил меня, чтоб быть мне главою над иноплеменниками; народ, которого я не знал, служит мне; 45. иноплеменники ласкательствуют предо мною; по слуху обо мне повинуются мне; 46. иноплеменники бледнеют и трепещут в укреплениях своих.

2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Эсӗ мана пысӑк утӑмпа уттаратӑн, урасем такӑнмаҫҫӗ манӑн.

37. Ты расширяешь шаг мой подо мною, и не колеблются ноги мои.

2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Эсӗ мана Хӑвӑн ҫӑлакан хулканна паратӑн, Санӑн ырӑлӑху мана асла кӑларать.

36. Ты даешь мне щит спасения Твоего, и милость Твоя возвеличивает меня.

2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — манӑн ҫуттӑм; Ҫӳлхуҫа манӑн сӗмлӗхе ҫутӑлтарать.

29. Ты, Господи, светильник мой; Господь просвещает тьму мою.

2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Эсӗ хурлӑх тӳсекенсене ҫӑлатӑн, мӑнаҫлисем ҫине пӑхса илетӗн те — вӗсене кӗҫӗнлететӗн.

28. Людей угнетенных Ты спасаешь и взором Своим унижаешь надменных.

2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех