Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Диван, креслосем, сервант, трюмо, тӗрлӗ тӗслӗ пысӑк телевизор, торшер тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Паллах, яланах «манах кельин сулхӑн, тунсӑхлӑ шӑплӑхӗнче Турӑ кӗнеки вуласа ларман» ӗнтӗ вӑл: ял ҫине те тухкаланӑ, тӗрлӗ уявсенче, ӗҫкӗ-ҫикӗре (хӑнасене вӑл яланах килте хӑй ӑсланӑ «цехра» юхтарнӑ хавшак сӑмакун-аншарлипе, услам укҫипе лавккара туяннӑ пӗремӗкпе хӑналатчӗ) ташлама-юрлама та, шӳтлеме-кулма та, мерекке упӑтене ҫаврӑнма та пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Университет пӗтерсен, Аркадий тӗрлӗ стройкӑсенче прораб, начальник ҫумӗ пулса ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Альберт ҫемьере пӗртен-пӗр ача пулнӑ, ҫавӑнпах пуль ашшӗ-амӑшӗ ӑна куҫ шӑрҫине упранӑ пек упраса, чикӗсӗр юратса, пӳлӗмри чечек вырӑнне пӑхса, тӗрлӗ «хура» ӗҫрен хӑтарса ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Паянхи слесарь-сантехник вӑл хӑйӗн профессине лайӑх пӗлекен, хӑйне шанса панӑ питех те кирлӗ участӑкшӑн яваплӑх туякан, йӗркеллӗ, тӗп-тӗрӗс, ҫыпӑҫуллӑ, хӑй ӗҫне тӗрлӗ условисенче, ҫав шутра аварисенче те, хӑвӑрт та чи пысӑк пахалӑхпа тӑвакан ҫын.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Лару-тӑрӑва тӗрлӗ енчен тата тӗрӗс хаклатӑр.

Вы трезво и всесторонне оцениваете ситуацию.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пултаруллӑ ентеш тӗрлӗ ҫулсенче ял Канашӗн секретарӗнче, вулав ҫурчӗн заведующийӗнче, райколхозсоюз инструкторӗнче, райфо пуҫлӑхӗнче, учительте, ВКП(б) Елчӗк райкомӗн агитмассӑллӑ ӗҫ пайӗн заведующийӗнче, пӗрремӗш секретарӗнче ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Общество ӗҫченӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%be%d0%b ... b5%d0%bde/

— Пур хушӑва та тулли кӑмӑлтан пурнӑҫлать, чӗре витӗр кӑларать, тӗрлӗ сӗнӳсем парса ыттисене те хавхалантарса пырать.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм енӗпе маттур // Ольга КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%bfe%d1% ... %83%d1%80/

Вӑл «5» паллӑпа ҫеҫ вӗренет, предмет олимпиадисенче, тӗрлӗ конкурссенче палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм енӗпе маттур // Ольга КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%bfe%d1% ... %83%d1%80/

Тӗрлӗ округран пуҫтарӑннӑ 100 яхӑн атлета Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев, республикӑри «Кӗрешӳ» федерацийӗн председателӗ Виталий Васильев тата ыттисем саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ентешсене асӑнса // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Олег Мустаев, Халӑх Фрончӗн Пӗтӗм Раҫҫейри обществӑлла юхӑмӗн регион штабӗн сопредседателӗ пулнӑ май, Ульяновск облаҫӗнчи тӗрлӗ халӑхсен автономийӗсен ӗҫне йӗркелессинче те хӑйӗн тӳпине хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Кунтах тӗрлӗ хулари аслӑ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан шкулсенче тӑрӑшакан преподавательсен, вырӑнти ӗҫлев службисен специалисчӗсен тӳпи пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Йывӑрлӑхсем, тӗрлӗ чир-чӗр иртсе кайтӑр тесе катемпие ҫунтарчӗҫ, ҫуркуннене хавас пулнине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни, Ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12358-c- ... li-ikerchi

Вӑл юрӑ-кӗвве, спорт мероприятийӗсене, тӗрлӗ конкурссене пӗрлештерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни, Ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12358-c- ... li-ikerchi

Ытти ача сачӗсем те кашниех тӗрлӗ номинацисен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни, Ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12358-c- ... li-ikerchi

Тем тӗрлӗ эрешлисем…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни, Ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12358-c- ... li-ikerchi

«Кристалл» командисем те (тӗрлӗ ӳсӗмрисем) хоккей енӗпе республикӑра ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Районта тӗрлӗ енлӗ кӑсӑклӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ, ҫавӑн пекех республика шайӗнчи тата ун тулашӗнчи фестивальсене хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Вӗренекенсем те, учительсем те тӗрлӗ шайри конкурссенче палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Анлӑн иртекен слетсемпе смотр-конкурссем, кадет класӗсене шефа илни, Хӑюлӑх урокӗсем… - тӗрлӗ енлӗ ӗҫӗ куҫ умӗнчех.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех