Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн шурӑ тутӑр кӑна ҫулӑм ҫине ӳкет, ӑна ҫил ярса илет те ӗшне тӑрӑх хӗмлентерсе вӗҫтерсе каять.

Только белый платок ее свалился в костер, и, подхваченный ветром, летучий огонек понесся по поляне.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӗрача вара, сарӑ ҫӳҫлӗ пуҫне ҫыхнӑ тутӑрӗ усӑнса аннине те туйманскер, ҫинҫен те ҫари ҫухӑрса, вучах патне чупать, чупса ҫитсен, ахлатса, авкаланса илет те ҫинҫескер, ҫулӑм урлӑ сиксе каҫать.

А девчонка со сбившимся на русых волосах платком, тонко и отчаянно визжа, бежала к костру, подбежав ахнула, взвилась и, тоненькая, гибкая, перелетела—через пламя.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тӗксӗм чӑрӑшсем хушшинчен сасартӑк ҫил пек чупса тухать те ҫитӗннӗ хӗр юлташне ыталаса илет, ӑна курӑк ҫине йӑвантарать, кӑтӑклать, кулса ярать, вара, каҫхи тӗттӗмлӗхе путнӑ пек тарса пытанать те тепӗр минутран, аллине такамӑн картузне тытса, пӗтӗм ӗшне тӑрӑх ахӑлтатса-кӑшкӑрашса чӗкеҫрен те ҫӑмӑлраххӑн чупать, ҫамрӑксенчен пӗри ӑна хыҫран хӑвалать:

Вдруг влетит ветром из-за темных елок, обнимет взрослую подругу, опрокинет ее на траву, защекочет, засмеется и скроется, как потонет в ночном воздухе, и через минуту легче ласточки мчится через всю поляну с чужой фуражкой в руках, с хохотом и визгом, а за ней гонится кто-нибудь из ребят:

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ӑна аса илет?

Его вспоминает?

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Сӗлӗ выратӑп эпӗ, анчах куҫсене куҫҫулӗ хупласа илет, алӑри ҫурла те вылять, те вылямасть.

Жну я овес, а слеза застит свет, и серп в руке идет — не идет.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫил-тӑман чарӑнать, тепӗр минутран каллех ҫӗнӗ вӑйпа ҫӗкленсе тухать, юра ҫавӑрттарать, пӗрре пӗр питҫӑмартине, унтан теприне нӳрлӗ хумӗпе ҫапа-ҫапа илет.

Временами метель стихала, притаившись, через минуту набрасывалась с новой силой, кружила, хлестала то одну, то другую щеку мокрыми полотнищами.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫӗр те, пӗлӗт те ҫук, — пӑтранчӑк шурӑ юр ҫеҫ, кассӑн-кассӑн вӑйланса, пит-куҫа хупӑрласа илет, тата вӑрман, пӗрре ҫырана килсе ҫапакан, тепре варринелле чупса каякан тинӗс хумӗ пек, пӗр чарӑнмасӑр кашлать.

Не было ни земли, ни неба — одна порывистая, бьющая в лицо мутная пелена да неумолчный, то нарастающий, как шум прибоя, то уходящий вглубь рокот леса.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ҫуркунне Атӑл сарӑлса каять те, пӗтӗм лапама шыв илет.

— Как весной в половодье Волга разольется, так и затопит низкие места.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Тинкерсен-тинкерсен, вӑл юман йӗри-тавра ҫаврӑнса илет те ывӑннӑ куҫӗсене ватӑ арман чӳречисенчен тухакан ҫутӑ ҫинелле пӑрса кантарать.

Когда он уставал от нервного напряжения, он обходил дуб и отдыхал глазами на огнях, струившихся из окон старой мельницы.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Сарра вӑл каланисене аса илет.

Сарра вспомнила его рассказы.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Василёк пиччӗшӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнчен тарӑхса пӑха-пӑха илет.

Василек возмущенно выглядывал из-за спины брата.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Могелницки, тилӗрсе кайса, хӑйӗн атӑ кунчине саламатпа ҫапа ҫапа илет.

Могельницкий с холодной яростью щелкал концом плетеной нагайки по голенищу сапога.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Анчах та тимӗр тыттарнӑ ҫирӗп алӑк вӗсен приклачӗсем айӗнче кӑшт-кӑшт чӗтресе ҫеҫ илет.

Но окованная железом массивная дверь чуть вздрагивала под ударами их прикладов.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Асӑрхаттаратӑп: Польша патшалӑх гражданӗсен хӑйсене тивӗҫ владенийӗсене е пурлӑхӗсене кам та кам ирӗксӗрлесе туртса илет, ун пек ӗҫ вӑрӑ-хурах ӗҫӗпе тан шутланать, ҫавӑн пек тӑвакансене бандитсемпе тан айӑплаҫҫӗ».

Предупреждаю, что каждый насильственный захват кем-либо личных владений граждан Польского государства или их имущества будет считаться грабежом, и с захватчиками будет поступлено, как с бандитами».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Хӑй пуять, пирӗнне юлашки ҫурпуса туртса илет.

Сам богател, а у нас гроши отбирал.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Мойше хӑйӗн хырӑмӗ тахҫанах выҫнине аса илет.

Мойше вспоминает, что он уже давно голоден.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Кашни ҫырӑнакан ҫавӑнтах назначени тата инструкци илет.

Каждый из завербованных получал назначение и инструкцию.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

— Анчах Иероним атте акӑ ятарласа янӑ йыхравах илет.

— А отец Иероним получает особое приглашение.

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

— Хӑп манран! — янӑраса илет ӑна хирӗҫ.

— Отстань! — прозвенело в ответ.

XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Курсассӑнах туртса илет, сана хӑвна хӑлха чиккинчен парса хӑварать…

Увидит, вырвет, в харю тебе даст…

XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех