Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Хама пулӑшмашкӑн вӑйӑм юлчӗ-ши манӑн, ман валли мӗнле те пулин тӗрек пур-ши?13. Есть ли во мне помощь для меня, и есть ли для меня какая опора?
Иов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хама канаш паракансенчен ҫакна мӗнле пурнӑҫламалла-ши, мӗнле тумалла-ши тесе ыйтсан, пирӗн хушшӑмӑрта хӑйӗн ӑстӑнӗпе уйрӑлса тӑракан, пурте кӑмӑллакан-хисеплекен ҫын, пире чунтан парӑннӑскер, патша хыҫҫӑн иккӗмӗш ҫын шутланаканскер, Аман, пире ҫапла ӑнлантарса пачӗ: тӗнчере пӗтӗм йӑх-ӑру хушшине пӗр тӑшманла халӑх хутшӑннӑ иккен, ҫав халӑх хӑйӗн саккунӗ-йӗркипе кирек мӗнле халӑха та хирӗҫлет; ҫав халӑх, эпир тӗп-тӗрӗс те йӗркеллӗ тытса пыракан патшалӑх тата ан вӑйлантӑр тесе, патша хушнине нихӑҫан та хисеплемест-итлемест.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чылай халӑх патши пулса, пӗтӗм тӗнчене алӑра тытса, эпӗ, хамӑн вӑйӑмпа-хӑватӑмпа мӑнаҫланмасӑр, патшалӑха йӑвашшӑн та лӑпкӑн тытса пырса, хама пӑхӑнса тӑракан халӑхсем яланах савӑнӑҫлӑ та тату пурӑнӑҫпа пурӑнччӑр тесе тӑрӑшатӑп, патшалӑхӑмра вӑрҫӑ-харҫӑ ан пултӑр, унта пӗр чикӗрен пуҫласа тепӗр чикӗ таран ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе сӑнаса тӑратӑп, пур халӑх та ӗмӗтленекен тӑнӑҫлӑх ҫиттӗр-ҫирӗплентӗр тетӗп.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах та Иудифь каланӑ ӑна: эпӗ куна ҫиместӗп, ку хама илӗртсе ҫылӑха кӗни пулӗ, мана хампа пӗрле илсе килнӗ апат-ҫимӗҫе паччӑр, тенӗ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Халӗ ӗнтӗ Турра мухтӑр, мӗншӗн тесессӗн эпӗ хама кунта Янӑскерӗ патне хӑпаратӑп, мӗн-мӗн пулса иртнине пурне те кӗнеке ҫине ҫырса хурӑр, тенӗ.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Товия ӗнтӗ ашшӗ патне пынӑ та каланӑ: хама юлташ тупрӑм эпӗ, тенӗ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ пӗлсе тӑратӑн: упӑшкасем тӗлӗшӗнчен эпӗ ҫылӑха кӗмен, 15. эпӗ ҫак ҫӗрте тыткӑнра пурӑннӑ чухне хам ята та, атте ятне те чысран кӑларман; эпӗ аттемӗн пӗртен-пӗр ачи, йӑхне тӑсаканни ывӑл та ҫук унӑн, хӑйпе пӗртӑван пиччӗш-шӑллӗ те ҫук, пӗртӑванӗн ывӑлӗ те ҫук, аттепе пӗртӑванӗн ывӑл пулнӑ пулсан, эпӗ ӑна качча кайма хама хам упранӑ пулӑттӑм; ӗнтӗ манӑн ҫичӗ упӑшка вилсе выртрӗ.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӗнтӗ Хӑвӑн мӗн тума кӑмӑлу пур, ман тӗлӗшрен ҫавна ту; чунӑма илме хуш, пӗтем те тӑпра пулса выртам: пурӑниччен вилни авантарах маншӑн, мӗншӗн тесессӗн хама тӗрӗс мар ӳпкеленине илтетӗп, ӑшӑм ҫунса тухать! Ҫак йывӑрлӑхран хӑтарса, ӗмӗр пурӑнмалли вырӑна куҫарма хуш мана, Хӑвӑн сӑнна ан пытарсамччӗ манран, терӗм.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хама вӗлерме шыранине илтсен, эпӗ хӑраса хуларан тухса тартӑм.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тата ҫакна калам: хама Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхне уйӑрса лартнӑ кунранпа, — Артаксеркс патшан ҫирӗммӗш ҫулӗнчен пуҫласа вӑтӑр иккӗмӗш ҫулӗччен, вуникӗ ҫул хушши, — эпӗ хам та, манӑн тӑванӑмсем те ҫӗр пуҫлӑхӗн ҫӑкӑрне ҫимен.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ вӗсене Туррӑм маншӑн кӑмӑллӑ пулнине тата патша хама мӗн каланине те каласа патӑм.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ ӗнтӗ Сана хама хӗрхенме тархасласа чӗремӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине чӗркуҫленетӗп.Согрешил я, Господи, согрешил, и беззакония мои я знаю, но прошу, молясь Тебе:
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара Соломона ҫӗрле Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, ҫак вырӑна Хама валли парне кӳмелли Ҫурт пулма суйласа илтӗм, тенӗ.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Гад вара Давид патне пынӑ та ӑна ҫапла пӗлтерсе каланӑ: суйласа ил — санӑн ҫӗршывунта ҫичӗ ҫул хушши выҫлӑх пулмалла-и, санӑн хӑвӑн тӑшманусенчен виҫӗ уйӑх тарса ҫӳремелле-и, вӗсем сана йӗрлеччӗр-и е санӑн ҫӗршывунта виҫӗ кун хушши мур чирӗ ҫӳретӗр-и? халӗ шутла та хама Янӑскерне манӑн мӗнле хуравламаллине татса пар, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ мана хама хирӗҫ тӑракансенчен ҫӳле ҫӗклерӗн, мана хаяр ҫынран хӑтартӑн.Над восстающими против меня Ты возвысил меня; от человека жестокого Ты избавил меня.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Эсӗ мана вӑрҫӑ вӑрҫма пилӗкӗме вӑй-хӑват ҫыхатӑн, мана хирӗҫ тӑракансене ура айне ӳкеретӗн; 41. Эсӗ мана тӑшмансен ҫурӑмне кӑтартатӑн, эпӗ хама курайманнисене тӗппипе пӗтеретӗп: 42. вӗсем йӑлӑнаҫҫӗ, анчах ҫӑлаканӗ ҫук; Ҫӳлхуҫана тархаслаҫҫӗ — Вӑл вӗсене илтмест; 43. эпӗ вӗсене тусан авӑснӑ пек салатса яратӑп, урамри пылчӑка таптанӑ пек таптатӑп, ҫӑратӑп.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ҫӳлтен аллине тӑсрӗ те — мана ярса илчӗ, мана тарӑн шывран туртса кӑларчӗ; 18. мана вӑйлӑ тӑшманӑмран, хама курайманнисенчен, хамран вӑйлӑраххисенчен, хӑтарчӗ.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Давид каланӑ: Аннона — Наас ывӑлне — ашшӗ хама ырӑ тунӑшӑн ырӑ тӑвам-ха, тенӗ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид Мелхолӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа умӗнче [ташлӑп эпӗ, Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ], Вӑл мана санӑн аҫупа унӑн килӗнчен те маларах хучӗ, мана Ҫӳлхуҫа халӑхӗн, Израилӗн, ҫулпуҫӗ пулма ҫирӗплетрӗ; Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗвӗ те калӑп, ташлӑп та; 22. эпӗ хама тата ытларах та хурлӑп, хама хам ытларах та кӗҫӗне хурӑп, анчах эсӗ калакан хӑрхӑмсем умӗнче эпӗ мухтавлӑ пулӑп, тенӗ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ман чунӑма пӗтӗм инкекрен хӑтарчӗ! тенӗ; 10. эпӗ ӗнтӗ хама: «Саулпа [Ионафан] вилчӗҫ» тесе хыпарлакана, хӑйне савӑнӑҫлӑ хыпарҫӑ тесе шутлакана, парне парас вырӑнне Секелагра тытса вӗлерттертӗм пулсассӑн, 11. халӗ сире — айӑпсӑр ҫынна хӑйӗн килӗнче, хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче вӗлернӗ юрӑхсӑр ҫынсене — хӑвӑр юхтарнӑ юншӑн шыраса илмӗп-и вара, сире ҫӗр ҫинчен тӗп тумӑп-и? тенӗ.
2 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.