Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр-пӗрин шухӑш-туйӑмне тӳрех ӑнланса илни, пӗр-пӗрне пулӑшни, ҫак икӗ чуна сахал вӑхӑтрах пит ҫывӑхлатрӗ.
Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хусанкка, хӑй тем, ӑна-кӑна шухӑшламасӑртарах сӑмах каласа янине ӑнланса, йӗкӗтсенчен юлмарӗ.
Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Э-э-э… — ӑнланса илчӗ Ахмар.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсем кунта мӗн пулса иртнине тӳрех ӑнланса илчӗҫ.
Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Юрать-ха, ҫӗнӗ саккуна пӑхӑнакансене паракан ҫӑмӑллӑхсен ырлӑхне вӑхӑтра ӑнланса илчӗ вӑл.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуп питӗ усал кӑмӑллӑ, тискер чунлӑ, шелсӗр иккенне пуян тахҫанах ӑнланса илнӗ, ҫакӑ ӑна чылай инкекрен хӑтарнӑ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эштеле шӑп та лӑп ҫавна ӑнланса тунӑ та ӗнтӗ.
Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл хӑйне ҫав тискер чунлӑ курайман тӑшман арӑмӗ тума вӑрласа кайнине ӑнланса илчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сасартӑк вӑл ун сӑмахӗсен пӗлтерӗшне ӑнланса илчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пинер халь ӗнтӗ хӑиӗн чӗри сиксе тапма тытӑнни ахаль пулманнине ӑнланса илчӗ: тем тесен те леш усалсем Укаслӑва вӑрласа каякансем пулчӗҫ пулмалла.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫапла шухӑшласа пӑхатчӗ те тавӑруҫӑ пулмашкӑн хӗрупраҫа питӗ йывӑррине ӑнланса илетчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вара вӑл ҫынсем мӗн калаҫнине те ӑнланса илчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Тыт, тыт, уту хӑвӑнах пулсан вӑтанса ан тӑр! — Пинер шухӑшне ӑнланса илсе сасӑ пачӗҫ ҫывӑхра тӑракан йӗкӗтсем.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Утна ирӗк пар: ку чӑн-чӑн ӑмӑрту иккенне, мала тухма тӑрӑшмалла иккенне вӑл ӑнланса илтӗр.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Шӑхаль ҫавӑнтах хӑй ытлашши персе янине ӑнланса илчӗ, мӗншӗн тесен ун сӑмахне илтсенех ашшӗн питне шӑнӑр туртма тытӑнчӗ.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ку шухӑша ӑнланса илсен вара вӑл ӑна ӗмӗрне те каҫармӗ…
Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Укаслу мӗн кирлине тупнине ӑнланса илчӗ.
Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсем тӗрлӗ пулнипе пуҫа анратсан та ӑнланса ҫитес ҫук.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ку йӗнине карчӑк икӗ тӗрлӗ те ӑнланса пӑхрӗ: пӗччен пурнӑҫпа пурӑнса йӑлӑхнӑ тӑлӑх-турат, тен, хӑйне пуян ачи илесшӗн пулнишӗн савӑнать пулӗ…
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӗрене ҫурӑкӗсенчи вӑрӑм сухаллӑ таракансем: «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» тесе, хӗвел ҫути ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхрӗҫ, хӑшпӗрисем тарма хӑтланчӗҫ, анчах, хӑрушлӑх ҫуккине ӑнланса, ылтӑн туя-хӗвел ури вӗсене инкеке ҫитермессине чухласа, каллех шӑтӑк тӗпне хӗсӗнчӗҫ те лӑпланчӗҫ.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.