Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑллӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑмӑллӑн (тĕпĕ: ҫӑмӑллӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эппин, ҫӑмӑллӑн сывлӑр та лӑпланӑр.

Так-что выдохните и успокойтесь.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере ҫӑмӑллӑн сывлама май пулмӗ.

Напряженный период не даст вам вздохнуть спокойно.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Укҫа ҫӑмӑллӑн ӗҫлесе илме сӗнекен ҫынсенчен айккинерех пулӑр.

Держитесь подальше от людей, предлагающих заработать легкие деньги.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Йӑлтах лӑпкӑн йышӑнӑр, вара ку вӑхӑта ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттеретӗр.

Принимайте все с благодарностью, тогда легко переживете это время.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӗнӗ паллашусем халӗ ҫӑмӑллӑн, ӑнсӑртран пулса иртӗҫ.

Новые знакомства сейчас будут происходить легко и непринужденно.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусем эсир кӗтнӗ пек ҫӑмӑллӑн татӑлмӗҫ.

Финансовые вопросы будут решаться не так легко, как вам хотелось бы.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кушак урам пӗр енчен тепӗр енне ҫӑмӑллӑн чупса каҫать, хӑйӗн хуҫине улӑштарма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавна илтсен пӗр яштака ҫамрӑк тутарӗ ҫӑмӑллӑн сикрӗ лаши ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑлхар хӗрӗ, халӗччен ҫапӑҫу ҫине хӑраса пӑхса лараканскер, ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аспар ҫӗр ҫинчен ҫӑмӑллӑн тӑрсан, хӗҫӗн вӗҫӗ хулпуҫҫине лексе тумтирне ҫурчӗ те ӳтне лексе юн кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫӑмӑллӑн ҫӳлелле сикет.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Иккӗмӗш ункӑ: сывлӑш — хурчӑка пек ҫӑмӑллӑн сикме вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аспар ҫӑмӑллӑн чупса кайса илсе килчӗ хӗҫӗсене.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗр хӗлӗх ҫинчен теприн ҫине ун аллинчи сӗркӗч ҫӑмӑллӑн та сисӗнмесӗр ывтӑнни чӑннипех тӗлӗнтерчӗ Эльгеева.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Асӑрхарӑн-и, епле ҫӑмӑллӑн вылятса илет вӑл сӗркӗче пауза умӗн? — терӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫӑмӑллӑн вылят сӗркӗче, пӳрнӳсене ан хытар, — асӑрхаттарчӗ Анисим Митрофанович Павӑла.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Итле, Урасмет, ҫынсем сан вар-хырӑмунта икӗ пуҫлӑ ҫӗлен пур тесе хӑратаҫҫӗ, — йӑпшӑннӑ пек ун ҫумне ҫӑмӑллӑн пырса ларчӗ мӑрса арӑмӗ, — ҫапах та ҫав путсӗрсен мӑшкӑлӗ пуличчен хӗре санах парас пуль…

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳртрен кушак пек ҫӑмӑллӑн та асӑрхануллӑн пускаласа Урасмет тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнтах вӑл ҫӑмӑллӑн ҫӗкленчӗ те пикене лаши ҫинчен йӑтса илсе сиккипе ялалла вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун патне пӗрре куҫ хупса иличчен урхамах илсе пычӗҫ, хан ун ҫине ҫӑмӑллӑн утланса ларчӗ те мӑрсасене часрах тапранма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех