Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӗнче (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара вӑл парта хушшине лӑпланса кӗрсе ларчӗ те хӑйӗн жилечӗ ҫумӗнче ҫакӑнса ҫӳрекен сад ӗҫӗнче усӑ курмалли пӑхӑр сӑнчӑрлӑ ҫӗҫҫине туртса уҫрӗ, касмалли енӗпе пуҫ пӳрнери чӗрнине хырса пӑхса, кӑранташне шӗвӗртме пуҫларӗ.

И, спокойно усевшись за парту, раскрыл садовый нож, болтавшийся па его жилете на блестящей медной цепочке, хозяйственно попробовал его лезвие на ногте большого пальца и принялся оттачивать карандаш.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Халӗ ку программӑпа килӗшӳллӗн пысӑк ӗҫ пырать тата, паллах ӗнтӗ, вӑл пирӗншӗн Атӑл юхан шывӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ хамӑрӑн пӗчӗк хуласене унта хутшӑнтармалли лайӑх май та.

Сейчас по этой программе идет очень большая работа, и, конечно же, это возможность включения в нее и наших малых городов, которые расположены на реке Волге.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Стена ҫумӗнче Кӗҫтук тахҫан ӳкернӗ картинӑсем ҫаплипех ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, кӗҫ-вӗҫ хӑй килсе кӗрессӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӑмака ҫумӗнче тимӗр кравать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кухньӑна тухмалли алӑк ҫумӗнче савӑт-сапа хумалли пысӑк шкап.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин ҫамрӑк юрӑҫа тав тумалӑх мӗн те пулин парасшӑнччӗ, анчах ҫумӗнче нимӗн те тупаймарӗ, кӗсйинче пӗр пӗчӗк кӗнеке ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чиркӳ ҫумӗнче вӑл ытла мӗскӗннӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫамрӑк сӑнлӑ Лавр ҫумӗнче вӑл пушшех ватӑ пек курӑнайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӗрарӑм Макара та алӑ пачӗ, анчах ӑна хӳхӗм каччӑ ҫумӗнче ҫак тирпейсӗр ҫи-пуҫлӑ, нимпе палӑрса тӑман ҫамрӑк ҫын кӑшт та илӗртмерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Малтанах пӑхсан, Пӑрчканӗ ун ҫумӗнче ним тӗшне тӑман хӗр темелле: вӑл пӗчӗк ҫеҫ тӑпӑлкка кӗлеткеллӗ, манашкалах хура, ҫӳҫне арҫынла кастарнӑ, хӑй те хӗр пек мар, арҫын ача пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кулнӑ чухне унӑн тӗксӗм сӑнӗ ҫуталса каять; кӗре ӳчӗ ҫумӗнче шап-шурӑ ҫирӗп шӑлӗсем ӗнчӗ пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пристань ҫумӗнче пысӑк пӑрахут тӗтӗм кӑларса тӑрать, вӑл кӗҫех тапранса каймалла.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл кӑмака ҫумӗнче салтаксем валли алсишсем ҫыхса ларакан карчӑкпа хӗре сывлӑх сунчӗ те тӳрех шавласа калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таня ҫумӗнче Рита раснах уйрӑлса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тен, ун пек хӗре чиперккесем ҫумӗнче тӳрех асӑрхаймастӑн, анчах тинкерсе сӑнанӑҫемӗн юратма тытӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ҫӗршывра ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫумӗнче хушма хуҫалӑхсем йӗркелес юхӑм сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Кӳршӗ ял ҫумӗнче пурччӗ тарӑн ҫырма.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

Кӳршӗ ял ҫумӗнче пурччӗ тарӑн ҫырма, Ешӗретчӗҫ унта йӑмрасем.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

Сылтӑм енчи стена ҫумӗнче, чӳрече патӗнче, вӗтӗ симӗс чечеклӗ хура тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑм ларать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унӑн пӳрчӗ ҫумӗнче илемлӗ пахча.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех