Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та ялти доярка, Турра шӗкӗр, ҫакна пӗлмен, хавхаланса-савӑнса малалла вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле ҫакна кӗтменнипе ҫухалсах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ак ҫакна куртӑн-и? — старик ӑна икӗ аллипе те «шиш!» кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ним тӑвайманнипе хӗрарӑм пичӗпе юр ӑшне чӑмма хатӗрччӗ, анчах та ача аллисем ыталаса илни ҫакна тума памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Клавье ҫакна курчӗ те ӑнланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак мӑкшӑ ялӗ тӗлӗнче шыв урлӑ каҫатӑн та — тӑван яла ҫитетӗн, ҫакна аса илсе ӑшӑх вырӑна шырарӗ салтак.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ҫакна Ӑраман лайӑх астӑвать.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ял халӑхӗ ҫакна хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫакна витӗр ӑнланса илнӗ Шывхуҫи ывӑлӗпе пулас кинне халех киле таврӑнма хушать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫакна пӗлнӗ пулсан!

Шывхуҫи ҫакна курсан ҫамрӑкланса кайрӗ пулас — ывӑлӗнчен те ҫӑмӑлрах ҫӗкленсе ташлама пикенчӗ: ахӑлтатать, кулать, такмак калать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Никам та шутласа кӑлараяс ҫук ҫакна.

Куҫарса пулӑш

3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Шывхуҫи ҫакна ӑнланса ывӑлне ҫур ҫӗр тӗлӗнче пӗве ҫине тухма хушать.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Хамӑр енчен ҫакна йӑлтах тума тӗв тытатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енпе кӑмӑлтан паллашнӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... 88%d0%bda/

Ҫакна халӑх хӑй укҫа пуҫтарнипе патшалӑх пулӑшнипе тума май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Ҫакна ӑнланма та пулать пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑра пӗччен ан туйӑр // Алексей Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%85%d3%9 ... %91%d1%80/

Эпир йӗркеллӗ те шанчӑклӑ ҫынсем иккенне пур ҫӗрте те пӗлеҫҫӗ, – ҫакна пурнӑҫ хӑй кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Ҫакна пула Нью-Йорк штачӗн легислатури 1901 ҫулхи акан 2-мӗшӗнче фон тӗсне тӗксӗм кӑвак тӗс ҫине улӑштарма йышӑннӑ.

Это стало одной из причин, по которой легислатурой штата Нью-Йорк 2 апреля 1901 года было решено сменить цвет фона на тёмно-синий.

Нью-Йорк штачӗн ялавӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B2%C4%95

Ирӗке тухсан Марибор хӑвӑрт аталанма пуҫланӑ, ҫакна Австри чиккине ҫывӑх пулни тата пысӑк квалификациллӗ ӗҫ вӑйӗ пурри пулӑшнӑ.

После освобождения Марибор стал быстро развиваться, чему способствовала близость к австрийской границе и наличие значительной квалифицированной рабочей силы.

Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80

Ҫакна ӑнлантарса пама сӑлтавсем те пур: пӗрремӗшӗнчен, пысӑк федерациллӗ патшалӑх провинцийӗн тӗп хулинчи патшалӑх ӗҫченӗсем пулнӑ май хулара пурӑнакансемпе вӗсен ҫемйисенчи ҫынсем ӗҫ вырӑнӗсене тата Канадӑн федераллӑ фончӗсемпе ҫыхӑну ҫухатасран хӑраҫҫӗ; иккӗмӗшӗнчен, хулара акӑлчанла калаҫакансен йышӗ пысӑк мар пулни ҫакӑ вӗсене хумхантарма пӑрахнӑ.

Этому есть свои объяснения: во-первых, будучи госслужащими столицы провинции крупного федеративного государства, многие жители города и члены их семей боятся потерять рабочие места и доступ к федеральным фондам Канады; во-вторых, немногочисленные англофоны города уже не рассматриваются как непосредственная угроза.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех