Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫурхи (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурхи шыв-шур кайса пӗтсен, ҫу пуҫланас умӗн, ялти каҫсем ытла та тӗттӗм пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун хыҫҫӑн ыттисем те унталла ыткӑнчӗҫ, ҫурхи ҫӗр сӗткенӗпе тулма пуҫланӑ йӑмра тунисене кӑшлама пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар малтанах кӑҫал ҫурхи шыв-шур ҫапла сарӑлса каясса пӗлсе тӑнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрре ӳсӗрлесшӗнех ҫурхи шывра йӗпенсе хӗне кайса вилес мар-ха текелесе, килӗсене саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн кивӗ сӑхман аркипе сайра сухалне ҫурхи ашкӑнчӑк ҫил хаяррӑн лӑскать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑшӗсен ҫӑпата кантӑри, теприсен чӗркуҫҫи таран сарӑлнӑ ҫурхи шыв урлах шапӑртатса каҫма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗрпӳрт, Чӑвакай текен ҫырмасенчен, ҫавӑн пекех ытти ҫырма-ҫатрасемпе вар-улӑхсенчен те ҫурхи шыв анма пуҫласан, пӑр хӑвӑрт кӳпчесе хӑпарма пуҫлать, юлашкинчен, ҫиллине шӑнараймасӑр, унтан та кунтан ҫатӑртата-ҫатӑртата ҫурӑлма пикенет.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нумаях пулмасть комитетӑн ҫурхи сессийӗн ӗҫ-хӗлне пӗрремӗш пресс-конференцире тӳрӗ эфирта пӗтӗмлетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ те саккунра ҫырӑнӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11111-ac ... unra-cyr-n

Пуҫтарма та тӗрлӗ ҫӗре пуҫтарнӑ тӗрлӗ халӑх ҫыннисене — Шупашкара, Хусана, Кӑрмӑша, Сӗве хулине, Шупашкара чӗннӗ чух ҫурхи шыв-шур вӑхӑтне шута илнӗ пулас, тупа тӑвакансене сӑртлӑ вырӑна, туса пӗтереймен Введени соборне уйӑрса панӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунта йӑмра кутӗнче ваттисем хӑйсен патакӗсем ҫине таянса, чунӗсене кантарса, ҫурхи ӗҫсем ҫинчен канашласа тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чирлесе курнӑ ҫын ҫурхи сиплӗ сывлӑш чуна мӗнле килентерсе тӑнине лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хыҫлӑ ҫунасем, икӗ ҫуна, умлӑн-хыҫлӑн шӑваҫҫӗ Шупашкар еннелле ҫурхи шӑн ҫул тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫӗ кунтан сан аллунта ҫурхи чечек пек чипер хӗр ача пулать, мӑрса хӗр ачи!

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗр вӑл ҫырмари пӑр татӑкӗ мар-ҫке, ҫурхи хӗвел хӗртнипе ирӗлсе пӗчӗкленмест.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрнепи уншӑн яланах ҫурхи малтанхи сывлӑмпа ҫӑвӑннӑ чечек пек таса пулнӑ, халӗ те таса.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан енчен ҫурхи ҫумӑр пӗлӗчӗсем каплана-каплана хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗвепе Атӑл таврашӗнче ҫурхи ӑшӑ кунсем тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чатӑр тулашӗнче ҫурхи ҫил кашларӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата темиҫе кунтан Хусанта ҫурхи чаплӑ уяв — курбан байрам пуҫланмалла.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Инҫетрен халь ҫеҫ вӗҫсе килнӗ, ирӗкре, хӑйӗн мӑшӑр тусӗпе пӗрле, ҫурхи илеме курса киленсе пурӑнас, чӗпписене пӑхса ӳстерес, хурт-кӑпшанкӑ пухни-ҫинипе этеме усӑ тӑвас кайӑка тытса тӑвӑр читлӗхе хупса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех