Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятпа (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян ҫут тӗнчене пӗчӗк чӑваш килнӗ ятпа ҫӗр ҫинче халиччен курман чӑнлӑх самани пуҫланса кайнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чи малтан вӑл «Тӑван Атӑл» журналта «Чӑваш хӗрӗ» ятпа пичетленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Ҫак ятпа Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ уяв ирттерни пирки кӗскен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Эпир вара, юрра-кӗвве кӑмӑллакансем, ӑна Надежда Силпи ятпа пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Хӗрлӗчутайсем валли Телеграм-каналта «Красные Четаи Zа Победу!» ятпа ятарлӑ чат уҫнӑ – https://t.me/krchetaizapobedy.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

— Лайӑх вылянӑ ятпа саламлатӑп сире.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

— Атя тӗл пулнӑ ятпа ресторана.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

«Столицӑри пӗр кун» ятпа пулнӑ форума республикӑн тӗп хулинче йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Ҫак вӑхӑтра кил хуҫи арӑмӗ (Урӑлманкин ӑна ятпа чӗнмест, «пушӑ пучах», «тӑрӑ, хухӑ ҫӑмарта» тесе «хӑрӑмлать»), тӑхлан пӗлӗт питлӗ, ланчашка, самаях хухнӑ хӗрарӑм, хӗрлӗ чӗрҫитти ҫакнӑскер, кӑвак тутӑр ҫыхнӑскер, сӗтел хушшинче шарикленӗ ҫӗрулми ҫийи-ҫими чӑмлакаласа ларакансер, упӑшкине ятласа йӳҫҫӗн ҫӗмӗрӗлсе, ҫӗтӗлсе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ӗҫе ӑнӑҫлӑ тӑрланӑ ятпа ӳт-пӗвӗме пӑртак лӑш парас, чун-чӗрене канӑҫлӑх кӳрес килчӗ: хулари хӑш-пӗр паллӑ вырӑнсене ҫитсе куртӑм, пур-ҫук укҫана типӗтсе ҫак хула ҫинчен асӑнмалӑх пӗр-ик алӗҫ япали туянтӑм, пасарта хӗвел ҫинче кӑвӑртнӑ пулӑпа та, ытти анӑш-тӑнӑшпа та тӑкӑнтӑм, вара «киле» таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫавна палӑртса, сана мӗнле ятпа чыс тӑвӗҫ-ши ӑслай шутникӗсем?

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Округра «Вилӗмпе ӑҫта суту-илӳ тунине пӗлтер» ятпа профилактика мероприятийӗ пырать.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Тыл ӗҫченне, вӑрҫӑ ачине, педагогика ӗҫӗн ветеранне 95 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ май Алевтина Федорова РФ Президенчӗн салам открыткипе чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Анчах эпӗ мана чун-чӗререн ӗненекенсене, йӑлӑнса пулӑшу ыйтакансене, кирек мӗнле ӗҫе те мана асӑнса пуҫӑнакана, апата мана пуҫҫапса ларакана, вырӑн ҫине ман ятпа выртакана, савӑнӑҫра та, хурлӑхра та мана ӑшра тытса усракана ҫеҫ пулӑшатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ман ятпа хӳтӗленсе ҫӗр ҫинче усал ӗҫсем туса пурӑннӑ ҫынсен чунӗсем ман патшалӑха нихӑҫан та лекеймӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шкул директорӗ, учительсем, общественноҫ представителӗсем яланхи «сценарипех» вӗренекенсене вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа хӗрӳллӗн саламлаҫҫӗ, вӗренӳри, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнсе, кирлӗ пӗлӳсемпе «хӗҫ-пӑшалланса», тумхахлӑ-ҫӑклӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма чӑтӑмлӑх, вӑй-хал, чун-хавал тӗреклӗхӗ, тӑрӑшулӑх суннаҫҫӗ, ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданинӗсем пулса ӳсме пил параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче яланхи йӗркепе вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа шкул умӗнче аслӑ классенче вӗренекен ачасемпе (кӗҫӗнрех класри ачасене шкул килхушшине пухнӑ иккен) учительсен савӑнӑҫлӑ пухӑвне ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шкул ертӳҫи, учительсем ачасене вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламлаҫҫӗ, шкулта та, шкул тулашӗнче те хӑйсене йӗркеллӗ тытса лайӑх вӗренме, ҫӗршывшӑн усӑллӑ ҫынсем пулса ӳсме ӑс параҫҫӗ, ырӑ сунаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шкул картишӗнче ачасен вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа йӗркеленӗ савӑнӑҫлӑ пухӑвӗ пырать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак, ҫитсен, ӑна, ӑшаласа-шаритлесе, хӗрӳпе, кӗрӗвӳпе, мӑнукӑмӑрсемпе, сӑвап ҫурти ҫутса, сан ятпа, сана асӑнса, сана кӗрекене чӗнсе, сан кӑмӑлна кӳнехтерсех ҫийӗпӗр-ха…».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех