Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялта сăмах пирĕн базăра пур.
ялта (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялта йытӑ хӑваласа ҫӳретчӗ, ҫавӑ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялта ача ҫуралнӑ-и, ҫын чирленӗ-и е вилнӗ-и, туй тумалла-и, чӳк ирттермелле-и — пур ҫӗре те чи малтан Сахвинене чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялта куҫ хыҫӗнче Урасмета лаша вӑрри тесе чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Северьян текенни, ҫӗмӗрт пек хура куҫлӑ, кӗске мӑйӑхлӑ йӗкӗт, малтан Ахтупай ҫине куҫ шуррипе ҫеҫ пӑхса илчӗ, унтан кӑмӑлне ҫемҫетсе йӑл кулчӗ, вара ун еннелле пӗр утӑм туса тутарла: — Ялта иҫниксем ҫук-и? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялта халӗ хресченсен хӑйсене ҫимелӗх те ҫӑкӑр ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ялта мана Ванькка, тетчӗҫ, хӑшӗ Ванюк, тесе те чӗнетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ялта пурте яланхи пекех темелле, эпӗ унта ниепле улшӑну та курмарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ялта унӑн юратнӑ учительница пур, Тоня ятлӑскер.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялта пурӑннӑ чух эп ытларах хресченсем майлӑччӗ, хулана куҫсан — шухӑш рабочисен еннелле куҫа пуҫларӗ, анчах вӗсем кун каҫа сакӑр сехет ҫӗр ӗҫлемелле тенинчен урӑх эп нимӗнех те илтеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялта пурӑннӑ чух учительница та пырать «ытахальтен», хулара…

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялта никамӑн та ун пекки ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялта пурӑнсан — урама тухма ҫук, кашни паллать.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялта вӗреннипех ҫын пулаймӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялта пуян ҫынсем татах та пур-ҫке: ҫӑмарта хуҫи — Николай Осипович, Ҫытӑр Энтрейч, — анчах вӗсене ҫынсем «Микула пичче», «Ҫитӑр пичче» тесе чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялта ӑна ҫамрӑксем «Истукан» тесе ят панӑ, вӑл — тӗрӗс те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялта, йӑли тарӑх, мунчана малтан арҫынсем каяҫҫӗ, — ӑнлантарчӗ Эверкки.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ялта пирӗн пек ватӑсем нумай халь, ҫамрӑксем сахалланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ялта юлмаҫҫӗ халь темшӗн ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ялта чухӑн ҫемьесем ытла та нумай…

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ялта сана астӑваҫҫех ӗнтӗ, тӑванӑрсем те пур пуль-ха, — лӑплантарасшӑн пулчӗ Артем.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех