Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юпа сăмах пирĕн базăра пур.
юпа (тĕпĕ: юпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш тӗррин музейӗнчи курав юпа уйӑхӗччен ӗҫлӗ.

Выставка в музее чувашской вышивки будет работать до октября.

«Хитре» бренд куравӗ уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35772.html

Икӗ юпа хушшинче аташса кайнӑ — ҫапла ӗҫленине ниепле те тӳрре кӑларма юрамасть…

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус маршручӗ 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Ҫӗнӗ хула микрорайон – Грязелечебница – Ҫӗнӗ хула микрорайон» ятпа хутлӗ, вӑл «Парк», «Шупашкар проспекчӗ» чарӑнусенче чарӑнма тытӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта транспорт реформине хатӗрленеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35599.html

Иван тимӗр юпа илчӗ те ҫӗлене ҫапрӗ.

Иван взял железный столб и ударил змею.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Кунта пирӗн пухха кӗнӗ [«Ҫӗлене ҫӗнтерсе патша хӗрне илни»], «Чул юпа юмаххи», «Пуян ачисем», «Кьосре улӗ», «Виҫҫӗн пӗртӑван», «Пулӑран пулнӑ ачасем», [«Этем Иванӗ, Кушак Иванӗ, Кӗсре Иванӗ»], «Иван Ҫар», [«Тӑвӑл паттӑр»] текстсене асӑнма пулать.

[«О победе над змеем и женитьбе на царевне»], «Сказка о каменном столбе», «Дети богача», «Сын кобылы», «Три брата», «Дети, зачатые от съеденной рыбы», [«Эдем Иван, Кужак Иван, Кесре Иван»], «Иван Сяр», [«Тывыл-батыр»].

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Хай хӗр хыҫӗнчен ҫитсе те чарӑннӑ юпа патне.

Тут же, подбежав, встала у межевого столба девушка.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Чикке палӑртакан юпа ҫине хӑрах аякӗпе тӑрӑнса юр ӑшне кӗрсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Юпа ҫинчен ӳкекен ҫутӑран тӗттӗме пӑрӑнса кӗме хӑяймасӑр чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Аттине юпа ҫумне сӑтӑрса пылчӑкран тасатма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫирӗм минутсем ҫеҫ кӗтрӗ вӑл — «Т» саспаллиллӗ тимӗр юпа тӗлне шур «шашкӑллӑ» йӑм хура «Волга» ун умӗнче пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Юпа ҫумне ларчӗ…

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Юпа ҫинче ҫап-ҫамрӑк хӗр сӑнӳкерчӗкӗ…

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӗмеске ҫинче хӗрлӗ юпа

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви малтанхи хут юпа уйӑхӗнче илтрӗ бомба шӑхӑрса аннине.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫырма леш енче ферма ҫутисем хура кӑвак тӳпене юпа пек хӑпараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Ара, мӗншӗн юпа пек хытса тӑратӑп-ха эпӗ?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Юпа пек хытса тӑчӗ вӑл ҫул хӗрринче, ҫав тери кӳренсе, ҫунса-пӑлханса пӑхрӗ анаталла анса каякан Элекҫей еннелле.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Стропальщиксене юпа пушатма пулӑшнӑ шофер машина ҫинчен сиксе анчӗ те Серебряков умне килсе тӑчӗ, ӑна хут татӑкӗсем тӑсса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Бригадир «юрӗ, ытлашши шала кӗрсе каяс мар», тенӗн шӑпланать те парӑнса тӑрать, кран стрели айӗнче кӑранташ пек ҫеҫ курӑнакан юпа ҫине хӑрах куҫне хӗссе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Кварталта е уйӑхра миҫе тенкӗлӗх ӗҫ тунине кӑтартасси, ку тӗлӗшпе кам кайрине, кам малтине палӑртасси вара — ҫӑмӑл ӗҫ, хӑнӑхнӑ ӗҫ, — Серебряков юпа шӑтӑкне юхтаракан раствора пӑтраткаланӑ май хушса хучӗ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ арҫын.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех