Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутра (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Пирӗн пӗтӗм АПК организацийӗсен, вӑл шутра килти хуҫалӑхсен, умӗнчи выльӑх шутне ӳстерме кансӗрлекен чӑрмавсене пӗтерме пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Чылайӑшӗ, вырӑссемех, вӑл шутра прапорщикпа фельдфебель те, темшӗн юратмаҫҫӗ Короткова.

Григорьев заметил, что большинство русских, в том числе фельдфебель и прапорщик, не любят Короткова.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл шутра эпӗ те, ҫав хӗрӳ тапхӑра тӗпчеме тӑрӑшакан, Григорьева чӗрӗ ҫын пек кӑтартайман-ха.

К их числу я отношу и себя, пытающегося осветить ту горячую эпоху: не сумел я показать Григорьева как человека живого —

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл шутра хӑйӗнчен сивӗннӗ ывӑлӗсем патне те!

И даже к своим сыновьям, которые давным-давно к нему охладели.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Преступленисене пӗтӗмӗшле уҫса парассин кӑтартӑвӗ те ӳсрӗ, ҫав шутра вӗлерӳсене, ҫын сывлӑхне ятарласа йывӑр сиен кӳнипе, асаплантарнипе ҫыхӑннӑ преступленисене, хурахла тапӑнусене, коррупци мелӗпе тӑвакан преступленисемпе саккунсӑр миграци сферинчи преступленисене уҫса парасси 100 процент шайне ҫитрӗ.

Возросла и общая раскрываемость преступлений, в том числе достигнута 100%-я раскрываемость убийств, умышленных причинений тяжкого вреда здоровью, истязаний, разбоев, преступлений коррупционной направленности и в сфере незаконной миграции.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен органӗсен кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/10/gla ... et-s-dnyom

Эсир тӑрӑшса ӗҫленине пула Чӑваш Республикинче 2022 ҫулхи 9 уйӑхра ҫын сывлӑхне ятарласа йывӑр тата вӑтам сиен кӳнӗ тӗслӗхсен, тӗрлӗ енлӗ ҫаратусемпе вӑрланисен, ҫав шутра автотранспорта вӑрланин, хурахла тапӑнусем-пе хулиганла ӗҫсен, ҫемьери тата йӑлари преступленисен шутне чакарма май килчӗ.

В результате вашей работы за 9 месяцев 2022 года в Чувашской Республике удалось добиться сокращения числа умышленных причинений тяжкого и средней тяжести вреда здоровью, бесконтактных хищений, краж, в том числе автотранспорта, разбойных нападений, хулиганств, преступности в сфере семейно-бытовых отношений.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен органӗсен кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/10/gla ... et-s-dnyom

Пирӗн республикӑри шкул ачисем те айккинче тӑрса юлмаҫҫӗ, вӗсенчен октябрӗн 24-мӗшӗ тӗлне 2072 заявка килнӗ, ҫав шутра 639-шӗ — офлайн мелпе вӗренес кӑмӑллисенчен.

Куҫарса пулӑш

Икӗ пин ытла заявка тӑратнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%b8%d0%b ... 82%d0%bda/

Информаци технологийӗсен центрӗн директорӗн ҫумӗ Анжелика Кущак паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре пурӑнакансем пӗрлехи патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ 119 пулӑшупа, ҫав шутра 37-шӗ муниципаллӑ, усӑ курма пултарнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Цифра аталанӑвӗ – тӗп вырӑнта // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d1%86%d0%b ... %82%d0%b0/

Финанс хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсем патшалӑх пулӑшӑвӗсен цифровизацийӗпе, вӗсене электрон мел ҫине куҫарнипе, «социаллӑ казначейство» формачӗ урлӑ, ҫав шутра заявленисӗрех, тӳлевсене панипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Финанс пӗлӗвне ӳстерни усӑллӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%84%d0%b ... bb%d0%bba/

Ҫав хушӑрах паянхи социаллӑ тата экономикӑлла аталанӑва тивӗҫтересси, унччен палӑртнӑ тӗллевсемпе плансене пурнӑҫласси, ҫав шутра халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас — хутлӑха улӑштарас тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха модернизацилес тесе Президент пуҫарнӑ наци проекчӗсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗрекеннисене тивӗҫтересси те пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулли мар мобилизаци пуҫланнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d1%82%d1%8 ... bd%d0%bda/

Республика тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫе вӑраха ямасӑр пикенет, ҫав шутра:

Куҫарса пулӑш

Тулли мар мобилизаци пуҫланнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d1%82%d1%8 ... bd%d0%bda/

— Чӑваш Республики Раҫҫей Президенчӗ тунӑ йышӑнусене — ҫав шутра тулли мар мобилизаципе тата ятарлӑ ҫар операцин тӗллевӗсене пурнӑҫлама промышленноҫ комплексӗн ӗҫне тата та лайӑхрах йӗркелессипе ҫыхӑннисене — ырласа йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тулли мар мобилизаци пуҫланнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d1%82%d1%8 ... bd%d0%bda/

Ҫавна май Чӑваш Енре, ҫав шутра пирӗн районта та, службӑна тӑма ҫарта пулнӑ тата ятарлӑ ҫар специальноҫӗ алла илнӗ запасри ҫынсене ҫар комиссариатне ҫитмелли ҫинчен пӗлтерекен повесткӑсем пама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«122» хӗрӳ лини хута янӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/122-%d1%85e ... 8f%d0%bda/

Ман арам, сывӑ пул, ан улшӑн, Кашни кун пултӑр сан шутра.

Куҫарса пулӑш

XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сисмесӗрех кӗре эс шӑвӑн, — Ҫынран килмест-ҫке-ха, мӗн тӑвӑн, — Кашни кун ҫамрӑкӑн шутра.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ун хыҫҫӑн тухнӑ темиҫе ҫынна, вӑл шутра Нилова, Мӗтри кӗрешӳ техникипе ҫӗнтерчӗ — лешсем мӗнле те пулин йӑнӑш тӑвасса сыхлать те ку йанӑшпа усӑ курса вара ҫавӑрса ҫапать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсен йышӗнче Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсем те, вӑл шутра чӑвашсем те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пӗрлӗхӗ – пысӑк хӑват // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%85%d0%b ... %b0%d1%82/

Вӑл шутра ял хуҫалӑхӗнче те.

Куҫарса пулӑш

Хӑв тӗллӗн ӗҫлетӗн – патшалӑхран пулӑшу илетӗн // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%85a%d0% ... b5%d1%82e/

Вӗсем кунта мӑрсасемпе, вӑл шутра чӑвашпа ҫармӑс мӑрсисемпе, айкашнӑ хушӑра Ту енчи ҫӗр-шыв Хусантан уйрӑлма пултарать, унта нухайсем пырса кӗрсе хуҫа пулса тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Никама та, вӑл шутра аслӑ ывӑлне те, шанса памасть.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех