Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутларӗ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халех тӑрсан нимех те тӑвас ҫуккипе, вӑл тепӗр ыйхӑ ҫывӑрса илме шутларӗ, чылайччен куҫӗсене хупса выртрӗ, анчах тек ҫывӑрасси пулмарӗ — ыйхи ярах уҫӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Хӗр тата ытларах астарма шутларӗ пулас арҫынна, ун куҫӗ умӗнчех пӗр хулне кӑларчӗ кӗпи ӑшӗнчен, унтан теприне кӑларчӗ те, кӗпи, ункӑ евӗр, урайне шуса анче.

А девушка тем временем, видимо, решила завести парня на все сто. Вот она оголила одно плечо, затем — другое, и платье вдруг соскользнуло с нее и упало на пол, свернувшись колечком.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Укка та ҫапла шутларӗ пулмалла.

Та тоже приняла это за правду.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хальхинче чеерех пулма шутларӗ Янтул.

На сей раз Яндул решил схитрить.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Виҫӗм кун хупах хуҫи килсе кайнине аса илсе ун куҫӗ умне курӑнма шутларӗ Янтул.

Тогда Яндул вспомнил, что третьего дни заходил кабатчик, и решил сам попасться ему на глаза.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малтанах ҫавӑн евӗрлӗ сӑмах илтессе кӗтсе ларнӑ Тӗмеркке тарӑхнӑ пекки туса кӑтартма шутларӗ.

Заранее ожидавший эту просьбу, Тимеркке попытался изобразить обиду.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул сак ҫине иртсе ларма шутларӗ.

Яндул решил пройти вперед и присесть на лавку.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Паллаштартӑм та — тарма шутларӗ

Ну, познакомились, а он вздумал бежать…

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каҫҫан пичче сӑмаха урӑх еннелле пӑрма шутларӗ: «Эпӗ ӗнер илтрӗм.

Касьяну не терпелось узнать новость, и он надумал повернуть беседу в другое русло: — Вчера я новость слыхал.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кирек мӗнле пулсан та, сых ятне, Каҫҫан пичче ун умӗнче хӑйне ухмаха пеме шутларӗ.

Кто бы там ни был, Касьян для безопасности решил прикинуться перед пришельцем дурачком.

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Таҫта куккук Такамшӑн вӑхӑтне шутларӗ, Пӗлмесӗр хурлӑ сехете.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл малалла кайма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ишут шутларӗ те ӑнкарчӗ, Тин курчӗ пурнӑҫ тумхахне, Вӑл тимлӗх юхӑмне хӑй чарчӗ, Пӗлмесӗр улшӑну хакне.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Якур мучи хӗлхемленсе Ял-йыш хутне кӗме шутларӗ; Чун чаракне халь ҫӗнтерсе Мала тухса сӑмах пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ишут хӑй ӑшӗнче шутларӗ, Пӗлесшӗн тарӑн шухӑшларӗ: Кулать-ши, тет, барон манран Е кӗвӗҫет курайманран?

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ишут шутларӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ишут шутларӗ: «Интереслӗ; Кампа тӗл тумӗ ӑраскал».

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Те хӗрхенсе вара шутларӗ: «Юрать татмарӗ ӗмӗрне».

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӳрех шутларӗ татӑклӑн: «Ҫӗрле каяс та вӗлерес».

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах качча хӗр чуп тумарӗ Шутларӗ пулӗ: ытлашши.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех