Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шут сăмах пирĕн базăра пур.
шут (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ирӗксӗрех: «Сехмет хӑй айӑплине туйрӗ, ҫимӗк кунӗ кӑштах тӑн панине те тивӗҫ тесе йышӑнчӗ пулмалла. Ялйышпа та мирлӗ пурӑнма шут тытрӗ-и, тен. Ахальтен мар, унтанпа ӳсӗрӗлсе, урхамах ҫине утланса тухни курӑнмарӗ. Энӗшкасси ҫыннисем ним хӑрамасӑр тухкаласа ҫӳре пуҫларӗҫ», — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑт, ҫавӑн чухне вӑл, сирӗн тӑванӑн, Василий Петровичӑн, икӗ тимӗр кӑвакне куҫ хывнӑ та Шаккур валли вӑрлама шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун чухне Вӑрманхӗрри Шӑхалӗнче выртмаран икӗ лаша вӑрласа кайма шут тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Пӗр пуҫларӑм пулсан, вӗҫнех ҫитерем — никама та киле кӗртместӗп!» — татӑклӑ шут турӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ ҫирӗпех унта куҫса каяс шут турӑм.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тетесӗр-пуҫсӑрах мӗн тума шут тытнӑ вӑл?

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗ ун ҫине пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таранччен сӑнаса пӑхрӗ, ӳсӗркелесе илчӗ, унтан ывӑлӗпе чунне уҫса калаҫма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара ҫуркунне ҫывхарса килнине кура турхансемпе ҫӗрпӳсем урӑхла шут тытрӗҫ — Мамич-Бердейпе ҫапӑҫма хамӑрӑнах вӑй ҫитет терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Басурмансем» темле киремете чӳк тунине пӗлсен тарӑхса кайнӑ пулас, хӑйсем кам иккенне кӑтартма шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тарҫи пурнӑҫра пӗрремӗш хут хуҫа сӑмахне итлемерӗ — ун патне пыма шут тумарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайма шут тумарӑм, темскер, чун туртмарӗ унпа ҫыхланса вырӑссем ҫине алӑ ҫӗклеме.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарри ӑна урӑхла тапӑнса пӑхма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑҫта инҫе ҫула тухатӑн терӗ те, сирӗн яла кайма шут тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата ҫар пуҫӗсемпе мӗн пур ратниксем ҫакӑнтан та тӗлӗнчӗҫ: вырӑссем Атӑл тӑрӑх таҫта ҫити ҫӳренине пӗлекен ҫын, халиччен темле ҫапӑҫура та пулса курнӑ улан мӗнле ҫавӑн пек сыхланмасӑр хӑтланнӑ-ха, ку енче кам пуррипе ҫуккине тӗрӗслемесӗр-тумасӑр Кама урлӑ сулӑпа каҫма шут тытнӑ?

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Маттур кшилярсем: хӑйсен тарӑхӑвӗ ҫинчен сӑмахпа кӑна каласшӑн пулмарӗҫ, ушкӑнпа ҫыру ҫырма шут тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ну, мӗн, чул ҫурт лартма шут тытрӑн-им, Офонька? — чӗнмесӗр иртсе кайма пултараймарӗ Ахтупай, платниксен ушкӑнӗпе пыраканскер.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тарчӗ-ҫке ялтан, сан пекех, ватӑлас енне кайсан авланма шут тытрӗ чӗмере хутлатса лартманскер!

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн тӑвас, кунта пурӑнакансем ҫутҫанталӑк кӑларнӑ чӑрмава хӑйсем сирме шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen

Кил хуҫи арӑмӗ шут тунине хальхинче те йышӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хирӗҫ «тавӑрас» шут пурччӗ те, тивмерӗм, ҫапӑҫса каймалла пулать, ан тив, таттӑрах, эп тата тупӑп-ха тесе, малалла утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех