Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шалти (тĕпĕ: шал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла, Вӑрнар вӑрманӗ тавра вырнаҫнӑ Шалти тата Тулти Пӑртас, Волонтер, Ҫарӑклӑ, Пинер, Шӑхаль, Санарпуҫ, Хапӑс, Кивьял, Вӑрманкас, Катӑш, Кӳлхӗрри, Упнер, Кӗҫтӳмер, Ершепуҫ ҫыннисем ҫу каҫипех вӑрманта кӑткӑ пекех ӗҫлетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вара шалти кӗсйине хыпашласа:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Акӑ вӑл, — терӗ Саша, шалти пӳлӗмрен кӗленчерен тунӑ кӑвакал илсе тухса.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Художник ҫыннӑн шалти туйӑмне ҫав тери тӗлӗнмелле тӗрӗс кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Шалти сасӑ хӑш проект ӑнӑҫлӑ пулассине систерӗ.

Интуиция на пике своих возможностей поможет выбрать, какие из новых проектов окажутся успешными.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шалти сасӑ сире йышӑну тума васкамалла маррине систерет.

Внутреннее состояние подскажет, что не стоит торопиться с принятием решений.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫапла кӑна эсир шалти туйӑма ҫырлахтаратӑр.

Только так вы придёте к внутреннему равновесию.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шалти сисчевлӗ сасси тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хыпашласах шалти кӗлине тупрӗ, питӗрсе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чи шалти кӗтесре Павӑл выртать.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Микула шалти кӗсйинчен пилӗк хӗрлӗ хут укҫа кӑларчӗ те ашшӗне тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫын ура ҫине тӑчӗ, шӑлавар кӗсйинчен пӗчӗк тутӑр кӑларса, унпа суранне пускаларӗ, унтан костюмӑн шалти кӗсйинчи блокнотран пӗр таса листине ҫурса илсе темиҫе татӑк турӗ, пӗрне сӑмси шӑйрӑлнӑ вырӑна ҫыпӑҫтарса хучӗ, ыттисене, кайран улӑштарма тесе, кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Лавккаҫ шалти кӗсйинчен кӗмӗл хутпа чӗркенӗ шоколадсем кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хресченсен юрпа витӗннӗ лапчӑк пӳртсен пӑрланса ларнӑ чӳречисем шалти «чӗпкуҫ» ҫутипе ватӑ ҫыннӑн шур илнӗ куҫӗ пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Казаков сылтӑм аллине костюмӑн шалти кӗсйине чиксе ячӗ, ҫар билетне кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар, картишӗнчи вут ҫутине курса тата унти шӑв-шава илтсе, шӑналӑк витсе вӗренсемпе урлӑ-пирлӗ каркаласа ҫыхнӑ лавӗ ҫинчен ялт! кӑна сиксе анчӗ те крыльца ҫине чупса хӑпарчӗ, шалти карлӑк урлӑ ывтӑнса каҫса, картишне анса та тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Медицина объекчӗн фасадне юсама, шалти ӗҫсене пурнӑҫлама, ӑшӑ, водоотведени, электроснабжени системисене, пушар сигнализацине, чӳречесемпе алӑксене улӑштарма пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юсав ӗҫӗсем - тимлӗхрех // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11108-yu ... iml-khrekh

Сирӗн шалти туйӑм, ҫынна ӗнентерме пултарни хутшӑнусене лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Ваша интуиция и способность убеждать хорошо отразятся на ваших взаимоотношениях.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чыслава шалти ӗҫсен районти пайӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Лилия Забирова, асӑрхав тата профилактика ӗҫ-хӗлӗн районти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров, «Вӑрнар район патриочӗсем» обществӑлла пӗрлӗхӗн председателӗ Ярослав Никифоров, «Ҫарти тӑванлӑх» организацин Вӑрнар енчи уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ Юрий Никифоров тата ыттисем хутшӑннӑ, вӗсем мероприяти ҫӳллӗ шайра иртнине, ҫамрӑк ӑру ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленнине ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк патриотсем - кӑтартуллӑ смотрта // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11890-ca ... ll-smotrta

— Эп сана аппа ҫырӑвне кӑтартмарӑм пулас-ха, — кӑкӑр умӗнчи шалти кӗсйине хыпашларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех