Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑвашсен (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна архитектурӑра вырӑс классицизмне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ чӑвашсен пӗрремӗш архитекторне халалланӑ.

Он посвящен первому чувашскому архитектору, внесшему огромный вклад в развитие русского классицизма в архитектуре.

Пётр Егров архитектор ҫинчен курав йӗркеленӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31514.html

Вӗсем чӑвашсен авалхи культурине, хӑмлана, аталантарасси пирки калаҫнӑ.

Они обговорили о развитии исконно чувашской культуры хмелеводства.

Хӑмла ытларах ӳстересшӗн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31477.html

Крапивинӑн мӗн хыпарӗ пултӑр: вунсаккӑрмӗш ҫулта парти ӑна, чӑвашсен, Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти халӑхсен пурнӑҫне лайӑх пӗлетӗн тесе, Хӗвелтухӑҫ фронтӗнчи контрреволюципе тата саботажпа кӗрешекен чрезвычайлӑ комиссие, Лацис патне ӗҫлеме янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗлтӗр кӑна-ха, 1926 ҫулта, йӗркеленнӗ «Чувашкино» иккӗмӗш картина ӳкернӗ те, ӑна ҫав хулари кинотеатрта чӑвашсен ҫутӗҫ активисчӗсене ятарласа кӑтартаҫҫӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Фестиваль иртнӗ май «Эпӗ тӑван чӗлхене юрататӑп» сӑнӳкерчӗксен конкурсне, «Ташлатӑп та юрлатӑп, хавалӑ пурӑнатӑп!» пултарулӑх конкурсне, «Тӑван чӗлхе ҫинчен вулатӑп» хитре вулакансен конкурсне, «Мухтанатпӑр та тӗлӗнетпӗр чаплӑ ентешсемпе!» подкастсен конкурсне, «Чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем» буктрейлерсен конкурсне йӗркеленӗ.

В ходе фестиваля был организован конкурс фотографий «Я люблю родной язык», творческий конкурс «Я танцую и пою, очень весело живу!», конкурс чтецов «Читаю о родном языке», конкурс подкастов «Гордимся земляками!», конкурс буктрейлеров «Замечательные люди Чувашии».

«Тӑван чӗлхе асамлӑхӗ» фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31241.html

Республика шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-композиторне Олимпиада Агаковӑна халалланӑ.

Республиканский творческий конкурс будет посвящен первой чувашской женщине-композитору Олимпиаде Агаковой.

Олимпиада Агаковӑна халалласа «Сарпике» конкурс иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31232.html

«Конкурс йӗркелӳҫисем тӗп ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма тӗллев лартман, паллах. Вӗсем Иркутск тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен пысӑк ҫемйине кӑтартас тенӗ», — уҫӑмлатнӑ Вероника Тимофеева.

«Безусловно организаторы конкурса не стремились найти основных победителей, а желали показать одну большую чувашскую семью, которая проживает на территории Иркутской области», — разъяснила Вероника Тимофеева.

Чӑвашсен пысӑк ҫемйине кӑтартакан конкурс ирттернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30929.html

— Николай Терентьевич Терентьев — чӑвашсен паллӑ драматургӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Елена Енькка чӑвашсен историйӗпе паллаштарнӑ.

Елена Енькка знакомит с чувашской историей.

Елена Еньккан «Повествование о чувашах» кӗнеки пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30681.html

Кун пирки чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ.

Об этом в своем паблике в соцсети «ВКонтакте» сообщила инициативная группа «Хавал».

Парижра Чӑваш тӗррин кунне пухӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30379.html

Ыран пӗтӗм чӑвашсен черетлӗ «Асам» кинофестиваль ӗҫлеме пуҫлӗ.

Завтра стартует очередной всечувашский кинофестиваль «Асам».

Ыран пӗтӗм чӑвашсен черетлӗ «Асам» кинофестиваль пуҫланӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30383.html

Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсем ялсенче сыхланса юлнах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Специалист алла пӑчкӑ тытсан... // А.Сусмет. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 2 с.

Ара, чӑвашсен йӑли-йӗркине аталантарма тӑрӑшать-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Специалист алла пӑчкӑ тытсан... // А.Сусмет. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 2 с.

Ӑна пирӗн мӑн асатте-асанне ӗҫсе ӳсӗрӗлме мар, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче ӑш хыпнине кантарма, пысӑк уявра хаклӑ хӑна-вӗрлене чӑвашсен ырӑ-йӑли йӗркипе кӗтсе илме вӗретнӗ.

Куҫарса пулӑш

Наци продукчӗ туристсен кӑмӑлне кайма тивӗҫ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2021/10/18/%d0%bd%d0% ... %82%d0%b8/

Чӑваш Енре ӳсен-тӑран, выльӑх-чӗрлӗх туса илес ӗҫӗн пур енӗ те ӑнӑҫлӑ аталанса пырать, чӑвашсен ҫеҫ пур культурӑна — хӑмлана — ҫитӗнтересси те ҫӗнӗ вӑй илчӗ.

В Чувашии развиваются все направления растениеводства, животноводства, новый импульс развития приобрела исконно чувашская культура – хмель.

Олег Николаев ял хуҫалӑхпа тирпейлекен промышленноҫӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/10/10/glava- ... et-s-dnyom

Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ кӳршӗллӗ пурӑнакан халӑхсеннипе пӗр евӗрлӗрех.

Чувашские узорные ткани отдаленно напоминают работы соседей.

Автортан // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Вырӑссен хулӑн ҫӑм ҫипрен тӗртнисемпе танлаштарсан чӑвашсен ҫӳхерех пулсан та ҫирӗпрех, тӗссем тӗлӗшпе те тӗксӗмрех курӑнаҫҫӗ.

Русские ткали из толстой шерстяной нити, чуваши же ткали и из разноцветных хлопчатобумажных катушечных ниток темных тонов.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Чӑвашсен вӗсем сарӑ кӗрен, тепӗр ҫӗрте симӗспе юнашар питӗ ҫинҫе кӗрен йӑрӑм вӑрттӑн хӗмленсе выртать т. ыт. те.

У чувашей они оранжевые, в других местах рядом с зеленым слегка заметна тоненькая алая полоска, и другие.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Чӑвашсен тӗрлӗрен хӑйӑвӗсем ҫинчен «Чӑваш халӑхӗн илемлӗ ӳкерчӗк ӑсталӑхӗ» альбомра та асӑннӑ:

О разной тесьме в обиходе чувашей написали авторы альбома «Чувашское народное изобразительное искусство».

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Эпир пурнӑҫри ҫӗнӗлӗхсемпе улшӑнусене хӑнӑхрӑмӑр пулмалла, чӑвашсен ӗлӗкхи ӳнерӗ чӗрӗлсе тӑнинчен ҫапах та тӗлӗнетпӗр.

Мы уже привыкли к частым переменам в жизни, и все же интересно наблюдать за возрождением чувашского самобытного ремесла.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех