Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чун сăмах пирĕн базăра пур.
чун (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ вилнӗ пулӗ тесе чун юлманччӗ!

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑп ҫав вӑхӑтра подрядчик чӗннӗ сасӑ крючниксене чун кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданова аранах чун кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗ ӑна пулӑшу пама мар, уншӑн чи хаклӑ ҫынна — упӑшкине чун тӳсейми хур кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юратнӑ ӗҫпе аппаланӑр, ҫӗнӗ чун киленӗҫӗ шырама пултаратӑр.

Займитесь любимым делом, возможно, займитесь поиском нового хобби.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑн пекех ҫырӑнса юлнӑ та утарӑн манӑн пурнӑҫӑмра ӳкерӗнсе пынӑ сӑнарӗ, анчах та чун тӗпӗнче тата ытти тути-маси те пур.

Куҫарса пулӑш

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Чун каниччен выляма урам тикӗс марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Чун тӗпӗнчи ҫилленӳ, кӳренӳлӗх туйӑмӗ ерипен, сийӗн-сийӗн тулса ҫын кӑмӑлне йывӑрлатса пырать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Нумай-нумай ҫул иртсен те, камӑн та пулин ҫуралнӑ кунӗнче торт ҫинчи пӗчӗк ҫуртасем ҫунма тытӑнсан, вӗсен хӑйне евӗрлӗ шӑрши мана тӳрех чиркӗве, пурнӑҫ кустӑрми чун лӑпкӑлӑхне парнеленӗ вырӑна, илсе каять.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ман шутпа, турӑш умне ҫунма лартнӑ хуть те мӗнле ҫурта та, ҫыннӑн чун хирӗҫӳлӗхне пӗтереет пулсан, ҫунни харама каймасть.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Тӗлӗнмелле киленӗҫлӗн чун юрлать.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Вырӑн ҫинчен тӑмасӑрах ирӗклӗн карӑнса илтӗм; салтакранах килнӗ «командирски» алӑ сехечӗн йӗпписене куҫпа шыраса та пӗтереймерӗм — шалти пӗтӗм хӑват пружинӑланчӗ, чун сӳ-ӳ-ӳ! сӳлетсе кайрӗ, тапса янӑ мечӗк пек вырӑн ҫинчен сиксе тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Лараҫҫӗ акӑ йӗрсе икӗ ҫывӑх чун: пӗри — ача маттурришӗн, тепри — амӑшӗн ӑшӑ сӑмахӗ ҫуккишӗн.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Хулана ҫитсен авланас кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ сӗвӗрӗлсе ан кайтӑр тесе тӳрех чун савнипе тӗл пулма васкарӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Тӗлленмест-ши мана ку чӗрӗ чун сасси тесе пуҫа иккӗлентерсе сулласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Вӑрттӑн-вӑрттӑн ҫамрӑк чун вӑркарӗ, Эп куҫ хыврӑм кӳршӗ ял хӗрне, Вӑхӑт иртрӗ, сисӗнми васкарӗ, Ӑнланма пулмарӗ пӗр-пӗрне.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Тӑван-пӗлӗш ӑшши чун ӑшши теҫҫӗ мар-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Икӗ ҫамрӑк, икӗ хӗрӳ чун, ӗҫрен пушансан, кашни каҫ тӗл пула пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ӑҫтан чун чӑттӑр-ха вӗсемпе хутшӑнмасӑр?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ тӗттӗм ҫенӗкре темччен ыталанса тӑчӗҫ, пӗр-пӗрне чун ӑшшине парнелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех