Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чей сăмах пирĕн базăра пур.
чей (тĕпĕ: чей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну, тепӗр хут рехмет сире, — терӗ те Сахар, чей укҫи тӳлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта та ҫав шухӑшпа кӗнӗччӗ вӗсем: Пӗлмен-палламан ҫынсем патӗнче апат ҫикелесе чей ӗҫес те, кӑштах выртса канас, унтан, вӑй илсе, малалла утас тенӗччӗ — пулмарӗ: мунча пек пӳртре те, ав, пӗлекен ҫын тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Апатланса вӗри чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн тӑвансен шӑм-шакӗ лӑштӑрах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ларӑр, ҫырткалӑр, чей ӗҫӗр, — терӗ те кил хуҫи, чаршав хыҫне кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чей урттӑртик элӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Луччӗ вӗри чей ӗҫӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чей те ӗҫрӗмӗр, хӑна та пултӑмӑр, хыпарсем те пӗлтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр чӑнах та хӑюланчӗ, асламӑшӗ ҫумне пырса ларчӗ, сӗтел хӗрринчи хурантан йывӑҫ ҫӑпалапа чей ӑсса илсе курки ҫине ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юнашар ларса чей ӗҫ те, хӑв мӗн курса илтнине хӑвах каласа пар.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килнӗ хӑнасем часах хӑмаран тунӑ сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗҫ, кил хуҫине те вӗсем хӑйсемпе пӗрле чей ӗҫме чӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Верук, хуран ҫакса чей вӗрет-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачисем тӑрса ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн пурне те сӗтел хушшине лартса ҫитерчӗ, икшер печени парса, чей ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Матушка, тен, чей таврашӗ кирлех те мар пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗнех, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем патӗнче чей ӗҫме эпӗ хирӗҫ мар, — килӗшрӗ лавккаҫ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Петр Петрович, тен, пире сума суса, чей ӗҫсе каятӑр? — сӗнчӗ пуп майри.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӑвӑртрах салтӑн та вӗри чей ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ӗҫер, — терӗ Шаккур, кӗтмен хӑни умне чей тултарнӑ курка лартса.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй, урисене турккӑлла хуҫлатса, сӑмавар ҫывӑхне ларчӗ, куркасене чей тултарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрарӑм, кутӑн-кутӑн чакса, ҫав алӑкранах кӗрсе кайрӗ, ҫийӗнчех урайӗнчи упа тирӗ ҫине чечеклӗ ҫивитти тухса сарчӗ, унтан пысӑк ывӑспа чей куркисемпе чашӑксем, эреш тӗрӗллӗ савӑтпа сахӑр, вӗри сӑмавар кӑларса лартрӗ, хӑй каялла кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чей! — кӑшкӑрчӗ вӑрӑ ун ҫине пӑхмасӑрах.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех