Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халиччен сăмах пирĕн базăра пур.
халиччен (тĕпĕ: халиччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр куҫӗнче халиччен пулман ачашлӑх туиӑмӗ палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нумай-нумай пурӑннӑ вӑл, тем те курнӑ вӑл, анчах кун пек асамлӑ чипер хӗре халиччен тӗл пулман…

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялти сӳпӗлти, элек-масар саракан, паврама ӳркенмен ватсупнӑ халиччен никам патне те телей кӳме ҫӳремен.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халиччен пупран, ял куштанӗсемпе пуянӗсенчен хӑраса пурӑннӑскерсем вӗсем хӑйсене ирӗклӗрех туйрӗҫ, хӑйсен туррисене вӗҫӗмсӗр пуҫ ҫапрӗҫ, Киремет картине кайса аслӑ Туррӑн аслӑ ывӑлне парне хыҫҫӑн парне кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Эпӗ виҫ ҫул тертре, асаплантӑм тӗрмере, Мускав шывӗ ҫапнӑ нӳп-нӳрӗ нӳхрепре, Вӑйӑм-халӑм халиччен тахҫан пӗтнӗ пулӗччӗ, Анчах килте чечек, ун ҫинче ман ӗмӗтччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Йӗри-тавра ялсенчен Пурте килнӗ туй курма, Халӑх кун пек халиччен Пӗлмен пӗрле пухӑнма.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ваҫҫа ҫакна халиччен те шутламан вара.

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

— Эпӗ, акӑ, ҫирӗм саккӑр тултартӑм ӗнтӗ, ҫирӗм тӑххӑра пусрӑм, халиччен те кӳршӗ арӑмӗ ҫине пуҫа ҫӗклесе пӑхман, подъездра кунне миҫе хутчен тӗл пулатпӑр-ши тепӗр чух!..

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Кӗтнӗ ҫутӑ шанӑҫ «панк хырӑмланнӑ» супӑнь хӑмпи пекех патӑрт! ҫурӑлнӑн, чунри халиччен сӗртӗнме те хӑймасӑр упраса усранӑ ылтӑн хӗлӗх пат! татӑлса кайнӑн туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗре пӗр касӑ ӑшӑ тинӗс хумӗ ҫупӑрласа, лӑпкаса илчӗ тейӗн, чӗринче халиччен тӳссе курман сӑпайлӑ шикпе хутӑш катари-катари тӗтреллӗ телей, янкӑрланса, йӑлтӑр-ялтӑр, йӑл-ял ҫиҫе-ҫиҫе, ҫиччӗмӗш тӳпенеллех, ҫӑтмах тӗнчинеллех «салют» тунӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халиччен шӑпӑртах тӑнӑ Тамара сасартӑк Лариса умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Халиччен Миколӑпа ҫыхӑннӑ хаваслӑ кунсен илемне те Сима асӗнчен ним юлми шӑлса кӑларчӗ Авдей.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кун пек чаплӑ та шавлӑ уявсенче Сима халиччен пулсах курман-ха, ҫавӑнпа та кунта паян хӗре чӑн-чӑн юмахри евӗрлех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Халиччен Сима кимӗпе те ярӑнса курман-ха, Атӑл леш енне те каҫман.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Аллисем ҫак халиччен тытса курман ӗҫе хӑнӑхнӑ ӗнтӗ унӑн, шаклаттарать те шаклаттарать, сӑмахсен йӗркине шӑрҫалать.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Юрать, мӗн килӗшменни пур унта, ҫав Ивана итленипе пулчӗ-ха ку, — терӗ тепӗр хӗрӗ, халиччен шӑпӑртах ларнӑскер, тумланма пуҫласа.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эпир ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫыртӑмӑр, — терӗ виҫҫӗмӗшӗ, халиччен шӑпӑрт тӑнӑскер.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Халиччен эпӗ каменщикра хӗрсем ӗҫленине курман-ха.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Халиччен пульница таврашӗнче те выртман, кӑшт-кашт чирлекелесен килӗнчех ирттеркелесе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Халиччен ташӑсене ҫӳремен Тамара та упӑшкипе ташлать.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех