Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иккӗмӗш кунне, каҫпа, обходчик хӑйӗн океан леш енчен килнӗ хӑнисене ӑсатрӗ, пӑрахӑҫа тухнӑ кивӗ садсем тӑрӑх, ҫӑра тӗтре витӗр вӗсене Тисса хӗрринелле ертсе кайрӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Ҫӑрарах тӗтре пуласса кӗтӗпӗр.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫул хӗрринчи тӗтре сирӗлчӗ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Шӗвӗ тӗтре витӗр мӗлтлетекен пӗр-пӗччен хӑй ҫути, сӳнтерме маннӑскер пулас, курӑнса кайрӗ.Вот прорезал жидкую туманную мглу последний, забытый, наверно, огонек в придорожной хате,
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӗсене пӗтӗмпех ҫурхи тӗтре хупласа илнӗ.По обочинам сразу же за шеренгой деревьев поднимались отвесные кручи весеннего тумана.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кайсан-кайсан сӗт пек тӗтре ӑшӗнче шурӑ, хӑмӑр пӗренеллӗ пӳртсем, чугун ҫул обходчикӗсен хӗрлӗпе сӑрланӑ пӗчӗк ҫурчӗсем, силос башнисем, машина-трактор станцийӗсен корпусӗсем шуса иртеҫҫӗ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Малалла кайнӑҫемӗн вӗсен кӳлеписем япӑхрах палӑракан пулаҫҫӗ; вӗсене темӗнле кӑвакрах янкар карса илет, вӗсем кӑшт ҫеҫ палӑракан тӗтре ӑшне путаҫҫӗ те юлашкинчен кӑвак тӳпепе хутшӑнса каяҫҫӗ.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Юлашкинчен пӗрремӗш экзамен — дифференциалсемпе интегралсен экзаменӗ ҫитрӗ, эпӗ ҫаплах-ха, темле тӗлӗнмелле тӗтре ӑшӗнчен тухаймарӑм, хама мӗн кӗтнине те уҫҫӑн ӑнкарма пултараймарӑм.
XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑм пысӑкланнипе тата «comme il faut» пулнипе хытӑ савӑннӑран, эпӗ хӗл каҫичченех тӗтре ӑшӗнчи пек ҫӳрерӗм, ҫавӑнпа: экзамена епле парӑп? текен ыйту пуҫа пырса кӗрес пулсан та, хама юлташӑмсемпе танлаштарса, ҫапла шухӑшларӑм: «Вӗсен те экзамен тытмалла-ҫке, вӗсенчен ытларахӑшӗ пачах «comme il faut» мар, эппин эпӗ ыттисенчен лайӑх енпе уйрӑлса тӑратӑп, ҫавӑнпа экзамен тытма та пултарӑп».
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакӑн ҫинчен шутласа илнӗ хыҫҫӑн нимӗнле шухӑшпа та тӗксӗмленмен паҫӑрхи савӑк кӑмӑлӑм самантрах пӑсӑлчӗ, хам умра мӗн пуррине йӑлтах, — ҫав шутра унӑн куҫӗсемпе куллине те, — темле тӗтре хупӑрласа илчӗ, эпӗ темрен вӑтанма пуҫларӑм, хӗрелсе кайрӑм, калаҫайми те пултӑм.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Куҫӑмсене пӗр минутлӑха тӗтре карса илнӗ пек те пулчӗ: хӑрушӑ профессор хӑйӗн сӗтелӗ-мӗнӗпех таҫта аякра ларнӑн туйӑнчӗ мана, вара ман пуҫа пӗр енлӗ хӑрушла уҫӑмлӑхпа тискер шухӑш пырса кӗчӗ: «Мӗн-ха, эхер?.. Мӗн пулӗ-ши унран?»
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла вӑл туйӑм ирхи тӗтре пек саланса кайрӗ.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сывлӑшра пур ҫӗрте те тусанлӑ тӗтре явӑнать, горизонт хӑмӑр кӑвак тӗслӗ; анчах тӳпере пӗр пӗлӗт татки те ҫук.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӑра тӗтре сӑртсен хушӑкне шуса анчӗ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сӑртсене тӗтре хупӑрласа илчӗ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тӗтре пулман пулсан, ҫынсене ҫӑмӑллӑнах курма пулӗччӗ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тӗтре ҫӑрални вӑл — тул ҫутӑлса килнин палли.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тӗтре ҫӑралсах пырать, сывлама йывӑр.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тӗттӗмлӗхпе тӗтре хупӑрласа илнине пула нимӗн те курӑнмасть.Не видно было ни зги, только рокот реки да крики сов доносились сквозь тьму и туман.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унтан тӗтре сирӗлчӗ, ӗнтӗркени иртсе кайрӗ.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.