Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таҫтан сăмах пирĕн базăра пур.
таҫтан (тĕпĕ: таҫтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳрте хӗллехи шартлама сивӗре шӑнтнӑ хыҫҫӑн та, перер уйӑхран таҫтан тепӗр хут хунаҫҫӗ ҫав шуйттан тараканӗсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Таҫтан, ҫав вӑхӑтрах, ҫавраҫил пырса вӗҫтерсе кайрӗ вара татӑк-кӗсӗксене урамалла.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав вӑхӑтра, таҫтан ҫӗр тӗпӗнчен сиксе тухнӑ пекех, пӳрте Эльгеев ывӑлӗ Сашша кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аслӑ ывӑлӗ, Михала, таҫтан тупса килнӗ те ҫавна — сехре хӑпартса усрас пулать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Таҫтан, вил шӑтӑкӗсенчен тухнӑ пекех, сасартӑк ҫынсем чассавни тавра пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сасси, таҫтан ҫӗр тӗпӗнчен илтӗннӗ пек, хӑрлатса тухать; ҫапах вилес шухӑш ҫук хӑйӗн.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак тапӑнӑвах Товаль те тӳссе ирттерчӗ, чӑн та, вӑл малтанхи пекех мӑн кӑмӑллӑ, йӗкӗлтевлӗ, таҫтан аякран килсе лекнӗ сӑнлӑ.

Тому же подвергся Товаль, старавшийся не потерять своего снисходительного, саркастического, потустороннего экспансии вида.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑйӗ таҫтан тухрӗ, пусса ӳкерчӗ вӑл кӗтмен хӑнана, картинӑсене ватма памарӗ, илсе тухса кайтарттармарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Таҫта ҫӳлте, пуҫ ҫийӗн, фальцетран альт ҫине куҫса пӗччен пуля ӗнӗрлесе тамалчӗ, пӗкӗ туса — канӑҫсӑрланнӑ-аптӑранӑ кӑткӑпа юнашарах хӑйӑр ҫине сиенсӗррӗн ӳкрӗ, — лешӗ, кӑткӑ, таҫтан хӑйӗншӗн питӗ кирлӗ патак сӗтӗрсе килетчӗ.

И где-то высоко над головой, переходя с фальцета на альт, запела одинокая пуля, стихла, описала дугу и безвредно легла в песок, рядом с потревоженным муравьем, тащившим какую-то очень нужную для него палочку.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Дрибб чарӑнчӗ, кӑштах канчӗ те — ҫав вӑхӑтра карланкине пысӑк пан улми таҫтан сиксе кӗчӗ тейӗн.

Он передохнул, и в его горле как будто проскочило большое яблоко.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӑл таҫтан пӳрт ӑшӗнчен тухрӗ те хӑнана ҫепӗҫҫӗн сывлӑх сунчӗ:

Он вышел откуда-то из глубины дома и ласково приветствовал гостя.

XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Стэнли нумай-нумай ҫынпа курнӑҫса калаҫнӑ, апла пулин те — таҫтан килсе ҫитнӗ ҫак этем сӑн-пичӗ ӑна ыттисенчен урӑхлараххӑн туйӑнать.

Стэнли встречал много людей, тем не менее лицо пришельца показалось ему далеко не заурядным.

II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Манӑн турилкке ҫухалчӗ те сывлӑшра таҫтан тупӑннӑ алӑ айӗнчен таврӑнчӗ, — мӗнпе?

Моя тарелка исчезла и вернулась из откуда-то взявшейся в воздухе руки, — с чем?

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Таҫтан, тӗтре ӑшӗнчен, леш тӗнчерен тухнӑ пек, Федя сасси илтӗнчӗ:

Откуда-то из тумана, точно с того света, донесся Федин вопрос:

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Э-э, шӑллӑм, пӑхатӑп та эпӗ, эсӗ йӑлтах ҫывӑратӑн мӗн, — тенӗ капитан сасси таҫтан инҫетрен каланӑ пек ман хӑлхана пырса кӗчӗ.

— Э-э, брат, да ты, я вижу, совсем спишь, — как будто бы издалека донесся до меня голос капитана.

IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫак сумкӑра манӑн хуҫмалла ҫӗҫӗ, супӑнь татӑкӗ, йӗп, пӗр ҫӑмха ҫип тата таҫтан тупкаланӑ Павленковӑн энциклопеди словарӗ пур.

В сумке этой у меня лежали перочинный нож, кусок мыла, игла, клубок ниток и подобранная где-то середина из энциклопедического словаря Павленкова.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Таҫтан пӗр ҫамрӑк йӗкӗт юланутпа чуптарса пырса, Шебалов аллине пакет тыттарса, пӗр-пӗр ырӑ хыпар пӗлтернӗ пек кулкаласа ҫапла каласа пачӗ:

Примчался откуда-то молодой парнишка-кавалерист, сунул Шебалову пакет и сказал, улыбаясь, точно сообщая какую-то приятную новость:

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Таҫтан пӗр енче йытӑсем вӗреҫҫӗ — ахӑртнех, ял ҫывӑх пулмалла.

Где-то собаки лают — должно быть, деревня близко.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Инҫех те мар пӳрт ларать — вӑрӑм лутра хуралтӑллӑ, йывӑҫ хуппи тӑрӑллӑ пӗр хутлӑ ҫурт; ку пӳрте ҫур ӗмӗр каялла таҫтан куҫса килнӗ ҫынсем пураланӑ; хул пуҫҫинчен карабин ҫакса, пуш хир урлӑ сухаланса каҫнӑ тимӗр ҫынсен курӑмлӑ та кӑнттамрах йӗрӗ ҫак пӳртре.

Невдалеке стоял дом — низкое, длинное здание с одноэтажной надстройкой и крышей из древесной коры, — дом, срубленный полстолетия назад руками переселенцев, — грубый выразительный след железных людей, избороздивших пустыню с карабином за плечами.

II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех ҫӗкленӳллӗ, тарӑн канлӗх-ирӗклех туйӑмӗпе хӗпӗртетӗп; вӑл, мӗнле калас, ӑшӑма таҫтан — паллӑ марлӑхран — сӑрхӑнса кӗрет; эпе тӑватӑ стена хушшинче пулин те.

Вместе с тем я испытывал ощущение глубокого, торжественного простора, который, так сказать, проникал в меня неизвестно откуда; я был в четырех стенах.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех