Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таранччен сăмах пирĕн базăра пур.
таранччен (тĕпĕ: таранччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку таранччен вӑл Якурпа иккӗшӗ тӗл пулса калаҫнисем вӑхӑт ирттерни ҫеҫ тесе шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗшкасси ялӗнче ку таранччен Ҫтаппана никам та ҫулса ҫитекен пулман темелле.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку таранччен утӑ ҫинче унтан ир тӑрса апат хатӗрлекен никам та пулман-ха.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку таранччен ним шарламасӑр тӑнӑ Макҫӑм пӗр утӑм малалла ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак пӳртре пулӑшу ыйтса кӑравул кӑшкӑрнине е сасӑпа макӑрнине ку таранччен курманччӗ, илтменччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку таранччен вӑл никамран та, нимрен те хӑраманччӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳлӗхҫӗм, ҫырлахтӑр, кум, эпир ку таранччен курнӑ инкекрен хӑрушӑ инкек пулас ҫук урӑх.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Каҫ выртма илсе кайнӑ лашана ҫак таранччен те тупаймарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку таранччен вӑрманта ҫӳремелле марри паллах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кумӑшӗ лашине ку таранччен тупса килессине ним иккӗленмесӗр шаннӑччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата пӗччен лаша вӑрманта ҫак таранччен ҫӳремӗ…

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Чӗрӗ лаша ҫак таранччен пӗр-пӗччен мӗн туса ҫӳретӗр вӑрманта? Тахҫанах килте пулӗ-ха», — тесе, Ҫтаппан вӑрмантан тухса килнелле уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку таранччен мӗншӗн яла таврӑнмарӑн эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑна тупма пулӑшмӑн-ши тетпӗр, — калаҫӑва хутшӑнчӗ ку таранччен шӑпӑртах итлесе ларнӑ Степанов.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗ ун ҫине пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таранччен сӑнаса пӑхрӗ, ӳсӗркелесе илчӗ, унтан ывӑлӗпе чунне уҫса калаҫма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Итлӗр эппин: ку таранччен эпӗ сире, чиркӳре кӗлӗсем каласа, суйса улталаса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— «Халӑх, каҫар мана. Эпӗ ку таранччен сире суйса-улталаса пурӑнтӑм. Халӗ, Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче, капла пултараймастӑп», — тенӗ те — хӗресӗпе рясине хывса чиркӳ урайне пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сан пек хитрине эпӗ ку таранччен пурӑнса та курман…

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку таранччен ӑҫта пулнӑ эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урам урлах пурӑнаҫҫӗ пулин те, Хрестук ку таранччен те Сахарсем патӗнче пулманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех