Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сутма (тĕпĕ: сут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн пек утса, тӗрӗсрех, мӑкӑлтатса, вӑл сутма кӑларса тапратнӑ чурасен ушкӑнӗ хушшипе иртрӗ.

Так он прошел, а вернее, проковылял среди толп выведенных для продажи рабов.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ӑна сутма кӑларса тӑратаймастӑн!

 — Его-то на продажу не поставишь!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах та хӗвелтухӑҫ ҫыранта чура илекен пит нумай, ҫавӑнпа чура сутуҫи вӗсене халех сутма шут тытрӗ.

Однако спрос на невольников на восточном побережье был так велик, что работорговец решил продать их прямо теперь.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кӑнтӑрла иртсен, Алвиш тыткӑнри ҫынсене сутма площаде илсе тухма хушрӗ.

Вскоре после полудня Алвиш приказал вывести на площадь невольников, назначенных для продажи.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Йӑтса килнӗ хаклӑ япалана, Казондере сутма хатӗрленӗ слон шӑммине, сутуҫӑсене панӑ хыҫҫӑн япала йӑтса килнисем площадьре канма вырнаҫрӗҫ.

Носильщики расположились на площади, сдав торговцам свой ценный груз — слоновую кость, предназначенную для продажи в Казонде.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сутма ҫамрӑк та сывӑ арҫынсене, хӗрарӑмсене, ачасене суйланӑ.

На рынок отправляли только молодых, здоровых невольников, невольниц и детей.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кирек мӗнле сӑлтавпа та тыткӑнрисене хӗнеҫҫӗ, халран кайса ӳкнисене ҫӗҫӗпе чиксе е персе вӗлереҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене сутма май ҫук ӗнтӗ.

Они избивали их по всякому поводу, а тех, кто падал от истощения, приканчивали ударом ножа или пулей, так как их уже нельзя было продать.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Аван-ха, мур илесшӗ, — терӗ савӑнӑҫлӑн Гаррис, — тыткӑнри ҫынсене сутма уйрӑмах ҫак ҫыран хӗрринче кунран кунах йывӑрланса пырать пулин те, ӗҫсем пит Португали влаҫӗ — пӗр енчен, акӑлчансен крейсерӗсем тепӗр енчен, пур майсемпе те чурасене турттарса каяссине пӳлеҫҫӗ.

— О да, тысяча чертей, — воскликнул Гаррис, — хотя с каждым днем торговать невольниками становится все труднее, особенно на этом побережье, португальские власти, с одной стороны, и английские крейсера — с другой всячески препятствуют вывозу рабов.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унсӑр пуҫне, чурасене сутма чаракан саккун пӗр енлӗ ҫеҫ пулнӑ.

А кроме того, закон о запрещении работорговли не имел обратной силы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Негр-чурасене сутма вунпиллӗкмӗш ӗмӗрте тата акӑ мӗнле пуҫланӑ.

Начало торговли невольниками-неграми было положено в XV веке, и вот при каких обстоятельствах.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Халь «Пилигрим» пыракан океан пайӗ чура карапӗсем ялан ҫӳрекен ҫулсенчен айккинче пулин те, ҫак негрсем «Вальдек» карап Лӑпкӑ океанри пӗр-пӗр колоние сутма илсе каякан чурасен пӗр ушкӑнӗ пулӗ тесе шутларӗ Халл капитан.

Хотя та часть океана, где сейчас находился «Пилигрим», лежала в стороне от обычных путей невольничьих судов, капитан Халл решил, что негры, вероятно, принадлежали к партии рабов, которых «Вальдек» вез для продажи в какую-нибудь колонию на Тихом океане.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Комсомолецсем тесе вӗсене кунта кашни минутрах сутма, йывӑр ӗҫсене яма тата Германие илсе кайма пултараҫҫӗ.

Ребят могли каждую минуту выдать как комсомольцев, могли забрать на работу, увезти в Германию.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Сутма пӗлместӗп эпӗ…

— Не умею я продавать.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Унтан тепӗр станцине радиограмма янӑ: тӑххӑрмӗш вакун валли билетсем сутма ыйтнӑ.

И дал радиограмму на следующую станцию продать билеты в девятый вагон.

Тӑххӑрмӗш вакун // Аҫтахар Плотников. Михаил Задорновӑн «Девятый вагон» калав куҫарӑвӗ

Вӑрманне вара укҫалла сутма пулӗ.

Лес он может продать…

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сутма касмастпӑр ҫав ӗнтӗ, ҫынна ҫурт пултӑр тетпӗр.

— Мы небось не продавать его рубим, для твоего дома.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тимрук сасартӑк ӗнер ҫак вӑхӑтра хӑй шыв хӗрринче хӗвелчамӑш сутма тытӑннине асне илчӗ.

Тимрук вдруг вспомнил, как он вчера в это самое время продавал на берегу Волги семечки.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сутма тытӑнман та пуль-ха, курку та ҫӗтӗлсе пӗтнӗ.

— Начал, говоришь, а у самого вон кружка уже продырявилась, тоже мне, продавец!

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эпӗ сутма тытӑннӑ кӑна-ха.

Я только что продавать начал.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Курка кирлӗччӗ ӑна сутма, епле вӑл ҫавна паҫӑрах аса илмен-ха.

Конечно, стакан бы ему не помешал, и как он этого раньше не сообразил?

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех