Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сад сăмах пирĕн базăра пур.
сад (тĕпĕ: сад) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта эпир кӑнтӑрла канма чарӑнса тӑракан ялсем пачах та Полесьери евӗрлӗ мар: шурӑ мазанкӑсем, сад пахчисем, топольсем, хӑваран авса тунӑ ҫатан-картасем.

Сёла, в которых мы останавливались на днёвки, были уже совсем не те, что в Полесье, — белые мазанки, сады, тополя, ивовые плетни.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нимӗнрен ытларах ку шӑтӑк-ҫурӑксемпе ҫывӑхри ялсенчи ачасем ытларах интересленеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем монастырь сад пахчине тӑтӑшах тӗрлӗ ҫимӗҫсем пухма ҫӳреҫҫӗ.

Больше интересовались ими ребятишки соседних сёл, которых привлекал сюда фруктовый сад.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑрҫӑччен ҫак монастырь ҫурчӗсемпе ҫӳллӗ чул хӳме тытса ҫавӑрнӑ пысӑк сад пӗтӗмпех пирӗн совет ачи-пӑчи аллинчеччӗ.

До войны бывшие монастырские дома и огромный фруктовый сад за каменной оградой принадлежали нашей детворе.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Парк, ӳссе сарӑлса, 1940 ҫул тӗлне илемлӗ те чаплӑ сад пулса тӑчӗ.

Парк разросся и к 1940 году стал роскошным садом.

Горький ячӗпе тӑракан шкул // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Сад инҫе.

Сад далеко.

«Хамах тупӑнтӑм» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Анчах эпир пынӑ вырӑнта пачах та сад ҫук, унта ҫурт кӑна.

А куда мы пришли, так это вовсе не сад, а дом.

Мана ача садне кайса яни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Манӑн сад курма питӗ кӗрес килчӗ, эпӗ унта панулмисем курначчӗ-ҫке.

Я очень хотел пойти в сад, потому что видел яблоки.

Эпӗ баштан курма кайни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унта — сад.

И там был сад.

Эпӗ баштан курма кайни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Кайран эпир сад патне ҫитрӗмӗр.

А потом мы уж приехали, где был сад.

Арҫын ача каллех чӗрӗлчӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Лерелле вара сад пуҫланать.

А там дальше сад.

Зоосада ҫитни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Кӗтесри сад пахчи патӗнче.

За углом.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Вӗсем пӗчӗк сад пахчи патӗнче тӑратчӗҫ.

А они возле скверика стояли.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Вӗсем ӑна пӗр ҫуртпа ун умӗнчи пӗчӗк сад хӳми хушшинчи кӗтессе хӑваласа кӗртрӗҫ.

Они загнали его в угол между стеной дома и палисадником.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пӑрачкав салинче, тӗслӗхрен, Сад урамӗнче йывӑс ҫутӑ пӑралукӗ ҫине тӳнсе кайнӑ, Яшин урамӗнче трансформатор подстанцине аҫа ҫапнӑ.

В селе Порецкое, например, на Садовой улице, деревья упали на электрические провода, а на улице Яшина молния ударила в трансформаторную подстанцию.

Ялсем ҫутӑсӑр юлнӑ // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/29317.html

Нимӗҫсем мӗн чухлӗ сад касса тӑкнӑ?

Немцы садов повырубили сколько?

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя Киева, унӑн каштансем лартса илемлетнӗ чӑнкӑ урамӗсене, яланах ҫап-ҫутӑ Крещатик анлӑшне, Днепр хӗрринчи сад пахчисене, Хрущев ячӗпе тӑракан стадиона, футболистсен вӑл хӑй пӗрне те каймасӑр сиктермен ӑмӑртӑвӗсене сӑнласа парать, ҫав матчсем хыҫҫӑн вара Красноармейски тата Саксагански урамсене пӗр вӗҫӗмсӗр халӑх тухса тулнипе трамвайсем тата троллейбуссем ҫӳреме чарӑнса, ҫав халӑх кайса пӗтессе кӗтсе тӑни ҫинчен каласа парать.

Костя описывает Киев, его крутые улицы, обсаженные каштанами, залитый огнями простор Крещатика, сады над Днепром, стадион, футбольные состязания, из которых Костя не пропустил ни одного, как сплошной людской поток заливает после матчей Красноармейскую и Саксаганскую, так что останавливаются все трамваи, троллейбусы и пережидают, пока он схлынет…

Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫырансен хӗррипе шурӑ ҫуртсем, сад пахчисен эрешлӗ сукмакӗсем сапаланса тухнӑ.

По берегам разбросаны белые домики, узорные дорожки садов.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сцена ҫинче сад пулчӗ.

На сцене был сад.

Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Килӗштерчӗ, саврӗ, юратса та пӑрахрӗ темелле, качча та илес терӗ Динӑна, килне те йӑтӑрласа кӗчӗ ӑна, хӗве те хупма пикенчӗ — Ваттал кӳлли хӗрринче йӑлл! йӑлкӑшрӗ те шанчӑк шӑпчӑкӗ пӗрре, сад хӗрринче йӑлл! мӗлл! туса вӗлкӗшсе, лап! сӳнсе пӑчланчӗ ялӑнлӑхах.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ыран ку сад пуять…

— Завтра это будет сад…

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех