Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1943-мӗш ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче, 6 сехет ирхине, 385-мӗш стрелоксен дивизин чаҫӗсем атакӑлама пуҫланӑ, Большов старшина пехотӑпа пӗрле пынӑ, автоматпа тата гранатӑпа хӑюллӑн та татӑклӑн ҫапӑҫнӑ, вӑл тӑшманӑн траншейисен пӗрремӗш линине чи малтисен шутӗнче ҫӗмӗрсе кӗнӗ те чӑрмав кӳме йӗркеленӗ иккӗмӗш лини патне сиксе ӳкнӗ, атакӑлакан совет пехоти пырса ҫитнӗ ҫӗре ун витӗр ҫула уҫса панӑ.

В 6 часов утра 25 декабря 1943 года части 385-й стрелковой дивизии пошли в атаку, старшина Большов шёл вместе с пехотой, действуя смело и решительно автоматом и гранатой, одним из первых ворвался в первую линию траншей противника и броском преодолел расстояние до второй линии заграждения, в которой после подхода атакующей советской пехоты обеспечил проход.

Большов Михаил Алексеевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Вӗсенчен пӗри — киле пырса социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмӑн заведующийӗ Марина Смирнова.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра пулӑшу кӳни паха // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%b2%d3%9 ... %85%d0%b0/

Вӗсен ӗҫӗсемпе Комсомольскинчи музейри выставкӑна пырса паллашма пулать.

Куҫарса пулӑш

Музейра паллашма пулать // Алена ПОЛЯКОВА. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%bc%d1%8 ... %82%d1%8c/

Хула администрацийӗ йӗркеленӗ экспозице пырса куракансем кӑмӑллӑ юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен те кӑтартмалли пур // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d2%ab%d3%9 ... %83%d1%80/

Пӗр татӑк ҫӑкӑра та пӗр-пӗринпе пайлатӑн, ҫар зонинчен пӗрне-пӗри пулӑшса пырса, тухатӑн.

Куҫарса пулӑш

«Дед» Тӑван ҫӗршыв хуралӗнче // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... v-xuralnce

Пӗррехинче чикӗри дозор ҫакӑн пек мина ҫине пырса тӑрӑннӑ та.

Куҫарса пулӑш

Чикӗри служба пиҫӗхнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3794856

Акӑ, шахмат тусӗсем кӗнеке страницисене уҫма та тытӑнчӗҫ, библиотекарь вӗсене вара чӑрмантарма шутламарӗ, хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗ патне пырса компьютер умне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Пӗр кунӗнче ун патне терапи уйрӑмне иккӗн — Совет ҫарӗн Германири ушкӑнӗнче служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланисен округри пӗрлӗхӗн ертӳҫи Николай Павлов тата унӑн ҫумӗ Анатолий Анисимов пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Награда хуҫине тупнӑ» // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... bf%d0%bda/

Ҫак енӗпе специалистсем пулнипе пӗр ял ҫыннисем е ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансем сывлӑх енчен мӗнле те пулсан йывӑрлӑхсем сиксе тухсан ҫӗр варринче пырса пулӑшу ыйтнӑ тӗслӗхсем чылай пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ туни ырӑпа таврӑнтӑр // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%8b%d1%8 ... %91%d1%80/

Хуравне те калӑпӑр: Шӑнкӑртама пырса кӗнӗ ҫӗрти щит ҫине вырнаҫтарнӑ рекламӑн материалӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑҫанччен вӗлкӗшӗ-ши? // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/50243-kh-c ... -lk-sh-shi

Чикӗ хуралҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пуҫӗсене хунӑ салтаксене асӑнса шӑплӑх минучӗ пулчӗ, унтан пухӑннисем палӑк умне чӗрӗ чечексем пырса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксем ялан стройра // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12013-pogran ... an-strojra

Вӗренсе тухакансен балӗ ӑшӑ та чуна пырса тивекен туслӑ лару-тӑрура иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3788498

Купӑрляри Н.В. Никольский ячӗллӗ паркри уява вырӑнти тӳре-шара, ҫав шутра Муркаш муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Алексей Матросов, пырса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Никольские асра тытса пуҫтарӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38187.html

Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 20 сехет те 15 минутра Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Мучикасси ялӗнче «Санг Енг» машина «Лада Веста» ҫине пырса кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мучикасси ялӗнчи хӑрушӑ аварире 25-ри хӗрарӑм вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38191.html

Джон Рёблинг ӗҫсем пуҫланичченех аманнӑ: сӑвай ҫапнине сӑнанӑ чухне унӑн кимми парома пырса ҫапӑннӑ.

Ещё до его начала Джон Рёблинг получил травму: лодка, в которой он наблюдал за забивкой свай, столкнулась с паромом.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Фойене пырса кӗрсенех ентешсен — алӑ ӑстисен тӗлӗнмелле паха ӗҫӗсемпе, ҫыравҫӑсен пуян та тарӑн содержаниллӗ кӗнекисемпе паллашма, туянма май пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/

Анчах та ун патне аллисене кӗреҫесем тытнӑ ачасем пырса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.

Часах авалхи вӑрмана пырса кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 274–275 с.

Ҫав вӑхӑтра Ваҫҫа тавраран ҫаврӑнса тӑмана хыҫнех пырса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.

Эпӗ тӑмана ҫывӑхнерех пырса ташланӑ пек туса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех