Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пӗлетӗн-и, ман шутӑмпа, княҫпа пӗр пытармасӑр калаҫсан питӗ лайӑх пулӗччӗ, — терӗм эпӗ, — манӑн ӑна: сана эпӗ этем вырӑнне хурса хисеплетӗп, анчах сан пурлӑхна йышӑнса юлма шутламастӑп, эсӗ ман валли нимӗн те халалласа ан хӑвар, ҫапла тума килӗшсен кӑна эпӗ сан патна килсе ҫӳрӗп, темелле.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эх, мана мӗн тери аван мар пулнине эсӗ ӗненес те ҫук, — терӗм эпӗ Дмитрие ҫав каҫхинех, хам пурлӑх йышӑнса юлас шухӑшран йӗрӗннипе ун умӗнче мухтанас шутпа (пурлӑх илессинчен йӗрӗнни мана лайӑх пек туйӑнчӗ), — паян ун патӗнче икӗ сехет хушши аран-аран чӑтса лартӑм.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Апатланнӑ чухне ман ҫав княжнӑпа юнашар лармалла пулчӗ те, эпӗ пӗрехмай ҫапла шутларӑм: хӑй пекех эпӗ те князь пурлӑхне йышӑнса юлмалла пулнӑран, княжна мана кураймасть, ҫавӑнпа калаҫмасть те ӗнтӗ вӑл манпа, князь пирӗн еннелле ҫаврӑнса пӑхмасть, мӗншӗн тесен эпир княжнӑпа иксӗмӗр те ун пурлӑхне йышӑнса юлмалли ҫынсем, пӗрешкелех йӗрӗнчӗкскерсем.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ача чухне эпир Иван Иваныч княҫа асатте тесе чӗнеттӗмӗр, анчах халь, ун пурлӑхне йышӑнса юлмалли ҫын пулса тӑрсан, ӑна «асатте» теме ман чӗлхе ҫаврӑнмарӗ, кунта ларакан пӗр улпут пек «ваше сиятельство» тесе каласси хама хам кӗҫӗне хунине пӗлтерессӗн туйӑнчӗ, ҫавӑнпа калаҫу тӑршшипех эпӗ ӑна нимӗнле те чӗнмерӗм.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӳкнӗ шӑлӗсем вырӑнне кӑррипех суя шӑлсем ларттарнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫапла тума хӑнӑхса кайнӑ: мӗн те пулин каласан, ҫӳлти тутине сӑмси патнелле ҫӗклет те, мӑшӑлтатнӑ евӗрлӗ илтӗни-илтӗнми сасӑ кӑларса, ҫав тутине сӑмси шӑтӑкнелле туртса илнӗ пек тӑвать, ҫакнашкал тумассерен хӑй ӑшӗнче вӑл ҫапла каланӑн туйӑнать мана: «Ача-пӑча, ача-пӑча, сансӑрах пӗлетӗп: эсӗ ман пурлӑха йышӑнса юлас ҫын, пурлӑха йышӑнса юлас ҫын» т. ыт. те.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл мӗн тери ӑшӑ кӑмӑллӑ пулсан та, хам ҫапла шухӑшларӑм: эпӗ унӑн пурлӑхне йышӑнса юласси ун кӑмӑлне килмест, ҫакна палӑртасшӑн мар пулнипе кӑна ачашлать пулас мана.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана алӑк уҫса кӗртнӗ ватӑ швейцар та, ман ҫирен шинеле хывса илнӗ тарҫӑ та, хӑна пӳлӗмӗнче ларакан икӗ хӗрарӑмпа икӗ арҫын та, уйрӑмах Иван Иваныч князь хӑй, штатски сюртукпа диван ҫинче лараканскер, мана пурлӑх йышӑнса юлмалли ҫын тесе шутланӑн, ҫавна пула ыр сунмасӑр пӑхнӑн туйӑнчӗ.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Темиҫе ҫуртра пулнӑ хыҫҫӑн эпӗ хама хам шанакан пулнӑччӗ ӗнтӗ, князь ҫурчӗ патне те самаях лӑпкӑ кӑмӑлпа ҫывхараттӑм, сасартӑк хам унӑн пурлӑхне йышӑнса юласси ҫинчен Корнакова княгиня каланӑ сӑмахсем аса килчӗҫ; кунсӑр пуҫне эпӗ крыльца умӗнче икӗ экипаж куртӑм та именсе кайрӑм.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир Иван Иваныч князь пурлӑхне йышӑнса юлмалли ҫинчен эпӗ пӗрремӗш хут илтрӗм, ҫак хыпар мана шалтах тӗлӗнтерчӗ, кӑмӑла килмерӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн ачисем ҫук, эппин ун пурлӑхне йышӑнса юлма тивӗҫлисем эсир те ман ачасем ҫеҫ.У него детей нет, стало быть, его наследники только вы да мои дети.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ мӗн пырса кӗчӗ ман пуҫа: манӑн хамӑн ачасем нумай пулмасан, эпӗ ӑна йышӑнса, ырӑ ӗҫ тунӑ пулӑттӑм.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Альпийски» дивизин чаҫӗсем, болгарсен икӗ полкӗпе тата летичевечсемпе недичевецсен чаҫӗсемпе пӗрле, таврари мӗнпур ялсемпе ту тӑрринелле улӑхакан пур ҫулсене те йышӑнса, Ястребац ҫинче пӑшалсемпе персе ҫӳреме пуҫларӗҫ.
1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анне ҫапла калани ун чухне маншӑн кулӑшла пек туйӑннӑ пулсан, халь вара эпӗ вӑхӑтра апат ҫини чи кирлиех мар пулсан та, вӑл пурпӗрех сывлӑхшӑн пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнине-хам куҫпа куртӑм.
«Эпӗ килнӗ! Килнӗ!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Лира тата мӗн каланине тӗп-тӗрӗс туса пыракан ҫын пулнӑ иккен: эпӗ коньки ҫинчен каланине вӑл ҫавӑнтах йышӑнса пурнӑҫлама тытӑннӑ.Лира оказался еще и педантом: мои слова о коньках он тотчас принял к сведению и исполнению.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ку вара, ҫакна тивӗҫлипех йышӑнса вӗсем ҫине тимлӗн, сӑнавлӑн, пӗр пӗчӗк япалана та куҫран ирттерсе ямасӑр пӑхать.А он принимает это как должное и смотрит с любопытством, изучающе, не пропуская ни одной мелочи.
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл Ривэрӑн пуҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Анчах Тавыль ҫивӗчӗсене каснӑшӑн мар, хӑйӗн айӑпне йышӑнса, ӑна, Экэчона, шкул директорӗ умӗнче ухмаха тӑратса хӑварнӑшӑн кураймасть.
Айӑпли айӑпне йышӑнӗ-ши? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хутран-ситрен тата ӑна ҫак мӗнпур тамаша усал тӗлӗк пек те туйӑнса каять, — ҫав анра-сухра ача Лодка кӑкӑрӗ ҫинче унӑн, Вавилӑн, саккунлӑ вырӑнне йышӑнса илме пултарайманах ӗнтӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
«Ҫӑтмахӗ» — ӗлӗк Воеводин хуҫасен килӗ-ҫурчӗ пулнӑскер — кивелсе халтӑркаса ҫитнӗ, тӗттӗм те кантӑкӗсене ҫапса лартнӑ ҫурт — хӑйӗн ишӗлчӗкӗсемпе ҫӗр ҫинче те, сывлӑшра та нумай вырӑн йышӑнса ларать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӑл ҫынсем ҫарти пур вырӑнсене ҫеҫ мар, гражданла чи ҫӳллӗ вырӑнсен вунӑ пайӗнчен тӑххӑрӑшне йышӑнса тӑнӑ, хӑйсем тумалли ӗҫсене пачах та ӑнланман, хутсем ҫине вӗсене вуламасӑрах алӑ пуснӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.