Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫчен, яваплӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ Светлана Федоровнӑна шкул коллективӗ кӑна мар, ачасен ашшӗ-амӑшӗ те, пускилсем те хисеплеҫҫӗ.
Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat
Ача садӗнче кашни ӗҫ кунне ушкӑнсене ҫитсе ачасен сывлӑхӗпе кӑсӑкланнинчен пуҫланӑ.
Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat
Паянхи кун вара Светлана Шурбя Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче ачасен сывлӑхне тимлесе тӑрать.
Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat
Ӑна пӗтернӗ хыҫҫӑн Светлана виҫӗ ҫул хушши ачасен инфекци больницинче ӗҫленӗ.
Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat
Пӗтӗмпе округра 16 муниципаллӑ вӗрентӳ организацийӗ: шкулчченхисем - тӑваттӑ, пӗтӗмӗшле пӗлӳ параканнисем - тӑххӑр, хушма пӗлӳ параканнисем - виҫҫӗ (Ачасен пултарулӑх ҫурчӗ, Искусство шкулӗ, «Хастар» ФСК).
Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur
Милицире ачасен пӳлӗмӗ пур.
Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.
Иртнӗ канмалли кунсенче вара воспитательсем, ачасен амӑшӗсем пӗрле пуҫтарӑнса туслӑ ӗҫлерӗҫ.
Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/
Выступать тума шурӑ кофта, кӑвак юбка кирлӗ пулчӗ, ӑна та ачасен амӑшӗсем пӗрлешсе туса пачӗҫ.
Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Пуҫлӑх ӑшшӑн пӑхса вӗсен ҫине хӗрес хывать те ачасен ывҫисем ҫине хӑй аллине хурса чуптутарать.
Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Ачасен вӑййи сан кӑмӑлна каять-и? — ыйтать манран асли.
Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ешӗл сенкер, кӳкӗрт тӗветчӗ те, сысна ҫӑвӗпе хутӑштарса ачасен кӑрчанкине сӗретчӗ.
Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Ачасен тумтирӗсене сапламалла, ҫӗнӗ тумтир те ҫӗлемелле.
Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ман аппа ачасен сӑмси-хӑлхине касать иккен те хӳме урлӑ ывӑтать иккен.
Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Пирӗнпе пыракан ачасен ашшӗ-амӑшӗсем, тӑванӗсем, Шурик ашшӗпе амӑшӗ, вырӑс учитель… шкул ачисем.
Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Ку ҫеҫ мар-ха, ачасен хӑлхисене, сӑмсисене касаҫҫӗ, тет, ҫав ҫитермелли вырӑнсенче!
Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Марине аппа ачасен тетрачӗсене пӑхса ларать, Анук аппа авӑрлать.
Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫапла вара Чӑваш Республикинче ҫуралакансем нумайланнинче ҫемьене килнӗ иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасен тӳпи сумлӑ.
Чӑваш Енре вилекенсен шучӗ 22,9 процент таран чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chav ... t-taran-ch
Ҫакӑн йышши инҫе шухӑшсемпе сӗмленни мана каллех тин ҫеҫ вуланӑ-илтнӗ этем «чӗпписен» — чечек сарма та ӗлкӗреймен вутра кӗлленнӗ Аленкӑн, ачалла ухмахлӑха пула ӳчӗ-чысӗ «таптаннӑ» Нинукӑн — синкерлӗ шӑпи патне тавӑрчӗ, ачасен латсӑр, пысӑк инкеке ҫаврӑннӑ вӑййисене куҫ умне ӳкерсен, пуҫӑм юман каскиленсе усӑнчӗ, кӑмӑлӑма пас тытрӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Малалла мӗн пулса иртни ҫинчен кӗскен кӑна каламалла: ачасен «туйӗ» вӗсен ашшӗ-амӑшӗсен, педагогсен, сыхлӑх органӗсен пӗрлехи кӗрет сучӗпе вӗҫленнӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Ачасен сӑн-питӗнче тӑруках ырлавлӑ, хаваслӑ, таса ҫутӑ лап! сӳнсе ҫухалчӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.