Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айне (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Спектакль вӗҫленсен, алӑ ҫупни шӑплансан, артистсен ури айне чечек ҫумӑрӗ тӑкӑнма чарӑнсан, темиҫе хут уҫӑлса хупӑннӑ чаршав урӑх тем чухлӗ кӗтсен те уҫӑлас ҫуккине ӑнланса илсен, эпӗ вырӑнтан хускалтӑм та аннепе пиччене: «Атьӑр-ха, атьӑр манпа пӗрле!» тесе, пушӑ залран алӑк еннелле виркӗнтӗм, сцена хыҫне чупса хӑпартӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анюк пичӗ ҫинчи ҫӳҫ пайӑркине тутӑр айне тӗртсе кӗртрӗ, унтан тутӑрне салтса ҫамка ҫинченех ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Йӗпе-сапана пула вырӑнман-ҫапӑнман тырӑ пуссисем, вырӑнмасӑрах, ҫапӑнмасӑрах юр айне юлассӑн курӑнакан тырӑ пуссисем сарӑлса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӳҫӗ ҫӑра, ӑна вӑл кӑвак хӑю ярса ҫивӗтленӗ, вӗҫне пиҫиххи айне хӗстернӗ (ӗҫленӗ чухне ан чӑрмантартӑр тенӗ ӗнтӗ).

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Малти пӳлӗмре — икӗ тӑрӑхла сак, вӑрӑм та ансӑр сӗтел; шалта — жнейка ларкӑчӗсенчен тунӑ виҫӗ пукан, мӑрьесӗр тимӗр кӑмака, йывӑҫ кравать; кунта та сӗтел пур, анчах вӑл пӗчӗккӗскер кӑна, чӳрече айне, стена ҫумне, вырнаҫтарнӑскер.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сывлӑшӗ ҫаврӑнса ҫитессе те кӗтмерӗ — сумкине хул айне хӗстеререх тытса, Володя амӑшӗпе йӑмӑкӗ еннелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӑхсассӑн, чӗре чул айне хӗсӗннӗ пек ыратма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл шифоньера питӗрсе илчӗ те, лайӑх питӗрӗнчӗ-ши тесе, пӗр-ик хут туртса пӑхрӗ, уҫҫине паҫӑрхи ҫӗре, матрас айне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хунавсене ҫурла уйӑхӗнче уҫӑ пӗлӗт айне тухса лартӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Фермер патӗнче хӑнара пулнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d1%84%d0% ... bb%d0%bda/

Шӗвекпе ун чухне тымар айне яратпӑр, шайлашӑвӗ те ҫавӑн пекех.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑрансене содӑпа имҫамлӑр, чир-чӗрсемпе сиенлӗхсене манӑр! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/us-ll-kanash ... -r-3275751

Агротехника йӗркипе килӗшӳллӗн лаптӑксене 4 ҫултан, ҫум курӑк айне путиччен, пӑсса ҫӗнӗрен акмалли паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫне пӗтӗмлетер-и? // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b0%d0%b ... 80-%d0%b8/

— Заметка айне мӗнле ят ҫырас?

Куҫарса пулӑш

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

Чӗри ыратать те ыратать, чӗлхи айне валидол хурсан та лӑпланасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку илем кил хуҫишӗн ҫӳпӗ-ҫапӑ кӑна, анчах усӑллӑ ҫӳпӗ-ҫапӑ: Сулагаев ӳкнӗ ҫулҫа шӑпӑрпа шӑлса пуҫтарса лӑпӑпа арпалӑха ҫӗклет — хӗлле ӑна выльӑх айне сарса парӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Сӑмах айне пултӑм, ют ҫын килӗнче ытларах лартӑм.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫурма ҫулта аслатиллӗ ҫумӑр айне пулать пулин те каялла ҫаврӑнмасть — малалла чупать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Статьясемпе пӗрлех сӑвӑсем те пичетленӗ, вӗсен айне Сехмет Сантӑркки тесе алӑ пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Лав ҫинчен хам ирӗккӗн анмасан мана вӑл ун ҫинчен хӑҫан та пулин вӑйпах тӗртсе ӳкерет, кустӑрма айне туса сусӑрлатма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӗрине уҫӑ сывлӑш та лӑплантарайманнине кура юнашар ларса пыракан хӗрарӑм сисиччен Таранов чӗлхи айне валидол хучӗ, ассӑн сывласа илчӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗлтерӗшлисенчен пӗри – Раҫҫейри ҫамрӑксене хӑй ҫуначӗ айне пухакан «Культурӑсен диалогӗ», лагерь.

Куҫарса пулӑш

Республика кунӗ кӗҫех ҫитет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60627

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех