Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӗри (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн чӗри хӗссе ыратса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Кашни партизанӑн чӗри васкаса тапать.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унӑн чӗри темшӗн йӑшкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чӗри ун кӑкӑр шӑммисене ҫӗмӗрсе тухас пек тӑлтлатса тапать, урисем чӗтреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Фашистсем куҫран ҫухалсан кӑна амӑшӗсемпе ачисен чӗри лӑпкӑн тапма тытӑнчӗ, пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫма пуҫларӗҫ, ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кун пек чухне мӗнле амӑшӗн чӗри лӑпкӑ таптӑр?

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫакна курсан, Кирукӑн чӗри хӑвӑрт тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирукӑн, кунӗпе апат ҫименскерӗн, чӗри йӑшкать, хырӑмӗ пӑчӑртана-пӑчӑртана илсе ыратать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑрмана ҫитсе кӗрсен кӑна ачасен чӗри лӑпкӑнрах тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук шикленсе ӳкрӗ, унӑн чӗри сиксе тухасла тапать: тен, амӑшӗпе Улькка килтех, вӗсене фашистсем тухса тарасран хураллаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук чӗри шикленсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Патша чӗри тӗлне пӳрнипе тӗллерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

Харитонов Владимир Егорович чӗри 1981 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ.

Сердце Харитонова Владимира Егоровича остановилось 14 августа 1981 года.

Упи шкулӗнче Владимир Харитонов ҫыравҫӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34553.html

«Этем чӗри суранӗсене вӑхӑт имлемен пулсан ҫӗр ҫинче пӗр ҫын та юлас ҫук. Пӗр хуйхӑсӑр ҫын ҫук», — тет Апраҫ аппа.

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сасартӑк унӑн «кӗмсӗртеттерсе уйран уҫлакан» чӗри ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ пек тирсе, сиввӗн ыратса кайрӗ — мучи, чарӑнса тӑрса, аллине чӗри тӗлне ярса тытрӗ, шӑлне ҫыртса, пилӗкӗнчен хуҫӑлса, питне-куҫне ытла та нушаллӑн тискерлетсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Алла кӗҫ-вӗҫ ӑшӑ ҫӑмарта лекессе кӗтсе, унӑн чӗри, ыратӑва сирсе, тутлӑн-тутлӑн кӗрккеме пуҫларӗ, ӑсне-пуҫне шанӑҫри телей хумӗ килсе ҫапса анкӑ-минкӗлетсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм ӑшӑнса, ачашшӑн йӑшса кайрӗ, пурнӑҫра темӗнле ырӑ япала ҫаврӑнса тухнине сиссе, чӗрине пылак савӑнӑҫ ҫупӑрласа, ытамласа илчӗ, вӑл, чӗри, ыррӑн-ыррӑн кӗрккеме, хатӑррӑн тӗпӗртетме пуҫларӗ, питӗнчи «пиҫӗмри» чие каллех самантрах «пиҫсе ҫитрӗ».

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Лена вӑйпитти, сӗткен хӗрарӑм, чӗри те, чунӗ те яланах ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Чӗри шар! турӗ, унта аҫа чулӗ татӑлса ӳксе пушар чанӗ пек хатаррӑн янӑраса кайрӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Сашукӑн чӗри сиксе тухасла тапнӑ.

Бьется Сашкино сердце, будто хочет вырваться из груди.

Икӗ тус // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/401

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех