Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унчченхи (тĕпĕ: унччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Динго пӗр-пӗр кӗтесре ҫывӑрчӗ пулас, мӗншӗн тесен вӑл унчченхи пек карап поварне вӗрмерӗ.

Динго, видимо, спал в каком-нибудь уголке, потому что на этот раз он, против своего обыкновения, не залаял на судового кока.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫапла вара «Пилигрим», малтанхи хӑвӑртлӑхпа пырса, унчченхи курсран 45° пӑрӑнчӗ.

Таким образом, «Пилигрим», продолжая идти вперед с прежней скоростью, уклонился от заданного курса на 45°.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл унчченхи пекех чылайрах вӑхӑтне тӑвӑр камбузра ирттерчӗ, палуба ҫине сайра тухрӗ.

Он по-прежнему много времени проводил в своем тесном камбузе и редко выходил на палубу.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Гарпун унчченхи пекех ун айкӗнче тӑратӑнса тӑрать.

Гарпун по-прежнему торчал у него в боку.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Чӑнах та, канат унчченхи хӑвӑртлӑхпах сӳтӗлчӗ-ха.

В самом деле, канат продолжал разматываться с прежней быстротой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унчченхи пек шавлӑ сывламасть.

 — Дышит сейчас не так шумно, как раньше.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дрейфа кӗриччен «Пилигрим» унчченхи пекех шыв сирпӗтсе, пӑс кӑларса выртакан кит патнелле кӑштах ҫывхарчӗ.

Прежде чем лечь в дрейф, «Пилигрим» несколько приблизился к тому месту, где полосатик по-прежнему выдавал свое присутствие, выбрасывая фонтаном струи пара и воды.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Карап кокӗ хӑйне унчченхи пекех пӗр тикӗс тытрӗ пулин те, Дик Сэнд хӑй сисмесӗрех Негорӑна шанми пулса ҫитрӗ.

Последний инстинктивно относился к Негоро с особенным недоверием, хотя поведение судового кока по-прежнему не вызывало никаких нареканий.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Малтан никам та курмарӗ ӑна, ҫавӑнпа вӑл унчченхи пекех «С», «В» саспаллиллӗ кубиксен ҫумӗнче выртакан йытӑ ҫине тимлӗрех пӑхса илнине никам та асӑрхамарӗ.

Сначала никто не обратил на него внимания, и поэтому никто не заметил странного взгляда, который португалец бросил на собаку, по-прежнему сидевшую над кубиками с буквами «С» и «В».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Апла пулин те, ҫамрӑк ача кубиксене палуба ҫинчен илчӗ те унчченхи рете лартрӗ.

Тем не менее юноша поднял кубики с палубы и поставил их в выстроенную шеренгу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Йытӑна киленсех айкашсан та, Джек унчченхи тусӗнчен — Дик Сэндран — сивӗнмерӗ.

Однако увлечение собакой не охладило любви Джека к старому другу — Дику Сэнду.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мӑй ҫыххи ҫине ҫырнӑ «С» тата «В» саспаллисем йыттӑн унчченхи пурнӑҫӗ ҫинчен тӗшмӗртмелли пӗртен-пӗр паллӑ — пуре те ҫакӑ ҫеҫ, — ун ҫӗнӗ хуҫишӗн пӗлме май ҫук вӑрттӑнлӑх пулса юлнӑ.

Две буквы, «С» и «В», выгравированные на ошейнике, — вот все, что связывало собаку с ее прошлым, оставшимся для нового хозяина неразрешимой загадкой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл хӑйне такам унчченхи хуҫинчен ирӗксӗр уйӑрнишӗн, ҫак пушӑ, ҫынсӑр вырӑнта ӑна шыраса тупма май ҫуккишӗн тунсӑхлать тесе шутлама май пулнӑ.

Можно было подумать, что он тоскует по прежнему хозяину, с которым его насильно разлучили и которого невозможно было разыскать в этой пустынной местности.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Африка ҫыранӗ хӗррипе акӑлчансемпе французсен вӑрҫӑ карапӗсем татти-сыпписӗр ҫӳреҫҫӗ пулсан та, чура сутакансем Анголӑна Мозамбикран негр-чурасене унчченхи пекех турттарса тухаҫҫӗ.

Хотя вдоль берегов Африки крейсируют английские и французские военные корабли, суда работорговцев по-прежнему вывозят из Анголы и Мозамбика негров-невольников.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Негоро хӑй ҫемйи ҫинчен те, унчченхи пурнӑҫӗ ҫинчен те сӑмах вакламасть.

Впрочем, Негоро никогда не говорил ни о своем прошлом, ни о своей семье.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унчченхи кок Оклендра карап ҫинчен тӑрсан, Негоро Халл капитана пулӑшма хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ.

После того как прежний кок сбежал в Окленде, Негоро предложил капитану свои услуги.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫӗнӗ Зеландире тытнӑ стафилин-нӑрра унчченхи пекех хӑйӗн коллекцинчи чи хаклӑ хурт-кӑпшанкӑ тесе шутларӗ.

И считал самым ценным экземпляром своей коллекции новозеландского жука-стафидина.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пурӑнасса та унчченхи пекех, Степан Ильич патӗнчех, пурӑнӑр.

И жить у Степана Ильича будете, как жили.

38 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ун чухне Сергей Николаевичӑн ӳкерчӗк ҫинчи ҫав ҫӗнӗ хӗрарӑмӑн сӑн-пичӗ ҫине пӑхас та килмен, мӗншӗн тесен Оксанӑн унчченхи, хӗр чухнехи, сӑнне асран ярас килмен.

А Сергею Николаевичу тогда даже не хотелось всматриваться в черты этой новой женщины, чтобы не утратить в своей памяти черты прежней Оксаны.

13 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Кашни лайӑх хӗр е ывӑл, хӑйсем ҫемье тунӑ хыҫҫӑн та, ашшӗ-амӑшне унчченхи пекех пӑхмалла.

Каждый хороший сын или дочь должны окружать своих родителей прежней заботой и вниманием и после того, как они создали свою семью.

Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех