Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тахҫан сăмах пирĕн базăра пур.
Тахҫан (тĕпĕ: тахҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку кил хуҫине вӑл юлашки вӑхӑтра нимӗнле ӗҫе те явӑҫтарман, тахҫан укҫа упрама кӑна шанса панӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани тахҫан ашшӗ лавккинче сутӑ туса курнӑ, унашкал пирус ҫав тери хаклӑ тӑнине лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уйрӑмах ватӑраххисем, тахҫан ялта Крапивина мар, Вӗлтрен Хӗлимунне пӗлнӗскерсем, тимлесе пӑхрӗҫ ӑна, ҫав Хӗлимунпа хальхи Филимон Петрович хушшинче мӗнле уйрӑмлӑхсем пуррине тӗпчесе палӑртма тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сых енне хыҫалалла ҫаврӑнкаласа пӑхсах утнӑ май (ара, хӑй тахҫан Кашкӑр Микулине хӗрлӗ автан ярса хӑварнӑ яла килет-ҫке, ҫитменнине, пӗр кутамкка хаҫат, кӗнеке, листовка йӑтнӑ), шӑп масарпа усрав вӑрман хушшине кӗрсен, Вӑрманхыҫ енчен хӑйне темле ҫатан урапа хӑваланине асӑрхарӗ те вӗлт ҫеҫ пӑрӑнчӗ сылтӑмалла, ҫамрӑк юманлӑхри шӗшкӗ тӗмӗсем хушшинелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, каланӑччӗ ӗнтӗ, ҫав ҫын тахҫан Экеҫре учительре ӗҫленӗ, ун чухне шӑпах яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимуна кӗнекепе туслаштарма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл тахҫан унта пурӑннӑ ҫын, ял халӑхӗ халӗ те хисеплет ӑна…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Айӑпа кӗнӗ-и, кӗмен-и Хӗлимун тахҫан унӑн умӗнче — Сӑпани ӑна пӗтӗмпех, пӗтӗмпех маннӑ, каҫарнӑ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл-ҫке-ха тахҫан, ҫамрӑкрах чух, тӳсеймерӗ, хӑй качча кайнӑ хӗрарӑм иккенне мансах, Хӗлимунӑн вӗри юратӑвне тутанса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти — пӑртак каҫӑр сӑмса, мӑкӑрӑларах тӑракан тута, тарӑн та пысӑк кӑвак куҫ — тахҫан юлашки хут курнӑ чухнехи пекех.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата тахҫан, ӗмӗрте пӗрре пулни — ӑшӑ-ӑшӑ та ачаш-яка ӳт кӑкӑра сӗртӗнни халӗ те асран туха пӗлмест…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ара, мӗн курнине, мӗн пӗлнине тахҫан ах пӗтӗмпе каласа патӑм сана», — тесшӗнччӗ Телегин, хӗре куҫран пӑхрӗ те — хӑяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах Матвисен килне Кӗсен Петти ывӑлӗ Мишша, ҫатӑлти ашшӗ пек мар чӗмсӗр те лӑпкӑ ҫамрӑк (Телегин унчченрех вӑл Тарьене кӑмӑлланине сиснӗччӗ-ха), каярах Кӗсен Петти хӑй те (тахҫан вӑл Кашкӑр Микули ҫумӗнчен хӑпма пӗлместчӗ, лешне тытса кайсан, ӑна-кӑна тавҫӑрса илчӗ курӑнать те, мул хуҫисемпе халлӗхе ҫыхланмасть-ха), Кӑртти Йӑванӗ, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫипе граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче арҫынсӑр юлнӑ кил хуҫи хӗрарӑмсем тата ялти активист, вулӗҫтӑвком членӗ Шикки Ваҫҫи килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫ умне урӑххисем, тахҫан пулса иртнисем, халь куракан чӗрӗ сӑнсемпе пулӑмсем пекех туха-туха тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах, мӗн тӑвӑн, унӑн Давида ура ҫине тӑратмалла, ӑна пулӑшӑп тесе вӑл тахҫан Улькана сӑмах панӑ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл кӑмака карнисӗ ҫине чалӑштарса тӑратнӑ куҫкӗски умӗнче тӑрмашнӑ вӑхӑтра Антун картишне тухрӗ, Тӑвӑла васкамасӑр, киленсе кӳлчӗ, пӗкке тахҫан ҫак ӗмӗтпех Нурӑс пасарӗнчен туянса килнӗ хӗрлӗ те кӑвак пурҫӑн хӑюсемпе эрешлетрӗ, ункӑран йӗс шӑнкӑрав ҫакса ячӗ, унтан, хапха уҫса, ӑйӑра урама кӑларса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кулса ячӗ, тахҫан ачалӑхра эрех нӳхрепӗнче пулнӑ чухнехилле — аллине шӑрӑх хӗвеле хирӗҫ ывӑҫ тупанӗпе тытрӗ; унтан шыва шалалла ишсе кӗчӗ те гавань еннелле хӑвӑрттӑн авӑсма пикенчӗ.

Смеясь, он подставил руку ладонью вверх — знойному солнцу, — как сделал это однажды мальчиком в винном погребе; затем отплыл и стал быстро грести по направлению к гавани.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫынна хӗрхенме вӗреннӗ Нина ҫапах та тӳсеймерӗ: тахҫан туслӑ пулнӑ тантӑшне тӗпеле илсе кӗрсе чейпе хӑналарӗ, лӑплантарса кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Тахҫан илемлӗ те пулнӑ пулас унӑн сӑнӗ: ҫӳхе тутине писевленӗ, каҫӑр сӑмси те пичӗпе килӗшӳллӗ, пысӑк кӑвак куҫӗсенче ҫеҫ темӗнле ютшӑну, сивӗлӗх.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Вӑл сана юратнӑ вӗт-ха тахҫан.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Тахҫан хӑв та ҫунмастӑччӗ-и-ха уншӑн?

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех