Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Симӗс сăмах пирĕн базăра пур.
Симӗс (тĕпĕ: симӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Симӗс тутӑр хӗррипе тытӑннӑ шап-шурӑ пас унӑн илемне мухтаса ҫакнӑ лавр кӑшӑлӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпӗ сӗтеклӗ ҫырласем ҫине ӑмсанарах пӑхкаланӑ вӑхӑтра крыльца ҫинчен симӗс сумка ҫӗкленӗ хӗр чупса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫуран утмасть Изамбаев, кӑвак урхамах кӳлнӗ симӗс тӑрантас ҫинче ларса пырать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тарас крыльца ҫине тухрӗ те симӗс пальто тӑхӑннӑ хӗре тата Кӗркури шӑллӗне Мишшӑна асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Нумаях та утаймарӑмӑр — улмури пысӑкӑш тырӑ купи хыҫӗнчен пирӗн ума симӗс накидка тӑхӑннӑ Упандиров тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Тавтапуҫ сире, Герман, тавтапуҫ! — симӗс куҫӗпе ӑна ӑшшӑн ачашларӗ Ульяна.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Ытла та ӑслӑ сӑмах каларӑн-ҫке, Герман! — симӗс куҫне хаваслӑн йӑлкӑштарчӗ Ульяна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Тарӑн ҫырмара кӑвакрах шурӑ тӗтре йӑсӑрланать, йывӑҫ тураттисенчен кармакланса сарӑрах симӗс тӗс тӳпенелле кармашать…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Йӑрӑс пӳллӗскер, кӑвакрах симӗс куҫлӑскер, сӑнран-кӗлеткерен пӑхма хӑтлӑ, ҫыпӑҫуллӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пахчари улмуҫҫисем, кӗр пӑтӑрмахне парӑнмасӑр, чылайччен симӗс тӗслӗн саркаланса ларчӗҫ, панулмисене татса пуҫтарнӑ пулин те чун-чӗрене куҫ тулли хӑтлӑхӗпе ҫӗклентерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ассӑн сывлакан хӗрарӑм симӗс куҫне тунсӑхлӑн хӗмлентерсе аллинчи шурӑ тутӑрне хытӑран та хытӑ вӗлкӗштерчӗ, хӑйӗн шухӑшӗнчен хӑй шикленсе тӑтӑшах аяккалла-маяккалла пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

«Эсир яланах юптарса калаҫатӑр», — симӗс куҫне ялкӑштарса ачашшӑн кулчӗ Елен.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Чӑрсӑррӑн тӗлкӗшекен симӗс куҫӗ тинӗс пек тарӑн туйӑннӑран унпа тӗлме-тӗл пулма шикленмелле пек: пӗрре путсан каялла ишсе тухма пӗлеймӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Хурталлӑ симӗс саппун, ӑна виҫӗ рет кӗрен хӑю ҫӗлесе илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ку йывӑҫа та кӗрхи сӑн ҫапнӑ ӗнтӗ, ҫулҫисем пӑт-пат саралнӑ, хӗрелнӗ, ҫапах та вӑл симӗс сӑнлӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Вӗсем Алюновпа пӗрле, алла-аллӑн тытӑнса, симӗс ҫаран тӑрӑх утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уринче симӗс, кӑвак тата хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм ҫипписемпе улшу ҫыхнӑ вӑрӑм чӑлха, кивӗрех ҫӑпата.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӑкӑш-якӑш юхнӑ чух Вӗҫсе пырать симӗс хыс, Ҫавӑрӑнса илнӗ чух Пӑркаланать пит тӑкӑс.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Туй арӑмсен симӗс хыс, Хӗрлӗ ҫитти, алтутри, Шӳлкемепе хушпу чыс, — Пуринчен чыс туй юрри!

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Юхать Йӗршшӳ йӑлтӑртатса Симӗс улӑх хушшипе, Туй ҫӗлен пек авкаланса Ҫырма-ҫатра тӑршшӗпе.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех