Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сайра сăмах пирĕн базăра пур.
Сайра (тĕпĕ: сайра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр ачасен чи сайра ячӗсем хушшине Фемида, Асена, Гульсейда, Майа Ада, Зайнап кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сайра хутра тӗл пулакан тата анлӑ сарӑлнӑ ятсем // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/demografiya/2024 ... em-3849313

Пушкӑртстанра 2024 ҫулта ҫуралнӑ пепкесен сайра хутра тӗл пулакан тата анлӑ сарӑлнӑ ячӗсене пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Сайра хутра тӗл пулакан тата анлӑ сарӑлнӑ ятсем // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/demografiya/2024 ... em-3849313

Ку тӗс сайра тӗл пулать, ӑна пит сахал тӗпченӗ.

Вид редок и малоизучен.

Инди чӗрӗпӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%98%D0%BD%D ... 0%BF%D3%97

Каччӑ ӳкӗтленине пӑхмасӑрах, Нина ялан унран хӑвӑртрах уйрӑлма васкарӗ, ӗҫ нумай тесе, унпа сайра хутра ҫеҫ тӗл пулкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— «Ӗҫ хыҫҫӑн кашни каҫах таҫта кайса ҫухалать, канмалли кунсенче килте сайра пулать. Ҫӗрле ун патне темле ҫынсем килеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, кӗҫнерникун каҫпа пурте ҫывӑрса лӑплансан, хӑй палаткинчен инҫе мар такампа нумайччен калаҫса тӑчӗ», — тесе ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вӗсем ҫинче сайра ӳсекен ҫӳллӗ йывӑҫсем шурӑ хут ҫине хура кӑранташпа сӑрласа тунӑ ӳкерчӗксем пек туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Анчах ку сайра пулать.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Умра, сайра йывӑҫсем хушшинче, палаткӑсем курӑнчӗҫ, йытӑ хаваслӑн вӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вӗсем ҫинче е чӑтлӑх вӑрман кашласа ларать, е сайра пӗчӗк йывӑҫ тӗмисем ӳсеҫҫӗ, е тӗксӗм чул катӑкӗсем купаланса тӑраҫҫӗ, ирӗлсе пӗтеймен шурӑ юр лаптӑкӗсем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кайран, ҫитӗнсен, сайра хутра сӑмах майӗн аса илетчӗ Саня ҫав хӑрушӑ куна.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Халӗ сайра хутра ҫеҫ кӗркелет.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хирӗҫ ҫурҫӗр енчен вичкӗн ҫил кӗрлесе вӗрет, ҫумӑр ҫукалать, сайра шурӑ юр пӗрчисем вӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Сӗнмесӗрех тумтирне хывса ҫакрӗ, сайра ҫӳҫне тураса якатрӗ, мӑнкӑмӑллӑн кулкаласа, хӑюллӑн малалла иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пӗчӗк, имшеркке пӳ-силлӗ, чӗлтӗр сайра ҫӳҫлӗ, вӑл халиччен те йӗркеллӗ качча шутӗнче пулман.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Тӳпере кӑна сайра ҫӑлтӑрсем хӑюсӑррӑн йӑлкӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫапах хальхи ҫамрӑксем хушшинче сайра тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫуркунне уй-хирте ӗҫ пуҫлансан, ӑна кӑнтӑрла килте сайра куратӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Текучка пирӗн сайра пулать.

Куҫарса пулӑш

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Пуҫласа хутшӑннӑ Алла-аллӑн тытӑҫассипе регионта турнир йӗркелесси йӑлана кӗнӗ теме ҫук — сайра иртет.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %d0%bc-71/

Капла пӗрле ларасси сайра хутра кӑна пулать-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех