Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗҫӗн (тĕпĕ: кӗҫӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахар хӑй сӑмахне каласа пӗтерме те ӗлкӗреймерӗ, Тарьен кӗҫӗн шӑллӗ йыснӑш умне пӗсехине каҫӑртнӑ автан пек сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кала-ха, йысна, мӗнле-ха Сергей хамӑр тӑванранах ҫапла мӑшкӑллама пултарнӑ? — Захар Петрович умне пырса тӑчӗ Тарьен кӗҫӗн шӑллӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӑшкӑлларӗ вӑл пире, — ҫӗкленсе кайрӗ Тарьен кӗҫӗн шӑллӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫӗн кин янӑравлӑ уҫӑ сассипе ҫӗкленӳллӗ такмаксем каласа, ӗҫкӗ ҫине ҫӗпре хушать, пурте савӑнӑҫлӑн кулкаласа алӑ ҫупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав хушӑра кӗҫӗн кин хуҫа арӑмӗ патне те ташласа пычӗ, урине тапса, пуҫне тайрӗ, ӑна, аллинчен тытса, упӑшки патне ҫавӑтса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫӗн кин кил хуҫипе мӑшӑрне мухтаса тата темиҫе акмак каланӑ хыҫҫӑн йыснӑшӗ патне тапӑртатса пычӗ, икӗ урипе те тӑрс! тутарса, пуҫне тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫӗн кин текенни кӑкӑр ачине пӗр хӗрачана тыттарчӗ те хӑва хулли пек авкаланса, акӑш уттипе шукаласа, купӑсҫӑ умне тухрӗ, чӗкеҫ чӗлхипе такмакласа, ташлама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫӗн кинӗ кӑкӑр ачине те пӗрлех илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей кӗҫӗн шӑллӗ ҫывракан кӳмене асӑрхануллӑ туртса килсе хӳшӗ айне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗри, ҫамрӑкки, Кӗҫӗн Шӑнкӑртам йӗкӗчӗ Кирам.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫӗн Шӑнкӑртам йӗкӗтне, Кирама, таврара пӗлмен ҫын та ҫук: вӑл яланах тенӗ пек паттӑра юлать.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чирлӗ арӑмӗ темиҫе ҫул ӗнтӗ хӗн курать, кӗҫӗн ывӑлӗпе тепӗр хӗрӗ ытла та ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем халӗ Кӗҫӗн Палас тӑрӑхӗнчи Хирти Пӑвара пулнӑ та яла таврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малалла мӗн пуласси курӑнӗ унта, — тесе, Сахар кӗҫӗн ывӑлне аллине илчӗ, тепӗрне Петӗр ҫавӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем тӑваттӑшӗ пӗрле крыльца ҫине кӗпӗрленсе тухма хатӗрленнӗччӗ ҫеҫ — лавккана пӳртри алӑкран Сахарӑн кӗҫӗн шӑллӗ Петр Петрович Озеров кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку сӑмахсене Сахар лавккана чупса кӗнӗ икӗ кӗҫӗн ывӑлне курсан каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анастасия Алексееван карточкисем шкул ҫулӗчченхисемшӗн те, кӗҫӗн классенче вӗренекенсемшӗн те усӑллӑ пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Кӗҫӗн ывӑлӗ – Леонид – институт пӗтернӗ хыҫҫӑн тӑван хуҫалӑхра тӑрӑшса тимлет.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Герасимовсен кӗҫӗн ывӑлӗ, Валерий, Кӑнтӑр федераллӑ округра мотострелоксен полкӗнче службӑра тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Кӗҫӗн Кипек округӗпе – Шумилов Валерий Филиппович (87,43%),

Куҫарса пулӑш

Халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларса аталанушӑн тимлӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11310-kh ... h-n-timl-c

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех