Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах вӑл ҫавӑнтах малтанхи евӗр хаваслӑ пулса кайрӗ, куҫӗсем ӑшшӑн кула пуҫларӗҫ.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Сергей Николаевич ун ҫине каллех тем ыйтнӑ пек пӑхрӗ, унӑн куҫӗсем Валерия Ивановна куҫӗсенче тем шыранӑ пек туйӑнчӗҫ.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Куҫӗсем унӑн — кӑвак, куҫхаршийӗсем ҫӳхе те вӑрӑм.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Куҫӗсем унӑн хӑмӑр, калаҫнӑ чух яланах ӑшшӑн кулса тӑраҫҫӗ, сӑмси — тӳрӗ.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Анчах вӑл ҫавӑнтах хӑй йӑнӑшнине курчӗ: пӗлӗчӗ кӑна мар, кунта ҫумӑрӗ те халь-халь пулмалла пек тӑрать — Валерия Ивановна куҫӗсем те шывланнӑ!
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Ирхи ӗнтрӗкре унӑн куҫӗсем пысӑкраххӑн тата пушшех те ҫепӗҫреххӗн курӑнчӗҫ, вӑл тӑрсан-тӑрсан темшӗн ман ҫине пӑхса кулса илчӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Хӗвеле хирӗҫ тӑнипе, унӑн куҫӗсем пушшех те хура курӑнчӗҫ пулас, ҫав куҫсенче эпӗ хам сӑнӑма та курнӑ пек пултӑм, тен, каллех туйӑнчӗ кӑна…
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Анюкӑн пуҫӗ ҫинче кӑвак ҫеҫкерен ҫыхса тунӑ пуҫкӑшӑлӗ, куҫӗсем те унӑн кӑвак, вӗсем тӗпсӗр кӳлӗ пек тарӑн, янкӑр тӳпе пек таса…
Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.
Тӗттӗмре иккӗшӗн те куҫӗсем пысӑкланса кайнӑ пек курӑнчӗҫ.
Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.
Кӑвакарса хытнӑ сухалӗ, тутисемпе тем мӑкӑртатнӑ май, шӳтлӗн хускалкалать, куҫӗсем мӑч-мӑч туса хупӑнчӗҫ…
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
Тӗпленӗ пысӑк кӑҫатӑ тӑхӑннӑ урисем хӑвӑрт-хӑвӑрт пусаҫҫӗ, куҫӗсем — ҫиҫеҫҫӗ…
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
Куҫӗсем унӑн хура, куҫхаршийӗсем — хулӑмрах.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Чирлӗ ҫын, пуҫне пӑрса, ҫав блокнот ҫине пӑхрӗ те, унӑн туйӑмсӑр сӑнӗ сисӗнмеллех улшӑнса кайни палӑрчӗ, куҫӗсем те темле ҫуталса илчӗҫ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Куҫӗсем, чирлӗ чухнехи пек, ҫунса тӑчӗҫ…
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Унӑн чӗринче пархатарлӑх туйӑмӗ калама ҫук вӑйлӑн ҫуралса тухрӗ, куҫӗсем шывланчӗҫ.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Унӑн куҫӗсем каллех салхуллӑрах пӑха пуҫларӗҫ, куҫхаршийӗсем пӗрӗнерех тӑчӗҫ.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Куҫӗсем ҫавӑн чухнехи пекех ачашши, ҫивӗчӗсем халь те вӑрӑм-ши, ун чухнехи пекех кӑпӑш та ҫемҫе-ши?..
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Ҫав вӑхӑтрах унӑн хӑлхинчен Куралев мӗн калаҫни те тепӗр хут янӑраса тӑчӗ, унӑн куҫӗсем епле ӗмӗтлӗн ҫутала-ҫутала кайни аса килчӗ.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Куралевӑн куҫӗсем халь пӑтранчӑклӑнрах пӑхрӗҫ, вӗсем Янаслов куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Авӑнчӑк куҫхаршийӗсем пӗрӗнерех тӑраҫҫӗ, хӑмӑр куҫӗсем — шухӑшлӑ пек, тутисене ҫӑт тытнӑ, ҫирӗп.