Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкерчӗксем (тĕпĕ: ӳкерчӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, эсир манран ҫапла ыйтас тейӗр: «Мӗншӗн-ха кӗнекере баобаб йышши кӗрнеклӗ ӳкерчӗксем урӑх пӗртте курӑнмаҫҫӗ?»

Быть может, вы спросите: отчего в этой книжке нет больше таких внушительных рисунков, как этот, с баобабами?

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ӳкерчӗксем (чертежсем) тума пӗчӗклетсе илнӗ виҫене масштаб теҫҫӗ.

Условная уменьшенная мерка, по которой делают чертежи, называется масштабом.

Япаласен хушши мӗн чухлине ӳкерчӗк ҫинче мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ку таранччен Завьялов ҫак ҫӗнӗ реактивлӑ самолета ӳкерчӗксем ҫинче ҫеҫ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах эпӗ, пӗлессӗр килет пулсан, Верхоянскра, полюс патӗнче хӗлӗпе пурӑннӑ, журнал валли ӳкерчӗксем тунӑ…

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кусем вӗсем — нумай та пулмасть тунӑ ӳкерчӗксем.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах вӑл кунта «натурӑллӑ ӳкерчӗксем» тенисене курасшӑн ҫӳрерӗ — ҫав ӳкерчӗксем ҫинче вӑл мӗн ачаранпах пӗлнӗ вырӑнсем пур-ҫке.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Михаил Краснов пултарулӑхне халалланӑ кӗнеке выставки тата ҫемье альбомӗнчи сӑн ӳкерчӗксем пултарулӑх каҫне илем кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Михаил Красновӑн 70 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... arul-h-ka/

Маларах шкул пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑннӑ, Раҫҫей ҫар ҫыннисем валли ҫырусемпе ӳкерчӗксем хатӗрленӗ.

Ранее школа приняла участие во всероссийской акции, подготовив письма и рисунки для российских военных, участвующих в СВО.

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3435920

Вӑл ӳкерчӗксем туса мар, ытларах публицистика меслечӗпе ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Рамкӑсене вырнаҫтарнӑ тӗрӗллӗ ӳкерчӗксем ҫурта ҫутатса, илемлетсе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

«Шевле» ача садӗнче кашнинчех чуна савӑнтаракан ӳкерчӗксем курма пулать.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Денис Гордеев пултарулӑхне халалланӑ кӗнеке выставки тата ҫемье альбомӗнчи сӑн ӳкерчӗксем литература тӗпелне илем кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Ӳкерчӗксем, цифрӑсем, сӑмахсем сана кунти ялсем ӗлӗк епле пулни, халь мӗнле пурнӑҫпа — телейлӗ, ҫутӑ пурнӑҫпа — пурӑнни ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Иртсе ҫӳрекенсем ҫак инсталляци умӗнче хаваспах сӑн ӳкерчӗксем турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Агрослетра ял-сала малашлӑхне ҫамрӑксен куҫӗпе хаклассине тӗп вырӑна хучӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

«Орленок» тата «Зарница» ҫар вӑййисем пирки каласан куҫ умне чи малтанах ҫак ӳкерчӗксем тухса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

«Ксюша нумайччен ӳкерчӗксем пӑхса ларма пултарать.

«Ксюша может подолгу сидеть и разглядывать картинки.

Биркӑсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/594

Журналистика тытӑмӗнче ҫитӗнӳсемпе палӑракан спикерсем вара кӑсӑклӑ статьясем ҫырас, сӑн ӳкерчӗксем тӑвас, социаллӑ тетелсемпе сайтсене йӗркелес ӗҫсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Школа-пресс 2023» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60548

Кӗнекере ӳкерчӗксем нумай пулаҫҫӗ, автор ӑна вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫак ӳкерчӗксем вӗҫӗмсӗр пӗрин хыҫҫӑн тепри ун куҫӗ умне курӑнчӗҫ, тем ҫинчен те шухӑшлаттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паянхи кӑткӑс та тӗркӗш пурнӑҫӑн тӗрленчӗкӗсем, тӗнчери, Раҫҫейри, Чӑваш Енри е ырӑ, е усал, е сенсацилле, е ӑс-пуҫа ӳпне-питне ҫавӑракан путишле хыпарсем, ӳкерчӗксем, юлташла шарж, кроссворд — тем те пур унта.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех