Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫтерчӗ (тĕпĕ: ӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирук ӑна шыв ӑсса тухса ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Киле таврӑнсан, амӑшӗ ачисене ҫӑмах яшки пӗҫерсе ҫитерчӗ, чей ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӑнтӑрла, питӗ шӑрӑх вӑхӑтра, лашасене ҫитерме чарӑнсан, ӗне суса аппа пире сӗт ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр ҫирӗм минут пек иртсен, горчичнике хӑйпӑтса илсе, чирлӗ ҫынна пылпа вӗри чей ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Апат валашкисене тасатрӗ, таса шыв улӑштарса ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кирука сыватас тесе, амӑшӗ лара-тӑра пӗлмесӗр чупкаларӗ, Атмалкассинчи Маки Микули карчӑкӗ патне те, таҫти юмӑҫ-тухатмӑш патне те ҫитрӗ, ачине хӗртнӗ турчӑка шывӗ те, «ҫветтуй вода» шывӗ те ӗҫтерчӗ, мунчара та, килте те ҫӗр улми пӑсӗпе тарлаттарчӗ ӑна, темӗнле им-ҫам та парса пӑхрӗ…

Куҫарса пулӑш

XXV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ӗнер вӑрмантан таврӑнсан, чиркӳ старости укҫа памарӗ, ун вырӑнне хытӑ ӗҫтерчӗ

Куҫарса пулӑш

XXV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кум пур унта манӑн, Туҫи Улхашра, утарҫӑ, ҫавӑ хаяр кӑрчама ӗҫтерчӗ те, ват шӑм-шаккӑм шӑлтӑрах кайрӗ, ҫӗр выртмалла пулчӗ вара.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӳлес умӗн лашине пӗр витре шыв ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сергей Петровича пысӑк вырӑнта ӗҫлекен ҫынна кӗтсе илнӗ пекех чыслӑн кӗтсе илчӗҫ: Тимофей Иванович тӗрӗллӗ алшӑлли ҫине хунӑ ҫавра ҫӑкӑр тыттарчӗ, арӑмӗ виҫӗ стакан чӑш кӑпӑклӑ сӑра ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Юмӑҫ канаш панипе тӗрлӗ курӑксенчен имҫам шывӗ вӗретсе ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Мӗнле-ха, ара, халь ҫеҫ чӗнсе эрех-сӑра ӗҫтерчӗ те, ӗнтӗ хӑвалӑть-и?»

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачисем тӑрса ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн пурне те сӗтел хушшине лартса ҫитерчӗ, икшер печени парса, чей ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килӗр-ха, ӗҫӗр, — тесе, Сахар ватӑ ҫынсене хистесех тепрер черкке ӗҫтерчӗ, унтан ҫапларах юптарса сӑмахлама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар каллех лаши ҫинчен анчӗ, шӑхӑра-шӑхӑра лашине ҫӑл шывӗ ӗҫтерчӗ, хӑй те ывӑҫласа ӗҫрӗ — ҫак шӑрӑх ҫанталӑкра унӑн чунӗ уҫӑлсах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан Пинеҫ кинӗ патне вучахран вӗретнӗ сӗт илсе пычӗ, ӑна, сӑра-кӑрчамана ӗҫтернӗ пек, ирӗксӗр, чашӑкне тӗрте-тӗртех ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайран йӑлтах Михалана ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Хӑюллӑрах пулччӑр тесе ҫамрӑксене анне эрех ӗҫтерчӗ.

для смелости мать их угостила водкой.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирӗксӗр ӗҫтерчӗ.

Заставил.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юрать-ха, Янтул сӗт ӗҫтерчӗ ӑна.

Хорошо, что Яндул заставил-таки его выпить молоко.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех