Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗшеннӗ (тĕпĕ: ӗшен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Самай ӗшеннӗ пек пулнӑскер, иртнӗ ҫӗр ыйхӑ картне латлӑн лартайманскер, лӑччӑ-лаччӑ пускаласа, умри канӑҫ та тӑнӑҫ «ҫӑтмахне пӑшлатма» васкаса, «вӑхӑтлӑх килелле» уттартӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кун хута ӗҫлесе ӗшеннӗ, халӗ ҫынсӑрланнӑ кӑнтӑр хули, пиҫсе ҫитнӗ баклажан тӗслӗ сӗмлӗхе путнӑскер, канӑҫса, йӑпӑшланса, тарӑн ыйхӑ ҫавӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Ну, мӗнле, шӑхӑрма пултаратӑн-и халь? — шӳтлерӗ вӑл пӗчӗк ачалла сассине вылятса; мӑлатук ҫапакансем ӗҫлесе ӗшеннӗ хыҫҫӑн сывлӑш ҫавӑраймиех ывӑнни ҫинчен нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ вӗт-ха.

— Ну как, посвистеть сможешь? — пошутил он игриво-мальчишеским тоном: было известно, что после выбивания «дроби» молотобойцы не могут обычно даже дыхание перевести.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫывӑрма выртсан та вӗсем канӑҫа ҫухатнӑ пек пӗр айӑк ҫинчен тепӗр айӑк ҫине ҫаврӑнаҫҫӗ, хӑйсен ӗшеннӗ ӑс-тӑнне хура та сирӗлми тӗтре хупласа иличченех, ҫурҫӗр иртичченех йывӑррӑн сывла-сывла илеҫҫӗ.

А улегшись, беспокойно ворочались, вздыхали до поздней ночи, пока истомленный ум их не окутывало черным, непроходимым туманом и они не погружались в сонное оцепенение.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӗшеннӗ эсӗ паян, Петӗр, инҫе ҫул ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ашӑ сӑра ӗҫӗр-ха, килӗр-ха, утса ӗшеннӗ хыҫҫӑн кӑшт урана кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Рейдӑра ӗҫпе ӗшеннӗ бурлаксен чун-хавалне ҫӗклекен шӳтлӗ юрӑ шӑранать:

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Е вӗлерчӗҫ-и сана? — ӗшеннӗ сассипе пӑшӑлтатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫул ҫинче самай ӗшеннӗ хӗрарӑм хӑех кӗрсе уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сасартӑк Тутар Яшми хирӗ пуҫланакан сӑрт ҫамкинчен тем ҫӳллӗш ҫавраҫил пӗтӗрӗнсе тухрӗ, уй урлӑ каҫса, тӑвалла тӑсӑлса хӑпаракан вӑрӑм урама ҫавӑрттарса кӗчӗ, ҫул ҫинчи ҫӳп-ҫапа, кантрасем ҫине типме ҫакнӑ кӗпе-йӗме, улӑм витнӗ пӳрт тӑррисене хӑй ытамне тытса илсе, таҫта хӑямата ҫити вӗҫтерсе кайрӗ, пӗр хушӑ ӗшеннӗ пек пулса, вӗсене хӑйӗн ытамӗнчен тирпейсӗррӗн сапаласа пӑрахса хӑварчӗ те, каллех вӑя кӗрсе, хӑй ҫулӗ ҫинчи ҫӗнӗ япаласене тулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Утсем те ӗшеннӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акара ӗшеннӗ лашине чӑм шыва ӳкерчӗ вӑл, анчах пӗлес пеккине ыйтса пӗлчӗ: Тукай мӑрса чӑнласах Сӗве вӑрринче пурӑнать иккен.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗшенме те паян сахалтарах ӗшеннӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Кунӗпе ӗҫлесе ӗшеннӗ хыҫҫӑн килне таврӑнсан апат ҫиет те ӑшӑ вырӑн ҫине выртса вилнӗ пекех ҫывӑрса каять.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Кунӗпе тулта ҫӳренипе эпӗ ӗшеннӗ пулмалла: юмах итлесе выртнӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Те ҫак икӗ ҫын туслӑн калаҫни, вӗсен ӗшеннӗ сӑнӗсем, ӑш вӗҫнине палӑртакан куҫӗсем туртрӗҫ Элексантӑр «атте» кӑмӑлне.

А пока ему понравились эти скромные, робкие и изрядно уставшие чуваши.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мӗншӗн ҫыхлантӑм эпӗ санпа, — терӗ Ивук ӗшеннӗ сасӑпа хуллен.

— И зачем только я с тобой связался? — сдавленно проговорил Ивук.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Паян вӗсем, ӗшеннӗ те чирлӗскерсем, сахаллӑн, ыран акӑ ҫирӗме… утмӑл-ҫитмӗле… ҫӗре… пине ҫитӗҫ.

Правда, их сегодня немного, отчаявшихся, больных, изможденных, но завтра их будет больше.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле сиксе тӑрса ывӑлне кӑшкӑрса пӑрахасшӑн, анчах ӗшеннӗ кӗлетке хускаласшӑн мар.

Илле чуть было не выскочил из кадки, чтобы обругать сына, но разомлевшее тело не согласилось покинуть блаженное тепло.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑрманпа пӗрлех, ӗшеннӗ сунарҫӑ та ассӑн сывласа ярать, вӑрманпа пӗрлех унӑн та ҫывӑрасси килет.

Вздыхается и усталому охотнику — он тоже не прочь поспать.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех