Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗчӗ (тĕпĕ: ӗмӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урӑхла пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен Кермӑн шухӑш-туйӑмӗпе ӗмӗчӗ ҫинчен, ӑна чӑрмантаракансем ҫинчен вӑл хаҫата ҫырма тӑхтарах тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаев хӑйӗн алҫырӑвне кӑмакара ҫунтарса янине аса илсен Тарановӑн чӑрсӑр ӗмӗчӗ самантрах пӑсланчӗ: «Ҫавнашкал роман ҫырасси пирки пуҫа ҫӗмӗрсе усӑсӑр асапланас мар, хаҫат-журнал редакцийӗсенче Ямаш Ваҫҫи пек редакторсем халь те тӑп-туллиех».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав хатӗрсене каялла илсе, вӑл каллех ҫаратма, ҫынсене сиен тума тытӑнмашкӑн шутланӑ (ӑна пуринчен ытларах уҫҫисем кирлӗ пулнӑ!), анчах ӗмӗчӗ татӑлнӑ!

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ӗмӗчӗ патне ҫывхарма Дашӑна та, унпа пӗр шухӑшлисене те «Пограничниксен юлташлӑхӗ» пӗрлӗх пулӑшса пырать.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

Чи пысӑк ӗмӗчӗ пурнӑҫланма пултарӗ.

Сейчас может исполниться заветное желание.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Класлӑ обществӑра писателӗн шухӑшӗ, ӑнланӑвӗ, ӗмӗчӗ, идеалӗ пӗр-пӗр клас шухӑшӗ, ӑнланӑвӗ, ӗмӗчӗ, идеалӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Кашни писателӗн хӑйӗн шухӑшӗ, ӑнланӑвӗ, ӗмӗчӗ, идеалӗ пур, вӑл хӑйӗн произведенийӗнче ҫав шухӑша каласа пама тӑрӑшать, пурнӑҫа хӑй мӗнле ӑнланать, ҫавӑн пек ӑнлантарса парать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Халӑх ӗмӗчӗ кайӑк ҫуначӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрлӗ Чечек пулса ҫӗр ҫине шӑтӗ, хӗвел тухнипе тухманнине хӑй курӗ, ӗмӗчӗ сая кайманнишӗн савӑнса ӑшӑ ҫилпе пӑшӑл-пӑшӑл калаҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ӗмӗчӗ пурнӑҫланасси пулмарӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн пӗртен-пӗр ӗмӗчӗ — пуясси, карьера тӑвасси.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫутӑ хӗвел халӑх ӗмӗчӗ упранса юлнишӗн хӗпӗртет.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кам пӗлет, тен, шӑп та лӑп ҫакӑн пек вӑрттӑн лаҫсенче ӗнтӗ халӑх ӗмӗчӗ йывӑр хӗн-хурпа тертре те вилмесӗр упранса юлнӑ пулӗ…

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, пӗтӗм ӗмӗчӗ пӗтрӗ те унӑн, вара вӑл ӗсӗкле-ӗсӗкле йӗрсе ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтрех-ши вара хӗр ӗмӗчӗ?

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашнин хӑйӗн ӗмӗчӗ, хӑйӗн шухӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫыннӑн яланах хӑйӗн ӗмӗчӗ, тӗллевӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Унӑн пурӑнас, ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн кӗрешес ӗмӗчӗ пысӑкчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Пӗтрӗ ӗнтӗ Мишша учитель ӗмӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Унӑн пурнӑҫри пӗртен-пӗр ӗмӗчӗ те халӗ — хӗлле тӑхӑнмалли пиншак туянасси — ҫав ҫӑмартапах ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех