Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрӗ (тĕпĕ: ӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шел пулин те, пилӗк ача амӑшӗн ӗмӗрӗ кӗскерех пулнӑ, Мария Ивановна чире пула 57-рех ҫӗре кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Вӑрӑм пулма пултараймасть суя чап ӗмӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Йӑнӑшсем тусан та вӗсене тӳрлетмелӗх ӗмӗрӗ ҫитӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Пирӗн ӗмӗр — техника ӗмӗрӗ, эпӗ, тен, ӑслӑ учёнӑях пулнӑ пулӑттӑм…

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Вӑл туйса илчӗ: хӑйӗн аллинче пӗр сехет каялла персе тытнӑ сивӗ мулкач кӑна пулнипе те, эпӗ ӑна мӗншӗн ҫавӑн пекех шелсӗр улталанине те, юлашкинчен ҫав шелсӗр ултавра этем чунӗн пархатарлӑхӗпе пӗрлех, уншӑн, ӗмӗрӗ иртнӗ ватӑ сунарҫӑшӑн, мӗн тери пысӑк трагеди пулнине те — пӗтӗмпех туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫемен ӗмӗрӗ вӑрӑм пулнӑ.

Семен прожил долгую жизнь.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Чӗлхи кӑна ҫаптарать, чылай чухне хӑй ӗмӗрӗ пирки шутласа ҫунса тухать те ҫав вӑл…

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Упӑте ӗмӗрӗ, Кӗлсулттан кинемей, вӑрӑм, вӑл ҫирӗм пилӗк ҫула тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑп та лӑп ҫак упӑте ӗмӗрӗ ҫинчен сӑмахларӗ те ӗнтӗ Кӗлсулттан кинемей.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах, ак, ку ӗмӗрӗ те ирте пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашнин ӗмӗрӗ этем ӗмӗрӗнчен вӑрӑмрах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ырӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ кӗске пулать ҫав, — йывӑррӑн сӑмах хушрӗ хӑшместӗр те.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах Савкилтан ӗмӗрӗ кӗске пулчӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Апи кӑмӑлӗ ҫемҫешке, Хӗр ӗмӗрӗ хый ҫутти, Атти курки чепчешке, Пыллӑ сӑри чун сутти».

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗр ӗмӗрӗ иртет сисӗнмест, Хуйхӑ суйхӑна хӗр пӗлмест…

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑйӗн ӗмӗрӗ вӗҫнелле майӗпен ӳсекен пулать, тураттисем хӑрма тытӑнаҫҫӗ, ҫултан-ҫул ватӑлса, хӑлтӑркаса пырать, юлашкинчен хӑрса ларать…

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

- Район хаҫачӗн ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ял ӗҫченӗ — чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... /1/16/yal/

Ун чухне рабочипе хресченӗн ӗмӗрӗ те 50-60 ҫултан иртеймен.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Суя — ҫур пурнӑҫ, теҫҫӗ-ха, анчах суян ӗмӗрӗ кӗске текенсем те пур вӗт.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ӗмӗрӗ тухнипе типсе ҫӗр ҫине ярӑнса-явӑнса ӳкнӗ пӗрремӗш ҫулҫӑсемпе чӑштӑртаткаласа, чӑшӑлл ларакан чечексен (пыл чечекӗн ҫӑра шӑрши, чӗрӗ тӗнчене ырлӑх та сиплӗх сапаласа, йӗри-тавраллах сарӑлнӑ) газонӗсем хушшипе вӑтам пӳллӗ каччӑ пырать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех