Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗриччен (тĕпĕ: ӗлкӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тӑна кӗме ӗлкӗриччен ҫумӑр, витрине ӳпӗнтерсе, ун ҫине чашлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗр ӑна-кӑна тавҫӑрса ӗлкӗриччен Шывачи ӑна пӗве тӗпнелле ҫавӑтса та кӗрет.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Сар хӗр урама тухса ӗлкӗриччен таҫта та «вӗҫсе» ӳкме пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Эпӗ ҫырури икӗ сӑмаха ҫыхӑнтарса вулама ӗлкӗриччен иккӗ хутмалӑх вутӑ ҫурнӑ пек тарлатӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Анчах мана темшӗн кунти ӗҫ чӑлханса ҫеҫ пынӑн курӑнчӗ, пӗр тӗлте лайӑххӑн явӑнма ӗлкӗриччен тепӗр тӗлте сӳтӗлме тытӑннӑн та туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Зиминцев, паллах, мӗн пулнине малтан ӑнланса та ӗлкӗреймерӗ, вӑл ӑнланса ӗлкӗриччен Мосальский ачана хӑй ҫумне илчӗ те Зиминцевран тата айккинеллерех кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тепӗр кун каҫхине Аня патне кайрӑм, анчах ҫӳлти хута хӑпарма ӗлкӗриччен тӗлӗнмелле япала куртӑм: Люсьӑсен хваттерӗнчен Зиминцев тухрӗ!

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Килкартинчи хуралҫӑ урама тухма ӗлкӗриччен вӑл чӳречерен шалалла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анчах савнисем пӗрлешеймерӗҫ — чухӑн каччӑ ҫураҫма ӗлкӗриччен чипер Анюка вӑйпах пӗр пупа сутса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫамрӑк хӗр савнӑ тусӗ ҫине чӑрр пӑхрӗ те шурса кайрӗ, сӑмах хушма ӗлкӗриччен халӑх хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Киле ҫитсен, алӑк сулли урлӑ каҫсанах, хывӑнма ӗлкӗриччен ҫывӑрса кайрӑм, — кулса каларӗ Романова.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑрлаканӗ ҫывӑрса тӑриччен е пытарма ӗлкӗриччен вӑл ҫав яла ҫитсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анчах вырӑс ҫыннине, вӑл ӑс парса янисене аса илнипе хӑйне алла илме вӑй ҫитерсе, карма ҫӑварсем шавлама чарӑнасса кӗтсе илчӗ те, Касмухха юлашки сӑмахне каласа яма ӗлкӗриччен: — Халӑх, ытла та тӗлӗнмелле! Хӑвӑр мана уполномоченнӑй туса суда ятӑр, халь итлесшӗн те мар! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр ҫӗре пухӑнма ӗлкӗриччен шаккас вӗсене!

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ташлатӑн! — хаяррӑн кӑшкӑрчӗ те Михха, пуп мӗн те пулин хуравлама ӗлкӗриччен, ӑна урай варрине туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа та вӑл хуҫа хӑйӗн юлашки «ҫук» сӑмахне калама ӗлкӗриччен: — Ӗҫлеме ӳркенместӗп эпӗ. Ӑна эсӗ ху та пӗлетӗн! Халь мана пилӗк тенкӗ кирлӗччӗ, — терӗ васкавлӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ кун ҫутинчен пытанма ӗлкӗриччен Энӗшкасси ялне икӗ ҫӗнӗ хыпар ӳкерсе хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Миххан ҫурт-йӗрӗ тӗлнелле ҫывхарнӑ май, унта хӗрарӑмсем йӑркканине асӑрхарӗ, анчах кунта мӗн пулнине тавҫӑрма ӗлкӗриччен, хӗрарӑмсем, урхамах ҫывхарнине курса пулӗ, саланса пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Наҫтик мӗн те пулин хуравлама ӗлкӗриччен ӑна чӑмӑрӗпе ислетме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ним шухӑшласа ӗлкӗриччен алӑк патне ура сасси ҫывхарни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех