Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑҫтарах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ вӑрҫӑччен чӑвашсем ӑҫтарах пурӑннине те, вӗсем пуррине те пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Ун ҫинчен тем чул та шухӑшларӑм та, эсӗ ӑҫтарах ҫӳренине пӗлеймерӗмӗр-ҫке…

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тутарӗ вӑл Шаккур ӑҫтарах пурӑннине пӗлменнипе ҫапла хушнине тавҫӑраймарӗ, йӑпӑр-япӑр ларкӑч ҫине кайса ларчӗ те, тилхепене хӑй аллине илсе, ӑйӑра тепӗр урамалла пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӗлес пулать, ӑҫтарах вӑл, пиртен инҫетре-и, ҫук-и. Ма ун пекех хапсӑнать мӑнастир пирӗн ана-ҫарана?

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуҫа пӳрчӗ ӑҫтарах ларнине тӗшмӗртет-ха Иливан.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ӑҫтарах вӑл Нурӑсӗ?

— А где этот Нурыс?

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ӑҫтарах лартас-ха кӑна?»

— Куда прикажете поставить эту красоту?

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑҫтарах ҫапӑҫать вара вӑл, сан ывӑлу?

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑҫтарах кӑкартӑн эс ӑна? —

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай чи хӗрринчи киле кӗрсе Юнус ҫурчӗ ӑҫтарах иккенне ыйтса пӗлчӗ (хӗр ача каланӑ тӑрӑх, Нухрата ниҫта та мар, унта шырамалла иккен).

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫтарах вара шӑтӑкӗ? — малалла тинкерсе пӑхрӗ Северьян.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗрле ку вут ҫути вӑрӑм хыр йывӑҫҫинчен ҫӳле хӑпарать — ял ҫыннисем ачасем кӗҫӗр лашисене ӑҫтарах ҫитернине аякранах пӗлсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫталла каяс, ӑҫтарах шырас.

Куда идти, где искать?

XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Виммербюра вӑл унччен те пулнӑ, хулана пӗлет, Петрель-фру ӑҫтарах пурӑннине те астӑвать.

В Виммербю он уже не раз бывал, город в общем-то знал и представлял себе, где живёт фру Петрель.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Кунта ҫывӑхра ӑҫтарах ял пур? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Где тут деревня близко? — спросил я.

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Унтан амӑшӗ вӗсем еннелле ҫаврӑнчӗ те: — Эсир, ачасем, пӗлместӗр-и: ӑҫтарах кунта санатори? — ыйтрӗ вӑл.

Потом мама обернулась к ним: — А кто из вас, ребята, знает, где тут санаторий?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Ӑҫтарах утмаллине ӑнланса илсе Брест крепоҫӗн Свято-Николаевски гарнизон чиркӗвӗ еннелле утатӑп.

Куҫарса пулӑш

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Косицын каялла ҫаврӑнчӗ те, десант антарас шлюпка ӑҫтарах ҫитсе чарӑнма пултарассине чухласа илесшӗн тӑрӑшса, ҫыран тӑрӑх утса кайрӗ.

Косицын повернулся и пошел вдоль берега, стараясь определить место, к которому подойдет шлюпка с десантом.

VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

Кунсӑр, пуҫне, вӗсен палаткин ҫурҫӗр енӗнчен пуҫласа хамӑр пата ҫитичченех ҫул ҫинче мӗн пуррине — пулемет ӑҫтине, ҫар ӑҫтарах пухӑнса тӑнине, ӑҫта лӑпкӑрах пулнине, хӑш йывӑҫ ҫинче сӑнаса лараканни пуррине Павлушӑпа Вася тӗп-тӗрӗс пӗлсе тӑнӑ.

Кроме того, весь путь от северной стороны их палатки до нас Павлуша и Вася знали назубок — где пулемет, где скопление войск, где потише, на какой тропинке дерево с наблюдателем на макушке.

39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Том, эсӗ пӗлместӗн-и, пӑлан кӗтӗвӗ ӑҫтарах пулмалла паян? — салхуллӑн ыйтрӗ Чочой.

— Том, ты не знаешь, где сегодня должно находиться стадо оленей? — грустно спросил Чочой.

Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех