Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшаланӑ (тĕпĕ: ӑшала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сӗтел хушшине кӗрсе лар, ӑшаланӑ сысна ашне пӗрле ҫийӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӗскен // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 43–44 с.

Апельсин, панулми, ӑшаланӑ ҫӗрулмипе пӑру какайӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Хамӑр ӳстернӗ сыснана Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе пуснӑччӗ, ӑна ӑшаланӑ, паранкӑпа, йӳҫӗтнӗ купӑстапа хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шӑрттанне ҫырт-ха эсӗ, Сахрун, — тесе карчӑк председатель умне пӗр ҫатма ӑшаланӑ шӑрттан лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Колхозӑнне шан-ха вӗсенне — ҫӗре ахаль сая яраҫҫӗ кӑна, вӗсен сачӗн тупӑшӗнчен ытла тӑкакӗ, — ӑшаланӑ кӑмпана тӗшӗрнӗ май, старик ывӑлӗ ҫине куларах пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Упӑшки килессе кӗтнӗ май, тем яшки пӗҫернӗ, ӑшаланӑ вӑл, тутлӑ апат шӑрши урамах тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лука Митрофанович хирург туса панӑ икӗ пӳрне хушшине хӗстернӗ вилкипе ӑшаланӑ ҫӑмарта илсе ҫиет.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Аш яшки, ӑшаланӑ ҫӗрулми ҫирӗҫ, чей ӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халиччен илтмен сӑмахсем пупа саламатпа ӑшаланӑ пекех туйӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑкӑчӗ, хуплӑвӗ, кукӑль-икерчи, шӑрттанӗ, ӑшаланӑ сысна ҫури…

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Хӗрсен ушкӑнӗсем, ҫӑварни валли ҫатма ҫинче ӑшаланӑ хӗвелчамӑшне каткаласа, пуҫӗсене каҫӑртарах тытса, пӗри тепринчен хитререх утма тӑрӑшса, хӑйсем хушшинче савӑнӑҫлӑн калаҫса-кулса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗрекере ҫиме-ӗҫме тем те пур: пӑсланса ларакан вӗри шӳрпе, тултармӑшӗ те, шӑрттанӗ-чӑкӑчӗ те, ҫупа ӑшаланӑ ҫӑмарти те, кукӑлӗ-пӳремечӗ те, сӑри те, тутлӑ шывӗ те…

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Малтанлӑха капла та юрать, — Петӗр хӑй те ҫур стаканне ҫеҫ сыпрӗ, вилка ҫине ӑшаланӑ шӑрттан татӑкӗ тирсе, Анюка сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лайӑх ӑшаланӑ ҫӗр улми, сысна ашӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Халь те ак, ӑшаланӑ сухан шӑрши сӑмсана аякранах ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Никам та ҫук-ха, лайӑх теме ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ Янтул хай ӑшӗнче, ҫамрӑк хуҫа ун умне ӑшаланӑ шӑрттанпа эрех пырса та лартрӗ.

«Никого», — едва успел подумать Яндул, как перед ним на стол опустилась тарелка с копченым и рюмка с водкой.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хупах хуҫи сӗтел ҫине ҫатмапа ӑшаланӑ пулӑ пырса лартрӗ.

Кабатчик со стуком поставил на стол сковородку с жареной рыбой.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Алӑкне уҫӑ хӑварнӑ та, хупаха тип ҫупа ӑшаланӑ пулӑ шӑрши кӗрсе тулчӗ.

Но дверь оставил открытой. Запахло постным маслом, жареной рыбой.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл ҫавӑнтах сӗтел ҫине ҫупа ӑшаланӑ пӗр ҫатма ҫӗрулми пырса лартрӗ, арҫынсем ӑна кашӑк тулли ӑсса ҫиме пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта хитре майрасем, хӗп-хӗрлӗ сӑнлӑ вӑй питти арҫынсем тата сӗтел ҫӳллӗш те пулайман ачасем хур-кӑвакал, мулкач какайӗ, вут ҫинче ӑшаланӑ ӑсан, пӑчӑр, кӑрӑпчак тата тем те сутаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех