Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тинкерӳллӗ куҫсенче эпӗ ҫынсем Пруткин ҫине ӑна лайӑхрах курас-илтес тесе мар, вӑл ҫапла чӑрсӑррӑн хирӗҫленинчен, татса каланинчен тӗлӗннипе, ҫакна ӑнлансах ҫитейменнипе харӑсах ҫаврӑнса пӑхнине чухласа илтӗм.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Анюк сӑмахӗсене пӗтӗмӗшпех ӗненетӗп пулсан та, Ҫтаппан кӑмӑлне лайӑх пӗлсен те, вӑл, Анюк, тӑван килӗнчен тухса кайса кунта, пысӑк ҫемьеллӗ ҫын патӗнче, пурӑннине ӑнлансах ҫитерейместӗп эпӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— «Каҫарӑр та, сире ӑнлансах ҫитеймерӗм, — йӑл кулса илет Пысӑк пуҫлӑх.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Сан хӑвӑн юрру-ха, ӑна эп ӑнлансах ҫитейместӗп, — пирусне тарӑннӑн ӗме-ӗме ывӑлӗ ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхкаларӗ Илья Семенович.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
– Нимех те мар, халь морковь пӗчӗк ҫех-ха, ӑнлансах каймаҫ.
Кишӗр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/560
Илемлӗх уҫӑмлӑхра пулнине эпӗ ун чухне ӑнлансах ҫитереймен.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Аньӑпа эпӗ ӑна рояльпе калама вӗрентекеннисемччӗ, вӑл эпир мӗн вӗрентнине ҫӑмӑл та хӑвӑрт вӗренсе пыраканниччӗ, Зиминцев инженер вара, музыкӑна ӑнлансах кайманскер пулин те, «пӗчӗк» Люсьӑн ҫитӗнӗвӗсене самаях тӗрӗс асӑрхаканниччӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ӑнлансах ҫитереймерӗм: мӗнле чеелӗх вӑл?
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пирӗн вӑхӑтра, совет обществинче пачах урӑхла: писатель ӑнлансах халӑх шухӑш-кӑмӑлне палӑртать, халӑх идеалӗшӗн ӗҫлет, ӑна пурнӑҫа кӗртес тесе кӗрешет.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Ҫамрӑк-ха вӑл, хӗрӳ, ӑна-кӑна ӑнлансах та пӗтереймест.
Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Салтаксем йытӑ урнӑ иккенне ӑнлансах ҫитеймерӗҫ пулас.
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Старик ҫакна мӗншӗн ҫынсене пӗр-пӗрне юратма ӑтӑрсенчен вӗренме каланине Укаслу ӑнлансах ҫитеймерӗ.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сюльдяшов хӑй телейне ӑнлансах та илсе ӗлкӗреймерӗ пуль-ха, тесе шухӑшларӗ те Пӑкачав ӑна куҫ хӗсрӗ: «Ан пӑшӑрхан манпа чухне чиперех пурӑнӑн-ха», — терӗ ӗнтӗ.
Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Тем, ӑнлансах пӗтерейместӗп-ха эп сана, — шухӑшларӗ Савантер пуппа калаҫнӑ хыҫҫӑн.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуп сӑмахӗ мӗне пӗлтернине ӑнлансах ҫитеймесӗр Савантер куҫне мӗлт-мӗлт! тутарса илчӗ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Хӑҫан? — ыйхӑ тӗлӗшпе вӑл мӗн калаҫнине ӑнлансах ҫитеймерӗ пулас Ишмук.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Мӗн-мӗн? — ӑнлансах пӗтереймерӗ старик.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ак сана, Эсрелӳ ҫиттӗр! — хӗрӳлленсе кайнипе хӑй мӗн тунине, мӗн каланине ӑнлансах пӗтереймесӗр пӑшӑлтатрӗ хӗр.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Мӗн тума шухӑшлаҫҫӗ-ха унпа! — ним ӑнлансах та пӗтереймерӗ Пинер.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Усал ҫынсем иртсе кайсанах Пинер, хӑйне хӑй те ӑнлансах пӗтереймесӗр, часрах утне Укаслу ҫурчӗ еннелле васкатрӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.