Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланнӑ (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, вӑл вӗҫен кайӑксен картипе пӗрлешсе ҫулҫӳреве тухма шухӑш тытнӑ пулнӑ.

Как я понял, он решил странствовать с перелетными птицами.

IX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Хӑйӗн пичӗпе ӑшӑ ҫил вӗрнине туйнӑ тата хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗ малта пулнине ӑнланнӑ чухнехи пек.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсир кам иккенне ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эп ӑнланнӑ тӑрӑх, эсир турист мар пулас?

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов ҫакна халь мар ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл хӑйне ҫакӑн пек тыткалани, килте ҫывӑрманни ӑна сахал пӗлекен ҫынсене иккӗлентерме, ун ҫинчен тем шутлаттарма пултарнине ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Юлашкинчен вара ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитнӗ: Лиза хӑйӗн хуйхи ҫинчен текех вӗсемпе калаҫма пултарайманнине, вӗсем ӑна хӗрхенсе ним чӗнмесӗр ларни малтан вӗҫӗмсӗр ыйтса пӗлнинчен кая мар ыраттарнине ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑй хӑранине вӑл нимӗнпе те, пӗр сӑмахпа та палӑртман, анчах Лиза ӑна ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Паллашнӑ хыҫҫӑн пӗр уйӑх кӑна, ҫук, пӗр уйӑхран та каярах вӑхӑт иртнӗ те, Лиза хӑйӗн телейне тупнине ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫынсем ку таранччен вӗҫне ҫити каласа пӗтерейменнисене ӑнланнӑ, туйнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах халӗ вӑл хӑйне хӑй унпа темле хаяррӑн шӳт туса илнӗ пек, хӑйне ача вӑййинчи пек куҫӗсене тутӑрпа ҫыхса малалла уттарнӑ пек, унтан курса тӑракансем ахӑлтатса кулнӑ май куҫӗсене салтнӑ хыҫҫӑн хӑй тӳрккессӗн тата каймалли ҫӗрелле мар, пачах урӑх еннелле утнине ӑнланнӑ пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав улшӑнусемшӗн кӗрешме кирлине те ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов ӑнланнӑ: тавлашни, ӗнентерме тӑрӑшни усӑсӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Иккӗшӗ те, тем ӑнланнӑ пек пулса, кулса ячӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кун каҫиччен шкулчченхи ачасем интереслӗ япаласем ҫинчен нумай пӗлнӗ, тавракурӑмне анлӑлатнӑ, пуринчен ытла хӑйсем те хастар хутшӑннӑ, ҫӗр ҫинчи мӗнпур чӗрӗ ҫынна таса та уҫӑ сывлӑш кирлӗ пулнине ӑнланнӑ.

В течение дня дошкольники узнали много интересного, расширили кругозор, и главное, сами активно принимали участие, а главное поняли, что всему живому на Земле просто необходим чистый и свежий воздух.

Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунне халалланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... an-3425341

Ҫакӑн хыҫҫӑн тин хӗрарӑм хӑйне улталанине ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тетелӗнчи савнине 300 пин куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35891.html

Кун хыҫҫӑн тин хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тетелӗнче шӑнтмӑш туянас тесе ултавҫӑ аллине лекнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35893.html

Халӑха хутла вӗрентме кирлине тухтӑрсем лайӑх ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вырӑс тухтӑрӗсем, ялсем тӑрӑх ҫӳресе, чӑвашсен пурнӑҫне лайӑх пӗлнӗ, вӗсем мӗншӗн час-часах чирленине ӑнланнӑ: чухӑн хресченсем тӗттӗмлӗх тыткӑнӗнче пурӑннӑ, апат-ҫимӗҫӗ те, тумтирӗсем те ҫителӗклӗ пулман.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Литературӑра ӗҫлесе, ҫынсене пысӑк усӑ кӳме пултарнине вӑл ҫамрӑклах ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех