Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳретчӗҫ (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура кӗр пуҫламӑшӗнче, колхозри ӗҫсем пӗтӗмӗшле вӗҫленсен (ҫав кунсенче ҫынсем Совет Союзӗнче Ҫӗрӗн искусственнӑй ҫаврӑнташне космоса вӗҫтерсе янипе кӑмӑлӗсене вӗҫтерсе, ҫӗршыври наукӑпа техника ҫитӗнӗвӗсемшӗн Ҫӗнтерӳ кунӗнчи савӑнӑҫлах савӑнса, хавхаллӑ сӑмах «утьӑкка сиктеркелесе» ҫӳретчӗҫ, нумайӑшӗ самантӑн-самантӑн таса пӗлӗтелле, тӗнче уҫлӑхнелле, тӗшмӗртсе тимлесе, ҫав тӗлӗнтермӗш япалана «куҫ картине хупасшӑн», унӑн вӗҫев ҫулне йӗрлесе тупасшӑн ӑшталанатчӗҫ), Ула Тимӗр, укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен ҫирӗпреххӗн «ураланас», «тӗкӗсене тӗреклетес» тесе, килтен тухса кайрӗ те Атӑл леш енче, йӑлӑмра, вырнаҫнӑ леспромхоза ӗҫе кӗрӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Столовӑйра кунне пӗрре апатланнӑ, унта 50 ҫынна яхӑн ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Духовнӑй семинаринче илемлӗ формӑпа ҫӳретчӗҫ вӗренекенӗсем, укҫаран пуяннисем.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Вӗсем, рабочисем, пурте имшеркке сӑнлӑ ҫынсемччӗ, час-часах нумай вӑхӑт хырӑнмасӑр ҫӳретчӗҫ, ҫийӗсенче ҫӗтӗк курткӑсемччӗ.

Это были люди с осунувшимися, небритыми лицами, в рваных куртках.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Яш-кӗрӗм кӑна мар, аслӑраххисем те кӗрӗкӗсене тавӑрса тӑхӑнса, паллаттарас мар тесе пичӗсене хупласа килсем тӑрӑх ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch

Каюровсем патне малтан та юлташӗсем нумай ҫӳретчӗҫ, халӗ вара, ҫӗнӗ хваттере куҫнӑранпа, вӗсем патӗнчен пачах ҫын татӑлми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӗшле йытӑ пек чупса ҫӳретчӗҫ вара урамра — ҫил ҫунатпа хуса ҫитеймӗн.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав нушана тӳссе ирттернӗ ҫынсем, унта вӑрман лартма тытӑнсан, пӗр кун сиктермесӗр ӗҫе ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Унта 8-9 ялтан ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫакнашкал тӳпкелешӳ хыҫҫӑн манӑн хӑлхасем талӑкӗпех хӗп-хӗрлӗ ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Иккӗшӗ те кӗтӳ ҫулӗ ҫинчех ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ку таврари ҫӗр-шывран челобитнӑйпа ялан икӗ мӑрса ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем тӑршшӗ пӗвере карас пулӑсем канлӗн кӑна ишсе ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Ытти хурӗсемпе кӑвакалӗсем вӑл вӑхӑтра чӗпписемпе пӗрле пӗвере ишсе ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Ку чарлан хыҫҫӑн тата виҫҫӗн, кунтан пӗчӗкрехскерсем, вӗҫсе ҫӳретчӗҫ, кусем ун чӗпписем пулмалла, ватти — амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Ӑманне те хӑйсем пухса хатӗрлес йӑла ҫукчӗ вӗсен, Атӑл хӗрринче пулӑҫсенчен ыйтса илсе ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Кайран шкула та пӗрлех ҫӳретчӗҫ, уроксене те пӗрлех хатӗрленетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ыйткаласа ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

Ялти шкулта вӗреннӗ чухне Эльгеевсем класӗпех ун патне ҫылӑх каҫарттарма ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл пырса кӗнӗ чухне Пикпав килӗнчи виҫӗ арҫын — ватти хӑй, вӑталӑххи тата кӗҫӗнни — вите умӗнче ӑйӑр тавра ҫаврӑнкаласа, савӑнӑҫне ниҫта хураймасӑр утса-чупса ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех